Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗнӗ ҫуртри ҫӗнӗ сценӑна халӑхпа уҫма хатӗрленет.
Хӑйӗн килӗсӗр нумай ҫул ӗҫлесе пурӑннӑ ӳнер учрежденине 2016 ҫулхи раштавра Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатра куҫарасси ҫинчен республика шайӗнче йышӑну турӗҫ. Унчченхи пек пӗр-пӗр учреждение тара пама мар. Хальхинче ку ҫурт театрӑн тӑван килӗ пулса тӑчӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче театр «Ҫӗнӗ сцена – Ҫӗнӗ сывлӑш – Кӗтрет» ятпа уяв программине йыхравлать. Ӑна учреждени хӑйӗн кун-ҫулӗнчи ҫӗнӗ ярӑм тесе хаклӗ.
Юсаса йӗркене кӗртнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ сцена ӗҫлесе кайӗ. Вӑл — 375 ҫынлӑх. Ӑна хатӗрлеме, ҫутӑ хатӗр-хӗтӗрӗ тата ытти кирлӗ оборудовани туянма пӗлтӗр республика хыснинчен 12 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче Раҫҫей ҫарӗн А.В. Александров ячӗллӗ икӗ хут Хӗрлӗ ялавӗллӗ юрӑпа ташӑ академи ансамблӗ концерт кӑтартӗ.
Автокатастрофа хыҫҫӑн ҫӗнӗрен йӗркеленӗ ансамбле Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем лекнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Бас сасӑллӑ Константин Москалевӑн малтанхи пӗлӗвӗ — журналист. Тахӑҫан вӑл «Аргументы и Факты» хаҫатра ӗҫленӗ. Константин Москалев Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, Сергей Кузнецов — Улатӑрта. Халӗ вӗсем Александров ячӗллӗ ансамбльте солистра ӗҫлеҫҫӗ.
Концерт пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Пӑр керменӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Билет хакӗ — 600 тенкӗрен пуҫласа 1500 тенкӗ таран (партерта ларас текенсем валли).
Иртнӗ ҫулта проката тухнӑ «Движение вверх» кинофильма пирӗн ҫӗршыври куракансем кӑмӑлтан йышӑнни пирки Чӑваш халӑх сайтне вулакансем те илтнех-тӗр.
Антон Мегердичев режиссер ӗҫӗнче 1972 ҫулта иртнӗ Ҫуллахи Олимп вӑййи вӑхӑтӗнчи СССР тата АПШри арҫынсен пӗрлештернӗ командисен финалти матчӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Иван Едешко сӑнарне Кузьма Сапрыкин калӑпланӑ. Вӑл —
Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче артистра ӗҫленӗ Виктория Гичкина ывӑлӗ. Ҫакна «Хыпар» издательство ҫурчӗн хыпарсен служби «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗн тата электрон документацийӗн архивӗн секторӗн заведующийӗ Вероника Кочешкова Фейсбукра ҫырни тӑрӑх хыпарланӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Тутарстанра чӑваш спектакльне кӑтартӗ. Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшне палӑртнӑ гастроль республикӑри чи аслӑ театра уҫнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнипе ҫыхӑннӑ.
Аса илтерер, чӑваш драма театрӗ хӑйӗн вӑрӑм кун-ҫулне Хусанта пуҫланӑ. Шӑпах унта Иоаким Максимов-Кошкинский пуҫласа спектакль лартнӑ. Вӑл ӗҫ — Алексей Островскин «Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн» вилӗмсӗр пьеси тӑрӑх куракан патне ҫитернӗ икӗ пайлӑ драма.
Ӳнерӗн ҫак ӑсталӑхне хаклакансене нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра Хусанти патшалӑхӑн ҫамрӑк куракансен театрне чӗнеҫҫӗ.
Билетсене чӑваш театрӗн куракансемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗнчен Людмила Квасовӑран
8-967-473-84-55 номерпе шӑнкравласа ыйтмалла.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Петӗр Хусанкай ҫырнӑ юмах тӑрӑх «Голубка» спектакль-мюзикл лартнӑ. Ку ӗҫе театр Чӑваш Енӗн Элтеперӗн гранчӗпе пурнӑҫлама пултарнӑ. Аслӑ классикӑмӑрӑн юмахӗсем тӑрӑх театрта кӑҫал тӑватӑ спектакль хатӗрленӗ.
Пукане театрӗнче мюзикл жанрӗпе пачах ӗҫлемен мар-ха. 18 ҫул каялла «Красная шапочка» лартнӑ, 2015-мӗшӗнче — «Светофор» шоу. Анчах ку, мӗн тесен те, наци сӗмӗллӗ. Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа кӑҫалхи кӑрлачра 110 ҫул ҫитнине шута илсен ҫак ӗҫ пушшех те пӗлтерӗшлӗ.
«Голубка» мюзикла поэтӑн мӑшӑрӗ, СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина тата вӗсен ывӑлӗ, литература критикӗ Атнер Хусанкай та кайса курнӑ.
Эпир асӑрханӑ тӑрӑх, премьерӑна ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчи репертуара кӗртмен. Анчах каярах ӑна пӗрех кӑтартӗҫ.
Паян, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артисткине Антонина Баулинӑна хисепленине палӑртса унӑн асӑну хӑмине уҫӗҫ. Хӑмана Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарӗҫ. Актриса унта 1972 ҫултан пуҫласа 2015 ҫулччен пурӑннӑ.
Асӑну хӑмине Раҫҫей художникӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ Игорь Голубев хатӗрленӗ.
Антонина Баулина — Вырӑс драма театрӗн историйӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ пултаруллӑ артистсенчен пӗри. Сцена ҫинче вӑл 56 ҫул вылянӑ. Пурнӑҫран 2015 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче уйрӑлнӑ.
Асӑну хӑмине уҫма культура, искусство ӗҫченӗсене, журналистсене, сцена ӑстисене, тӑванӗсене, актрисӑн пултарулӑхне хаклакансене Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫурт патне 13 сехет те 30 минута йыхравлаҫҫӗ.
Ӗнер Раҫҫейӗн театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ «Ылтӑн маска» преми лауреачӗсен ячӗсен списокне пӗлтернӗ. Ҫӗршыври сумлӑ премие Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ултӑ теҫетке ҫул ӗҫлекен СССР халӑх артистки, Тӑвай районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче 1923 ҫулта ҫуралнӑ, ГИТИСра вӗреннӗ Вера Кузьмина тивӗҫнӗ.
Вера Кузьмина пултарулӑхӗ иксӗлми, унӑн кашни ролӗ ӗнентерӳллӗ те чуна пырса тивекен пулса тухнине чӑваш театрне юратакансен тахҫанах пӗлсе ҫитнӗ ӗнтӗ. Хамӑр чӑваш авторӗсен произведенийӗсем тӑрӑх лартнӑ спектакль-и е ют ҫӗршыври тата вырӑс классикӗсен хайлавӗ тӑрӑх калӑпланӑскер-и — юратнӑ артистӑн яланах чӗрӗ сӑнар «пиҫет».
2015 ҫулта «Ылтӑн маска» премие Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи,СССР халӑх артсичӗ Валерий Яковлев тивӗҫнӗччӗ.
Вырӑс драма театрӗ 1922 ҫулхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче А.Н. Островский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Василиса Мелентьева» спектакльпе уҫӑлнӑ. Унччен маларах, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, «Чувашский край» хаҫат театр сезонӗн репертуарне туллин пичетленӗ.
Ҫапла, театр йӗркеленнӗренпе кӑҫал 95 ҫул ҫитрӗ. Паллӑ пулӑма халалласа театр ӗҫченӗсем ӗнер савӑнӑҫлӑ мероприяти ирттернӗ. Унта Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн комитет пуҫлӑхӗ Александр Федотов, культура министрӗ Константин Яковлев тата яланхи кураканӗсем хутшӑннӑ.
Чӑн сӑмахӑн суййи ҫук — 95 ҫул хушшинче артистсем халӑх килӗштернӗ вун-вун спектакль лартнӑ. «...Театр стенисем пултаруллӑ актерсемпе паллӑ режиссерсене манман-ха. Вӗсем — республика ят-сумӗпе мӑнаҫӗ... Тав сире пархатарлӑ ӗҫӗршӗн», — Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн саламлӑ ҫырӑвне вуланӑ Константин Яковлев.
Вырӑс патшалӑх академи драма театрӗ 95 ҫул тултарать. Юбилей каҫӗ раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ.
Шӑпах раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 1922 ҫулта, театрта пӗрремӗш сезон уҫӑлнӑ. Ун чухне А.Островскин пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Василиса Мелентьева» спектакле сцена ҫине кӑларнӑ. Хаяр Иванпа Василиса ролӗсене театрӑн пӗрремӗш режиссерӗ Слободской тата пӗрремӗш артисткӑсенчен пӗри Юровская вылянӑ.
95 ҫулта театр вун-вун вӑйлӑ спектакль сцена ҫине кӑларнӑ. Вӗсем ылтӑн фонда кӗнӗ, куракансен асӗнче яланлӑхах юлнӑ. Театр халӗ те лайӑх спектакльсем хатӗрлет, куракансен савӑнтарать.
Вырӑс патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫине ытти регионти артистсем те пӗрре мар тухнӑ. Театр хӑй те тухса ҫӳренӗ: Хусана, Йошкар-Олана, Ижевска, Чӗмпӗре, Кирова, Стерлитамака, Костромана…
Ӗнер К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗн Аркадий Андреевӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.
Муркаш районӗнчи Тури Панкли ялӗнче 50 ҫул каялла ҫуралнӑскере асӑннӑ район пуҫлӑхӗ — районти Депутатсен пухӑвӗн ертӳҫи Игорь Николаев, райадминистраци пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев саламланӑ. Уява ҫавӑн пекех райадминистрацин культура пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Чернова, Муркаш районӗнче пурӑнакансем хутшӑннӑ. Игорь Николаев муркашсем хирте тата фермӑра кӑна мар, сцена ҫинче те пултаруллине палӑртнӑ.
Аркадий Андреев Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинче вӗреннӗ. 1993 ҫулта К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи театрне артиста вырнаҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |