Театрсем кашни сезонтах куракансене ҫӗнӗ ӗҫсемпе савӑнтараҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ те ҫавах. 2021 ҫулта унта ҫичӗ премьера хатӗрлеме ӗмӗтленеҫҫӗ.
Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ спектакле «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Театр – ачасем валли» проекчӗпе килӗшӳллӗн лартасшӑн. Проекта лекнӗ спектакльсем ҫаксем: Александр Пушкинӑн «Метель» (12+) повеҫӗ, Алексей Толстойӑн «Тайна Золотого ключика» повеҫ-юмахӗ (0+), Левтина Марьен «Мухтанчӑк Автан» пьеси (0+).
Чӑвашла лартма палӑртнӑ спектакльсем татах пур: Владислав Николаевӑн пьеси тӑрӑх «Сӑр сиввисем» (6+), Ольга Туркайӑн «Савтепийӗ» (12+), Александр Пӑрттан «Шыв ҫинчи юратӑвӗ» (12+).
Валентин Афонин ӗҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Мымрёнок» спектакле (0+) ҫӗнетме палӑртнӑ, Шарль Перрон «Золушка» (0+) спектакльне кӑҫал лартӗҫ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчӗ, Коми Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Михаил Журков «GoodWin Art» (чӑв. Ҫӗнтерӳ ӳнерӗ) III пӗтӗм тӗнчери музыка конкурсӗнче пӗрремӗш премие тивӗҫнӗ.
Конкурса Македонири, Беларуҫ Республикинчи тата хамӑр ҫӗршыври нумай хулари (Мускав, Санкт-Петербург, Челепир, Екатеринбург, Симферополь, Чулхула, Ярославль, Барнаул, Тольятти, Самара, Ҫӗнӗ Уренгой, Сочи, Тула, Кострома, Йошкар-Ола) артистсем хутшӑннӑ.
Вӗсене Гнесинсем ячӗллӗ Раҫҫей музыка академийӗн профессорӗсемпе вокал преподавателӗсем Екатерина Стародубровская, Ксения Шапиро, Владимир Бурлаков хакланӑ.
Ӗнер Маргарита Красотина журналист республикӑн культура, наицональноҫсен ӗҫесен тата архив ӗҫӗн министрӗн тӗнче тетелӗнчи пӗр постӗнчен тӗлӗнсе ҫырнӑ. Унта сӑмах министр Вырӑс драма театрӗнче лартнӑ спектакльсенчен пӗрне ырлани тата ӑна курма йыхравлани пирки пырать.
Чӑн та, пур иккен пост. Ӑна культура министрӗ Инстаграмри страницӑра ҫырнӑ. Унта вӑл Петр Гладилин режиссер лартнӑ «Музыка для толстых» премьерӑра пулнине пӗлтернӗ. Министр пурне те вӑл спектакле кайса курма йыхравланӑ, кӑрлач уйӑхӗнчи репертуара ӑна икӗ хутчен кӗртнине палӑртнӑ.
Маргарита Красотина вара премьерӑна вӑйсӑртарах тесе хурлани сисӗнет, министр мӗншӗн пӗр спектакле ҫеҫ йыхравланине ӑнланмасть. Сӑмах май каласан, журналистӑн мӑшӑрӗ Вырӑс драма театрӗнче чылай ҫул режиссерта ӗҫлет.
Чӑваш халӑх артисчӗ Иван Иванов паян 65 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1955 ҫулхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинче вӗренсе тухнӑранпа вӑл сцена ҫинче ӗҫлет.
Марина Карягина тележурналист юбиляра халалласа хатӗрленӗ телесюжетра пӗлтернӗ тӑрӑх, «тӗп хуларан
ҫемье пуҫӗпе пӗр ача ашшӗ тата коммунист пулса таврӑннӑ». уншӑн театр кил, кил - театр. ачасем театрта, арӑм мӑн хырӑмах вылятчӗ. ватӑлнӑҫем театр ӗҫӗ-эхӗлӗ
«Кунӗн-ҫӗрӗн театр ӗҫӗпе кӑна пурӑнатпӑр. Ватӑлнӑҫемӗн театр ӗҫӗ-хӗлӗ сивӗнсе пырать пуль чунра тенӗччӗ — сивӗнмест», — тенӗ вӑл тележурналистпа калаҫнӑ май. «Мана, ухмах Ивана, ӗҫ кӑна памалла, хӑть те мӗнле ӗҫ кӑна. Эпӗ ниҫта кайса кӗреймесӗр ӗҫлетӗп», — пытарман вӑл.
Тата хӑйне «ҫӗр хурчӗ пек ҫынсем килӗшнине» пӗлтернӗ. Артист пулса выляс килменнине, режиссер пулма ӗмӗтленнине пытарман. Халӗ вӑл аслӑ шкулта вӗренекенсене те вӗрентет.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче художество канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта театрӑн 2021 ҫулхи пултарулӑх планӗсене сӳтсе явнӑ.
С. Рахманиновӑн «Алеко» пӗр актлӑ опери М.Д. Михайлов ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери XXXI опера фестивальне уҫӗ. Ку вӑл — Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллипе (ертӳҫи — Раҫҫей халӑх артисчӗ, Раҫҫей тата Чӑваш Ен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Морис Яклашкин) пӗрле хатӗрленӗ проект.
Пӗтӗм тӗнчери XXV балет фестивалӗ ака уйӑхӗнче пулӗ. Вӑл классикӑран тата хальхи вӑхӑтри ӗҫсенчен тӑрӗ. Тӗнче классикин шедеврӗсемпе (А. Аданӑн «Жизель» тата П. Чайковскин «Лебединое озеро» балечӗсем) пӗрлех Пермьри театрӑн «Балет Евгения Панфилова» тата Екатеринбургри театрсен «ТанцТеатр» спектакльсене кӑтартӗҫ.
Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче «Николай Айзман – драматург тата театр ӗҫченӗ» ҫавра сӗтел иртӗ. Ӑна чӑваш драматургӗ, режиссерӗ, актерӗ Николай Айзман ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприятие вулавӑшӑн Ютубри страницинче пӑхма май килӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ.
Ҫавра сӗтеле Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем, Ирина Кириллова тата Вера Никифорова литературоведсем, хутшӑнӗҫ. Николай Айзман пьесисемпе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартнӑ спектакльти сыпӑксене те кӑтартса илӗҫ. Асӑннӑ театрта, сӑмах май, Николай Айзман 100 ытла роль калӑпланӑ, 30 ытла спектакль лартнӑ. Унӑн пьесисемпе халӑх театрсем те спектакльсем хатӗрлеҫҫӗ.
Николай Айзманӑн пичетленнӗ пӗрремӗш пьеси — «Йӑмраллӑ ялта». Пӗтӗмпе вӑл 60-а яхӑн драма произведенийӗ ҫырнӑ.
Редакцирен: Владимир Николаевич Тимофеев редакцине хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ (яланхи пекех, кнопкӑллӑ телефонпа усӑ курса, чӑвашла саспаллисене нушаланса пичетлесе...). Унта вӑл тӗп хулари театрсен ертӳҫӗ пуканӗсене кам-кам йышӑнма тивӗҫли пирки ҫырать, ҫамрӑксен театрне чӑвашлатмалли пирки. Эпир ӑна пичете хатӗрлерӗмӗр, кӑшт орфографи енчен юсарӑмӑр.
Унӑн чӗнӗвне пичетленӗ май, палӑртас килет. Ытти МИХсенчи пекех, пӗр-пӗр чӗнӗве пичетлени пирӗн редакци унпа килӗшнине е килӗшменнине пӗлтермест. Пирӗн тивӗҫ — пичетлесси, ҫын шухӑшне сирӗн пата ҫитересси.
Вырӑс ҫынни В.А. Фошин малтан Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ, кайран культура министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленипеле Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче вӑй хунӑ Е.В. Николаева Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театрӑн директорӗ пулса тӑчӗ.
Ӗҫлеме вӑл маттур ӗҫлет. Анчах, чӑваш чӗлхине юратакан ҫын мар вӑл! Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ пулса тӑтӑр вӑл!
Чӑваш наци конгресӗн паллӑ ӗҫченӗ, мухтавлӑ юрӑҫ В.
Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Алексей Айги композиторпа «4’33”» ансамблӗн концерчӗ иртӗ. Ун пекки халиччен пулманччӗ.
Кӗвӗ асамлӑхне туйма, юрӑ-ҫемӗн вӗҫсӗр-хӗрсӗр илемӗпе киленме пӗлекенсемшӗн ҫав концерт чӑннипех те уяв пулса тӑрӗ.
Ҫамрӑксен театрӗнче билетсен шучӗ нумай маррине асӑрхаттараҫҫӗ. Пӗр билетӑн хакӗ — 1000 тенкӗ.
Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерне те кӑтартнӑ: +7 (8352) 45-00-34.
Алексей Айги — Геннадий Айги поэтӑн ывӑлӗ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Йошкар-Оларан таврӑннӑ. Унта вӑл гастрольпе пулнӑ.
Иртнӗ канмалли кунсенче артистсем ҫармӑссене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Вӗсем Мари Элти ҫамрӑксен театрӗнче шӑматкун кӑнтӑрла «Снежная королева» (0+), каҫхине «Поллианна» (12+) спектакльсем кӑтартнӑ.
Чӑваш артисчӗсене курма халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ.
«Тавах Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсене тав», – тав туса ҫырнӑ «Полианна» спектакле пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫармӑссен театрӗн сайтӗнче.
Вырсарникун кӑнтӑрла «Елка и Белка» (0+) юмах кӑтартнӑ. Вӑл ачасене те, аслисене те килӗшнӗ. «Малашне те килӗр!», – тесе йыхравланӑ вырӑнтисем.
Ҫитесю канмалли кунсенче, раштав уйӑхӗн 12 тата 13-мӗшӗсенче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Козьмодемьянскра пулӗҫ.
Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче РСФСР халӑх артистки, Чӑваш АССР халӑх артистки, Вӑрмар районӗн хисеплӗ ҫынни Нина Яковлева ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа юбилей каҫӗ иртет.
Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хутшӑннӑ. Халӑх юратакан ӑстана вӑл Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе наградӑланӑ. Халӑх артисткине чыслама РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков, Леонид Черкесов тата ыттисем те хутшӑннӑ. Вӗсем те Нина Михайловнӑн пултарулӑхне капашсӑр пысӑка хурса хакланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |