Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн Николай Гоголь повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Шинель» спектаклӗ Ача-пӑчан пӗтӗм тӗнчери пысӑк фестивалӗнче лауреат ятне тивӗҫнӗ. Унӑн режиссерӗ – Мускаври Владимир Беляйкин режиссер. Фестивальте чӑваш спектаклӗ «Чи лайӑх музыка спектаклӗ» номинацире ҫӗнтернӗ.
Фестивальти ӗҫсене Мускаври кӗпӗрне театрӗнче ӗнер пӗтӗмлетнӗ. Ку мероприятие асӑннӑ театрӑн илемлӗх ертӳҫи – Раҫҫей халӑх артисчӗ Сергей Безруков йӗркеленӗ. Фестивале вӑл 2018 ҫулта пуҫарнӑ.
Фестивале тӑратнӑ ӗҫсене 6-16 ҫулсенчи ачасенчен тӑракан тӳресем хакланӑ. Вӗсем — актер студийӗсене ҫӳрекенскерсем, музыкантсем, спорстменсем, пӗтӗм ҫӗршыври Олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисем.
Фестивале хупни ҫинчен хатӗрленӗ репортаж «Пӗрремӗш канал» телеканалпа паян ирхине «Доброе утро» (чӑв. Ырӑ ир) кӑларӑм эфирӗнче пулчӗ. Унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑскен театрӗн директорӗ Елена Николаевӑна тата «Шинель» спектаклӗн режиссерне Владимир Беляйкина кӑтартрӗҫ. Режиссер чӑваш артисчӗсемпе ӗҫлеме питӗ килӗшнине пӗлтерчӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисткине Нина Яковлевӑна Чӑваш Республики Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев эрнекунах, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» пайра пичетленӗ.
Аса илтерер: халӑх юратнӑ артистка кӑҫалхи ҫулла 80 ҫул тултарнӑ. Юбилей каҫне театрта раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Уяв 18 сехетре пуҫланӗ. Нина Яковлева – Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш АССР халӑх артистки.
Редакцирен: Тимофеев Владимир Николаевич пирӗн пата хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ. Эпир сире унпа паллаштаратпӑр.
М.В. Игнатьев саманинче, К.Г. Яковлев культура министрӗ пулнӑ чухне, Вячеслав Николаевич Оринов культура министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшса ӗҫлерӗ. Хальхинче, Р.М. Лизакова вырӑнне, В.Н. Оринов, нимӗн те мар, культура министрӗ пулса тӑма пултарӗччӗ!
В.Н. Оринов Чӑваш академи театрӗн тӗп режиссерӗ тата илемлӗх ертӳҫи пулса ӗҫлес илӗртӳллӗ ӗмӗтпе пурӑнать!
Пирӗн ҫамрӑксен театрӗ чӑваш чӗлхинчен ютшӑнас ҫул ҫине тӑчӗ-ҫке! Мӗн тумалла-ха?!
Пӗртен-пӗр тӗрӗс ҫул: Валерий Николаевич Яковлева Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театрне куҫарасси! Хӑй лартнӑ «Нарспи», «Кушар», «Кай, кай, Ивана» тата нумай-нумай чаплӑ спектакльсене выляттарас Ҫ. Мишши ячӗллӗ театрӗн артисчӗсене!
Пархатарлӑ шухӑш! Валерий Николаевич халӑхӑмӑрӑн шӑпипе пурӑннӑ ӗмӗр-ӗмӗр! К.В. Иванов ячӗллӗ театртан тухса кайма питӗ йывӑр! Анчах каймалла! В.Н. Яковлевӑн (100) ҫӗр ҫулхи паллӑ кунне Ҫ. Мишши ячӗллӗ театрта ирттермелле пултӑр!
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗнер Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Надежда Воюцкаян юбилейне уявланӑ.
60 ҫулхи артиста Чӑваш Ен культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова саламланӑ.
«Чӑваш драма театрне юратнӑшӑн сире тав тӑватӑп. Ҫак ҫулсенче эсир тӗрлӗ енлӗ хӗрарӑм сӑнарӗсене хӑвӑр витӗр кӑларнӑ. Ҫав сӑнарсем пирӗн куракансен чӗрисенче юласса шаннӑ. Телекурава та сирӗн юбилее ҫакӑн пек йышпа килнӗшӗн тав тӑвасшӑн. Сирӗн юбилей каҫӗ театр ӳнерӗн ылтӑн фондне кӗрсе юлӗ. Сире сывлӑх тата халиччен выляман роле сунатӑп», – тенӗ министр ҫумӗ. Юбиляра вӑл республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин «Культурӑри ҫитӗнӳсемшӗн» кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑпа чысланӑ.
Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнма хистенине ӑнланма пулать темелле.
Шупашкарти Вырӑс драма театрӗн артисчӗсене ӗнер пӗр хушупа паллаштарнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пӳлӗмре маскӑпа ҫеҫ ҫӳремелле, кулиса хыҫӗнче театр ӗҫченӗсен тӑван-пӗтенӗ е пӗлӗш-таврашӗ пулмалла мар иккен. Ку хыпара Маргарита Красотина журналист Фейсбукра ӗнер тӗлӗнсе пӗлтернӗ.
Журналист ҫырнӑ тӑрӑх, тепӗр 10 кунран театрта премьера тухмалла. Анчах репетицие маска чӑмласа ирттерме тивет-тӗр тесе ҫырнӑ пост авторӗ. Хушупа паллашни ҫинчен артистсем алӑ пусма килӗшмен иккен.
Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артистки Надежда Демидова 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ Фейсбукра паян пӗлтернӗ.
Надежда Демидова 1970 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинчи вокал уйрӑмӗнче вӗреннӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вокал ӑсталӑхне алла илнӗ.
Чӑваш патшалӑх хор капеллинче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнчи «Ҫеҫпӗл» ансамбль солисткинче ӗҫленӗ. 2000 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче хор солистки пулса тӑрӑшать.
Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче М.Д. Михайлов ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери XXX опера фестивалӗ малалла тӑсӑлать. Музыка ӳнерӗн уявӗ Дж. Вердин «Бал-маскарад» оперипе малалла тӑсӑлать.
Оперӑна ҫак самантра «Культура.рф» порталта тӳрӗ эфирта курма май килет. Опера паян 18 сехет те 30 минутра пуҫланчӗ.
Оперӑна К.С. Станиславский тата Вл.И. Немирович-Данченко ячӗллӗ Мускаври академи музыка театрӗн режиссерӗ, Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Ылтӑн маска» театр премийӗн лауреачӗ Людмила Налетова лартнӑ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ пултарулӑх ушкӑнӗ гастроле тухса кайнӑ. Йыша ӳнер учрежденийӗн илемлӗх ертӳҫи Юрий Филиппов ертсе пырать.
Пукане театрӗн артисчӗсем Улатимӗр тата Рыбинск хулисенче спектакль кӑтартӗҫ. Вӗсем Улатимӗрти тата Рыбинскри пукане театрӗсен сценисем ҫине тухса хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Гастроль чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗччен пырӗ.
Инҫе ҫула артистсем Ева Лисинан «Лопухий Илюк», Самуил Маршакӑн «Кошкин дом» спекталкьсемпе тата «Петушок – золотой гребешок» вырӑс халӑх юмахӗпе тухса кайнӑ.
Кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Иосиф Дмитриев-Трера асӑнса «Улах каҫӗ» ирттерме палӑртнӑ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ режиссерӑн юратнӑ юррисене, вӑл лартнӑ спектакльсене аса илӗҫ.
Иосиф Дмитриев пӗрремӗш Улаха шӑпах пилӗк ҫул каялла, 2015-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Первый современный национальный перфоманс «Ӳнер улахӗ» – «Вечерний Трер» ятпа Иосиф Александрович хӑй йӗркеленӗ.
Улаха театрпа хальхи эстрада ӳнерҫисене, сӑрӑ-ӳкерӳ-дизайн ӑстисене, сӑвӑҫсемпе журналистсене, ал ӑстисене чӗнеҫҫӗ. Мероприяти 18 сехетре пуҫланӗ.
Аса илтерер: пултаруллӑ режиссер пурнӑҫран йывӑр чире пула шӑп та лӑп икӗ ҫул каялла уйрӑлчӗ.
Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче М.Д. Михайлов ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери XXX опера фестивалӗ уҫӑлӗ. Музыка ӳнерӗн уявне Итали композиторӗн Винченцо Беллинин «Капулетти и Монтекки» оперипе уҫӗҫ. Вӑл ӗҫе «Культура.рф» порталти «Культурный стриминг» платформӑра тӳрӗ эфирта курма май килӗ. Опера паян 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Онлайн-трансляци валли ҫӗршыври уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ 40 пулӑма суйласа илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен шутне Чӑваш оперӑпа балет театрӗн 2 мероприятийӗ лекнӗ. Тата хӑш спектакле е концерта кӑтартассине театр каярах хыпарлама шантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |