Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Аҫтӑрхан хулинче иртекен фестивале тухса кайнӑ. Культура мероприятийӗн йӗркелӳҫисем ӑна хальхи театр ӳнерӗн фестиваль-лабораторийӗ теҫҫӗ. Ӑна «Верю!» (чӑв. Ӗненетӗп) ят панӑ.
Раҫҫей шайӗнче ирттерекен уҫӑ фестиваль-лаборатори кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртет. Анчах чӑвашсем малтанхи икӗ ҫулӗнче хутшӑнман. Кӑҫал, ав, тухса кайнӑ.
Фестиваль утӑ уйӑхӗн 1-7-мӗшӗсенче иртӗ. Унта 12 хулари 15 труппӑпа пултарулӑх пӗрлешӗвӗ хутшӑнать. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Пять – двадцать пять» трагикомедие кӑтартӗ. Пьеса авторӗ — Данила Привалов ҫамрӑк драматург. Ӑна театрти ҫамрӑк Дмитрий Михайлов актер лартнӑ.
Фестиваль тӳрисем — Раҫсейри паллӑ педагогсем, критиксем тата режиссерсем. Форумра чи лайӑх режиссера, хӗрарӑм тата арҫын ролӗсене чи калӑплакансене палӑртӗҫ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, РСФСР халӑх артистки, театр тата кино актриси Алла Покровская вилнӗ. Вӑл 81 ҫулта пулнӑ. Лента.ру пӗлтернинче вилӗм сӑлтавне асӑнман. Сцена ӑстине ӑҫта пытарассине тата унпа хӑҫан сывпуллашассине каярах пӗлтерӗҫ.
Покровская МХАТ студин профессорӗ пулнӑ. 2004 ҫултанпа Чехов ячӗллӗ театр труппинче ӗҫленӗ, «Современник» сцени ҫине те тухнӑ.
«Строится мост», «Выбор цели», «Однофамилец», «Охота на лис» тата «Высоцкий. Спасибо, что живой» фильмсенче ӳкерӗннӗ. «Великан-эгоист», «Сказка о царе Салтане», «Перевал» тата «Когда-то давно...» мультфильмсене калаҫтарма хутшӑннӑ.
Артистка Борис Покровский опера режиссерӗн, СССР халӑх артисчӗн тата Тӗп ача-пӑча театрӗн режиссерӗн Анна Некрасован ҫемйинче ҫуралнӑ. Олег Ефремовӑн мӑшӑрӗ пулнӑ. Вӑл — Михаил Ефремов актерӑн амӑшӗ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, республикӑн Правительство ҫуртӗнче тӗрлӗ енпе тӑрӑшса палӑрнӑ ӗҫченсене патшалӑх наградисемпе чысланӑ. Вӗсен шутӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн икӗ артисчӗ пур.
Раҫҫей Президенчӗн Хисеп грамотине Нина Гроигорьева тивӗҫнӗ. Вӑл, аса илтерер, — Раҫҫей халӑх артистки, Чӑваш АССР халӑх артистки, Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ ҫынни.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистне Владимир Семенова «Чӑваш Республики тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннине те эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Ӑна та паян Правительство ҫуртне йыхравланӑ.
Патшалӑх наградисене тивӗҫнине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй саламланӑ.
Паян Шупашкара СССР халӑх артисчӗ, Ленин премийӗн лауреачӗ Василий Лановой килнӗ. Республикӑн тӗп хулинчи «Салют» культура керменӗнче вӑл 16 сехетре куракансем валли моноспектакль лартнӑ.
Евгений Вахтангов ячӗллӗ тӑван театрӗнче вылякан 85 ҫулти артиста Чӑваш Енӗн тӗп хулине кӑтартса ҫӳренӗ. Вӑл «Ҫӗнтерӳ« асӑну комплексӗнчи Нихҫан сӳнми ҫулӑм умне чечек хунӑ. Унта ҫав самантра, сӑмах май, Атӑл тӑрӑх теплоходпа курса ҫӳрекен туристсем пулнӑ. Халӑх юратакан артиста асӑрхасан вӗсем алӑ ҫупса янӑ. Кун пирки Надежда Смирнова журналист пӗлтернӗ.
Шупашкарта Василий Лановойпа СССР СССР халӑх артисчӗсем Вера Кузьмина тата Валерий Яковлев тӗл пулнӑ. Мускаври артист чӑвашсем иртнине хисепленине, палӑксем тирпейлӗ те тасине палӑртнӑ.
Чӑваш Енри тата тепӗр икӗ ҫын «Чӑваш Республики тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ.
Хальхинче ҫавӑн пек пысӑк наградӑпа республикӑн прокурорӗ пулса ӗҫленӗ Евгений Жучкова тата Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистне Владимир Семенова чыслама йышӑннӑ.
Евгений Жучков 1931 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Мордва Республикинчи Ичалки районӗнчи Ханенеевка ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. 1984-1994 ҫулсенче Чӑваш Ен прокурорӗ пулнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва кайсан вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Президиумӗн секретариачӗн ертӳҫинче ӗҫленӗ.
Владимир Семенов 1949 ҫулхи ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял Покровски ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри патшалӑхӑн театр, музыка тата кинематографи институтӗнче вӗреннӗ. 1972 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет. Вӑл — Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ.
Вӑхӑт питех те хӑвӑрт иртет ҫав. Кун хыҫҫӑн кун хыҫа юлнӑ май пӗрисем ҫак ҫӗр ҫине килеҫҫӗ, теприсем каяҫҫӗ.
Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Ен Иосиф Дмитриев-Трер пултаруллӑ режиссерпа, сӑвӑҫпа, музыка критикӗпе, тӑлмачпа, актёрпа сывпуллашрӗ. Ӑна, аса илтерер, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче йӗркеленӗччӗ. Сывпуллашу керменӗн кӗҫӗн залӗнче иртнӗччӗ. «Халӑх нумай пулнине пурин валли те вырӑн ҫитеймен», — тесе пӗлтернӗччӗ унта пулнӑ Тимӗр Акташ журналист.
«Иосиф Трер пиртен уйрӑлса кайнӑранпа ҫур ҫул ҫитрӗ. Ун ялти вил тӑпри ҫине ҫывӑх юлташӗсемпе килсе ӑна асӑнтӑмӑр», — хыпарланӑ ӗнер Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов Фейсбукра.
Ыран, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Амадей Моцартӑн «Волшебная флейта» (чӑв. Ылтӑн флейта) икӗ пайлӑ оперине кӑтартӗҫ. Ку вӑл видеокӑтарту пулӗ. Ӗҫе Саймон Мак-Бёрни хатӗрленӗ. Унпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн илемлӗх ертӳҫи Дмитрий Банаев паллаштарӗ.
Оперӑна вулавӑшра кӑтартассине регионсен аталанӑвӗн «Содружество» (чӑв. Пӗрлешӳ) фончӗ Экс-ан-Прованс опера фестивалӗпе, Orange, TV Arte фондпа, Раҫҫейӗн Францири институчӗпе пӗрле йӗркеленӗ.
Проект вӑхӑтӗнче хальхи опера ӳнерӗнчи пӗлтерӗшлӗ те ҫӗнӗлле 5 ӗҫпе паллаштарӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Ариодант» кӑтартӗҫ, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче – «Электра», юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче – «Кармен», чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче – «Царь Эдип / Симфония псалмов».
Паян, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ спектакль кӑтартӗҫ. Премьерӑна Петр Осипов ӗҫӗ тӑрӑх лартнӑ. Спектакль ячӗ — «Сурхури сӑри».
Премьерӑна чӑвашссен паллӑ ҫыравҫи, драматургӗ, режиссерӗ, актерӗ, медицина наукисен кандидачӗ, Чӑваш АССР халӑх ҫыравҫи, СССР Писательсен союзӗн пайташӗ Петр Осипов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Спектакль режиссёрӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева, кмопозиторӗ — Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Лолита Чекушкина, декорацисемпе тумтирсене Светлана Зверевапа хатӗрленӗ, ташшисене Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зоя Александрова лартнӑ.
Юрий Спиридонов режиссёр «Подполковник Варламов слушает» (чӑв. Варламов подполковник итлет) фильм ӳкерме пӗлтӗрех пуҫланӑччӗ. Вӑл кинокартина — вӑрҫӑ драми. Унта амӑш сӑнарне СССР халӑх артистки, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Вера Кузьмина калӑплать.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарти «ГОЛОС» (чӑв. Сасӑ) сасӑ ҫыракан студире Вера Кузьминична пулнӑ. Унта чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗн сассине ҫырса илнӗ.
Вера Кузмина 1923 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хальхи Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. А.В. Луначарский ячӗллӗ театр институтӗнче вӗреннӗ. Чӑваш театрӗнче вӑл хӑватлӑ вун-вун сӑнара ӗнентермелле калӑпланӑ. Паян та Вера Кузьмина сцена ҫине тухать.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял-Покровски ялӗнче ҫуралнӑ Владимир Семенов артист ыран, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, юбилей каҫне йыхравлать. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вӑл 1972 ҫултанпа тӑрӑшать.
Артист ӑсталӑхне Шупашкар районӗн ҫынни Ленинградри (халӗ Питӗрти) А.Н. Островский ячӗллӗ театр, музыка, кинематографи институтӗнче туптанӑ.
Ҫур ӗмӗре яхӑн театрта ӗҫлекенскер сӑнарсене ӗнентерӳллӗ калӑплать. Кӑра та ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын сӑнарӗ уйрӑмах ун валли тейӗн.
Владимир Семенов Чӑваш АССР халӑх артисчӗ тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ятсене тивӗҫнӗ.
Юбилей каҫӗ 18 сехетре пуҫланӗ. Малтан артиста саламлӗҫ, кайран «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп» спектакле кӑтартӗҫ. Унта Владимир Семенов Летяев рольне калӑплать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |