Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Анисим Асламас музыкипе балет лартӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 14.01.2023 09:48 | 850 хут пӑхнӑ
Культура
Валентин Фёдоров. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Валентин Фёдоров. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче паллӑ чӑваш композиторӗн Анисим Асламасӑн музыкипе «История Нарспи» (чӑв. Нарспи историйӗ) балет лартма хатӗрленеҫҫӗ.

«Нарспи» поэма — чӑннипех те вилӗмсӗр шедевр. Ҫӗр ҫул ытла вӑл хайлав ҫынсен чунӗсене тыткӑнлать. Театрта унччен Григорий Хирпӳ музыкипе «Нарспи» опера лартнӑ.

Ҫӗнӗ ӗҫ валли театр художникӗ Валентин Фёдоров костюмсен пӗрремӗш эскизӗсене, ӗҫ декорацийӗсене хатӗрленӗ. Маларах ҫав художник «Нарспи» оперӑпа мюзикл лартнӑ чух художник-постановщик пулса тӑрӑшнӑ.

Спектакле СССР халӑх артисткине, Шупашкарта ҫуралнӑ Надежда Павловӑна халаллӗҫ. Ӗҫе сцена ҫине кӑҫалхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑларма палӑртнӑ. Унпа Пӗтӗм тӗнчери XXVII балет фестивальне уҫасшӑн.

#культура, #композиторсем, #балетсем, #спектакльсем, #театрсем, #художниксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Николай Максимов // 3307.97.0645
2023.01.14 10:44
Уйрăличчен икĕ-виçĕ (тĕп-тĕрĕс ас тăваймастăп) çул маларах Анисим Васильевич ман пата ĕçе кĕрсе тухнăччĕ. Чылай калаçса лартăмăр. Уйрăмах чăваш музыки, композиторсем хушшинчи хутшăнусем çинчен. Вăл хăйне тивĕçлипе хакламаннишĕн пăшăрханни сисĕнчĕ ун чухне.Халĕ, авă, унăн ĕçĕсем патне те таврăнаççĕ. Шанчăк паракан хыпар.Талантлă çын ячĕ, ăна путарас текенсем чылай пулин те, пĕрех манăçа тухмасть. Путараканĕсене вара кам ас тăвать? Чăннипе, вĕсене те манмалла мар та çав...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем