Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче кӑҫалхи пӗрремӗш премьерӑна хатӗрленеҫҫӗ. «Инкеклӗ телей» спектакле Юлия Николаева калавӗ тӑрӑх Сергей Павлов инсценировкипе лартӗҫ. Ӑна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавма хутшӑннисен ӗҫне халалланӑ. Спектакль режиссерӗ тата художник-постановщикӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев. Ҫӗнӗ ӗҫе ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче куракан патне ҫитерӗҫ. Валерий Яковлев каланӑ тӑрӑх, «Инкеклӗ телей» спектакль пирӗн ҫӗршывӑн тата республикӑн историйӗнчи ҫӗнӗ страницӑсене уҫса парӗ. Окоп чавнӑ хӗрарӑмсемпе ачасем чирленӗ, шӑнса пӑсӑлнипе, выҫлӑхпа нушаланнӑ, леш тӗнчене ӑсанакансем те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |