Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ҫӗршыв ертӳҫи Владимир Путин Резерв фондӗнчен Ӗҫлев, Сывлӑх сыхлав тата Вӗренӳ министерствисем валли хушма укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Социаллӑ тӗллевлӗ «кӗмӗл» пирӗн республикӑна та лекӗ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхри сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ учрежденийӗсем пӗтӗмпе 24 млн тенкӗ ытла укҫа илӗҫ.
Мускавран, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн резерв фондӗнчен, уйӑракан тупран пӗр пайне — 10 миллион тенкине — Ачасен Шупашкарти 2-мӗш номерлӗ пульницине тӗпрен юсаса ҫӗнетме уйӑрасшӑн. Юлнӑ укҫа Ачасен Канашри вӗренӳ центрне йӗркене кӗртме кайӗ. Ӗҫе хӑҫан кӳлӗнесси пирки хальлӗхе каламан. Ун валли конкурс иртсе юсавҫӑсене палӑртмалли куҫкӗрет.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра диспансеризаци мӗнле иртнине пӗтӗмлетнӗ. Ҫак тапхӑрта 13 пин ытла ҫынна тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайне диагноза тӗрӗс лартмашкӑн тӗплӗнрех тӗрӗслеме янӑ.
Республикӑри ҫынсем ытларах мӗнле чирпе тертленеҫҫӗ-ха? Ведомство ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева диспансеризаци пирки доклад тунӑ чухне тӳрех палӑртнӑ: ҫынсем сахалрах чирлеме тытӑннӑ.
Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, вӑраха кайнӑ чирсене сахалрах тупнӑ. Пӗлтӗр 22275 ҫынна шута илнӗ пулсан кӑҫал – 16276. Ытларах чухне ҫынсем чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе, вар-хырӑм чирӗсемпе нушаланаҫҫӗ.
Ӗҫлеме пултаракан 9 пине яхӑн ҫыннӑн вӑраха кайнӑ чирне тӳрех тупса палӑртнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларах чухне чир-чӗр пирус туртсан, эрех-сӑра ӗҫсен, хускану сахал тусан ҫыпӑҫать.
Халӑхӑн 32,3 проценчӗн юн пусӑмӗ пысӑк, 7,1 проценчӗн юнри сахӑр шайӗ нумай, 14 проценчӗн холестерин шайӗ ытлашшипех.
«Земство тухтӑрӗ» федераци программине аякри районсемпе ялсене тухтӑрсем кайманранах ӗҫлеттерсе янӑччӗ хӑй вӑхӑтӗнче. Программӑна йышӑнакансем тата сывлӑх сыхлавӗнчи тӳре-шара Мускавра йышӑннӑ хут шурӑ халат тӑхӑнса ҫынсене сиплеме ирӗк паракан диплом илнисем хуласенче кӑна тӗпленес туртӑма чакарасса тем пекех шанчӗҫ.
Программа пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ хыҫҫӑн та кӑлтӑксем курӑнчӗҫ. Хӑйсем аякра вырнаҫнӑ пулин те хӑш-пӗр район центрӗсем ку программӑна лекеймерӗҫ. Хула евӗр шутланакан поселоксене (пирӗ республикӑрисенчен кунта Вӑрнара, Вӑрмара, Йӗпреҫе, Кӳкеҫе кӗртмелле) Обязательнӑй медицина страхованийӗ ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн ҫитменлӗхе пӗтерчӗҫ.
Кӑҫал республикӑри яллӑ вырӑнсенче ӗҫлеме 24 врач куҫса кайнӑ. Земство тухтӑрӗсем хушшинче пӗтӗмӗшле практика врачӗ, терапевт, педиатр ытларах тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсен хушшинче акушер-гинекологсем, рентгенологсем тата ытти хӑш-пӗр специалист та пур.
Иртнӗ уйӑх тӗлне илсен, земство тухтӑрӗсем Вӑрнар, Канаш тата Муркаш районӗсене ытларах кайнӑ. Вӗсенче тӑватшар тухтӑр ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑрмар районне виҫҫӗн суйланӑ.
Евразири хирургсен IX ӑсталӑх класӗпе килӗшӳллӗн, Венгрири ӑсчах, онколог Ласло Унгар Шупашкарта Раҫҫейри ӗҫтешӗсене йывӑр усал шыҫӑ аталансан мӗнле операци тумаллине кӑтартнӑ. Ӑна курмашкӑн ют ҫӗршывсенчи онкологсем килнӗ.
Ласло Унгар профессор Будапештра вӗреннӗ, Аслӑ Британире практика тухнӑ. Вӑл усал шыҫӑ сиенлетнӗ органсене сыхласа хӑварас енӗпе нумай ӗҫлет.
- Пациент вырӑнӗнчен хӑвӑрӑн тӑван тесе шухӑшлӑр. Тухтӑра унпа ытларах ӗҫлеттерес, ӑна хӑйӗн ӗҫне тӗплӗ тутарас килет-ҫке. Чылай япалана литература вуласа пӗлме пулать, анчах кун пек операци тума вӗренеймӗн. Ҫавӑнпа ӑсталӑх класӗсенче эпир хирургири чи лайӑх техникӑна кӑтартатпӑр, - тенӗ профессор.
Тӗрлӗ ҫӗршыври тухтӑрсем вӑл ирттернӗ операцие сӑнаса пӗлӗвне тарӑнлатнӑ, опыт пухнӑ. Ют ҫӗршывра кунашкал мероприятие лекес тесен пин-пин евро кирлӗ. Кунта вара – тӳлевсӗр тенӗ пекех.
Чӑваш Енре медицинӑна тимлӗх нумай уйӑрма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавна май тӗрлӗ программӑсем хатӗрлеҫҫӗ, тухтӑрсене хавхалантараҫҫӗ.
Кӗҫех Чӑваш Ене васкавлӑ медпулӑшӑвӑн 13 урапи ҫитмелле. Вӗсем хальхи йышшисем. Унчченхисемпе танлаштарсан, вӗсем лайӑхрах. Вӗсене ЧР Промышленноҫ тата суту-илӳ министерствипе ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцийӗ килӗшӗве алӑ пуссан авӑн уйӑхӗнче илсе килӗҫ. 12 урапа В класлӑ («Газель») пулӗ, пӗри — С класлӑ реанимобиль («Форд транзит»).
Сӑмах май, Чӑваш Енре халӗ фельдшерсемпе тухтӑрсен 100 бригади васкавлӑ медпулӑшу кӳрет. Хуласенче медӗҫченсем чирлӗ ҫын патне 12,5 минутран ҫитеҫҫӗ, ялсенче — 15,7 минутран.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакасси ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ ҫӗкленет. Унта халӗ те тухтӑр ҫурчӗ пур, анчах вӑл кивелсе кайнине кура ӑна юсаса ҫӗнетме те май килмен. Модульлӗ ҫурта кӗске вӑхӑтрах хӑпартса лартас шанчӑк пур.
ФАП апакассисемсӗр пуҫне таврари тата тепӗр пилӗк ял ҫыннисене йышӑнӗ. Район центрне ҫитме ҫынсене ҫывӑхах мар: 15 километр таран каймалла, врач амбулаторийӗ 20 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.
Сӑмах май каласан, юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре 100 фельдшерпа акушер пункчӗ ҫӗнӗрен туса лартнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр 50 хӑпартса лартма планланӑ, вӗсенчен 24-шне кӑҫал хута ямалла.
Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, Апакассинчи ФАП строительстви епле шайра пынине район администрацийӗ тата районти тӗп пульница ҫирӗп тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.
Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта «Анонимлӑ ӗҫкӗҫсем» сообщество ӗҫлеме тытӑннӑ. Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл темиҫе ушкӑна пӗрлештерет, эрехпе туслашнӑ ҫынсене тӳрӗ ҫул ҫине тӑма пулӑшать. Ку тӳлевсӗр тата анонимлӑ.
Сообщество сектӑпа, тӗнпе, политикӑпа ҫыхӑнман. Унта занятисем тӳлевсӗр иртеҫҫӗ. Ҫыннӑн ятне-шывне никам та пӗлмест.
«Ступени» ушкӑн Патрис Лумумба урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Занятисем тунтикун, юнкун, эрнекун иртеҫҫӗ, 18 сехетре пуҫланаҫҫӗ. «Источник» вара Уруков урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра ӗҫлет. Унта тунтикун тата эрнекун 18 сехетре йышӑнаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта «Август» ушкӑн ӗҫлет. Вӑл наркодиспансерта вырнаҫнӑ. Унта ытларикун 18 сехетре йышӑнма хатӗр.
Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта ВИЧ тӗлӗшпе профилактика ирттерес тӗллевпе социаллӑ рекламӑпа усӑ курасшӑн.
Кунашкал рекламӑна троллейбуссем ҫине ҫыпӑҫтарасшӑн. Ӑна «Республикӑри СПИДпа тата инфекци чирӗсемпе кӗрешмелли тата профилактика центрӗ» саккас панӑ.
Ку тӗллевпе 850 500 тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Рекламӑна Шупашкарти 5 троллейбусра тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 4 троллейбусра вырнаҫтарӗҫ. Ҫапла майпа федераци хыснинчен кашни троллейбус валли 95,5 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Рекламӑна подрядчик тупсанах вырнаҫтарӗҫ. Транспортра вӑл кӑҫалхи раштав уйӑхӗччен пулӗ.
Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енре ВИЧ-инфекципе чирлӗ 150 ҫынна тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмпе республикӑра ку чирпе 1700 ҫын нушаланать.
Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсем медицина организацийӗсен ӗҫӗ-хӗлне хаклама пултарӗҫ. Ун валли тӗнче тетелӗнче анкета хатӗрленӗ. Ӑна тултарас тесен ҫак каҫӑпа куҫмалла: https://www.rosminzdrav.ru/polls/10-anketa-dlya-otsenki-kachestva-okazaniya-uslug-meditsinskimi-organizatsiyami-v-statsionarnyh-usloviyah?region_code=CU.
Анкетӑра тӳлевсӗр пулӑшу паракан пӗтӗм медицина учрежденийӗсене хаклама май пур. Тухтӑрсем пациентсемпе мӗнле хутшӑнаҫҫӗ? Кӳрентермеҫҫӗ-и? Шурӑ халатлисем медицина пулӑшӑвне тивӗҫлипех параҫҫӗ-и?
Анектӑра медицина учрежденийӗн ҫитменлӗхӗсене те кӑтартма пулать.
Ҫак кунсенче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ. Пӗр ҫын Михаил Васильевича тухтӑрсем 10 пин тенке яхӑн шалу илнине пӗлтернӗ. Тӳре-шара тӳрех тӗлӗннӗ: кун пекки пулма пултараймасть. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова ҫакна тӗпчеме шантарнӑ. Вӑл та тӗлӗннӗ: тухтӑр мӗншӗн пациентсене сиплемест? Мӗншӗн ӗҫ вырӑнӗнче шалу пирки калаҫса ларать? Тата суять.
Ҫур сехет те иртмен — Михаил Игнатьев валли ӗҫченсен 2НДФЛ справкине хатӗрлесе панӑ. Ӑна тишкерсен — Ҫӗнӗ Шупашкарти тухтӑрсен шалу пӗчӗк мар. Алла Самайлова палӑртсах каланӑ: Чӑваш Енри тухтӑрсем вӑтамран 32 пин тенкӗ ӗҫ укҫи илеҫҫӗ.
Шалӑп паракан ҫав тухтӑр 20 пин тенкӗрен кая мар шалу илни ҫиеле тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |