Республикӑри ачасемпе ҫул ҫитмен ҫамрӑксен реабилитаци центрӗ уҫӑлнӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ. Центр сусӑр ачасене пурнӑҫра ҫул тупма, хӑйсене ҫирӗп тытма вӗрентет.
Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ, ачи валли реаблитаци программи шыраканскерсем, Чӑваш Енре кунашкал центр пуррине пӗлмеҫҫӗ. Мария Павлова та ав кун пирки чухламан. Вӑл Соньӑна тӗрлӗ хулана илсе ҫӳренӗ. Шупашкарта пуррине пӗлсен унта кайнӑ. Унта вӗсене тӳрех килӗшнӗ.
Ку центр 1996 ҫулта уҫӑлнӑ. Ҫулсерен унта 1400 ача реабилитаци витӗр тухать. Унти тухтӑрсем лайӑх, массажистсем, логопед пур.
Унта тӳлевсӗрех сиплеҫҫӗ, ҫӗнӗ методикӑсемпе усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫулсерен ДЦПпа чирлӗ ачасене ура ҫине тӑма пулӑшакан ҫӗнӗлӗхсем тупӑнаҫҫӗ.
20 ҫулта центрта 13 пин ача сипленнӗ. Чылайӑшӗ ун хыҫҫӑн пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупанӑ, пултарулӑх енӗпе аталаннӑ.
Раҫҫейре, ҫав шутра Чӑваш Енре те, гриппа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 1-мӗшӗччен Чӑваш Енре 6466 ҫын ОРВИпе чирленине шута илнӗ. Ку, иртнӗ ҫулсенчи вӑтам кӑтартупа танлаштарсан, 2,6 процент нумайрах.
Чӳк уйӑхӗн варринчи кӑтартупа танлаштарсан, чирлекенсен йышӗ 17 процент ӳснӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чирлекенсен 64 проценчӗ — 17 ҫул тултарман ачасем. Ҫак тапхӑрта 151 ҫынна ОРВИпе пульницӑна вырттарнӑ.
Ытларах Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Ҫӗмӗрлере пурӑнакансем чирлеҫҫӗ. 8 пациентӑн парагрипп, 3-шӗн аденовирус пулни паллӑ.
Тӗнче тетелӗнче хытах сарӑлнӑ, шӑв-шав ҫӗкленӗ Кӳкеҫри ташлакан тухтӑрсене Катерина Голицына шансон юрӑҫи хӑйӗн концертне чӗннӗ.
Видеона пӑхманнисене аса илтерер.Ӳкеренни: «Секси-хырӑмӑрсене кӑтартӑр», — тесе сӗннӗрен тухтӑрсенчен пӗри тумтирне ҫӗклесе хырӑмне кӑштах кӑтартса илет. Видеоролик вӗҫӗнче хӗрарӑмсем: «Секси скорой помощи, кугесинская подстанция!» (чӑв. Васкавлӑ пулӑшу сексийӗ, Кӳкеҫ подстанцийӗ!» — тени илтӗнет. Шурӑ халатлисене либерал-демократсен партийӗн ертӳҫи Владимир Жириновский те хӳтӗленӗччӗ. «Манӑн шухӑшпа, ку тӗрӗс. Ташша пропагандӑламалла, ҫынсем ан ывӑнччӑр, хускану пултӑр», — тенӗччӗ политик.
Ролика пула тӗнче тетелӗн ҫӑлтӑрӗ пулса тӑнӑ Екатерина К. хӑйӗн кумирӗн концертне тӳлевсӗр кайса килнӗ. Ӑна ҫул укҫи те тӳлесе панӑ, залра чи лайӑх вырӑн хатӗрленӗ. Концерт варринче Катерина Голицына сцена ҫине чӗнсе кӑларсан Кӳкеҫ тухтӑрӗ хӑйӗн хореографи пултарулӑхне кӑтартса ташланӑ.
Ҫак усал, тӗрӗссипе, никама та тиркемест. Статистика ҫапах та хулари ачасем хушшинче вӑл ытларах сарӑлнине кӑтартать. Ӗнер Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ наркотика хирӗҫ кӗрешекен ятарлӑ комисси ларӑвӗнче те ҫавӑн пек ӳкерчӗк тухса тӑнӑ.
Тест мелӗпе тӗрӗсленӗ 19 пин шкул ачинчен 102-шӗ ҫеҫ наркотик витӗмне ҫакланнине ырӑ пулӑм темелле. Анчах унпа туслашнисем хуласенче ытлараххи сисӗннӗ. Ку вӑл Канашра, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта уйрӑмах палӑрнӑ.
Комисси ларӑвӗнче калаҫнисем наркотик амакне ҫакланнисен йышӗ пӗтӗмӗшле чакса пынине те палӑртнӑ-ха. Михаил Игнатьев Элтепер илсе кӑтартнӑ цифра та ҫакнах ҫирӗплетнӗ:пӗлтӗрхи ҫак тапхӑра тата кӑҫалхине танлаштарсан чирлисен шучӗ 12,1 процент сахалланнӑ. Кунта тӳре-шара профилактика витӗмӗ пысӑккине палӑртать.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пирӗн республикӑра «Здоровье женщины: от зачатия до глубокой старости» (чӑв. Хӗрарӑм сывлӑхӗ: ача ӳтленнинчен пуҫласа сӗм ватӑличчен) регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференци ӗҫленӗ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре Михаил Игнатьев Элтеперпе унӑн мӑшӑрӗ Лариса Юрьевна хутшӑннӑ.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, республика ертӳҫи: «Ҫирӗп ҫемье — патшалӑх тӗрекӗ. Пирӗн ачасене пысӑк тавракурӑмлӑ пулма хӑнӑхтарса вӗрентсе пымалла. Тӑван ҫӗршыва, аслисене, атте-аннене, тус-юлташсене хисеплеме вӗретмелле. Пурнӑҫра тӗрӗс ҫул-йӗр шыраса тупма кирлӗ условисем йӗркелесе памалла», — тенӗ. Чӑваш Енре аталанса пыма сахал мар услови йӗркеленине палӑртнӑ май Михаил Васильевич ҫак шухӑша та асӑнса хӑварнӑ: «Эпир ҫынна инвестици хыватпӑр. Пирӗн пуласлӑх — ҫамрӑксенче».
Конференцие пухӑннисене ҫӗршыври паллӑ акушер-гинеколог, РФ наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лейла Адамян хутшӑннӑ.
Шупашкар каччи Сергей Паршаков ятне-шывне, тӗнне ылмаштарса Чех Республикине пурӑнма тухса кайнӑ. Хӑвӑрт утассипе тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ ҫак ҫын тупӑшӑва кайма кредит та илме тивнине «Чемпионат» спорт порталӗ паян пӗлтернӗ.
Каччӑ Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ. Анчах 17 ҫула ҫитиччен чӑваш ҫӗрӗ ҫинче хӑйӗн тӑванӗ патне килсе хирте сахал мар ӗҫленӗ, аслӑ шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра урам та шӑлнӑ, хуралҫӑ та пулнӑ.
Хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти ЧПУра тухтӑра вӗреннӗ, ҫав вӑхӑтрах спорт секцине ҫӳреме пуҫланӑ. Кайран каччӑ Питӗрти Пирогов ячӗллӗ медицинӑпа хирруги центрӗн ординатуринче ӑс пухнӑ, ҫав вӑхӑтра вӑл тухтӑрта ӗҫлеме пуҫланӑ. Йывӑр чире палӑртнӑ хыҫҫӑн каччӑ ятне-шывне, тӗнне ылмаштарса Чех Республикине Интернет урлӑ паллашнӑ савнӑ хӗрӗ патне тухса кайнӑ, унпа ҫемье ҫавӑрнӑ.
Паян Анселл Ламмерт ятпа ҫӳрекенскер Чех Республикинчи хӑвӑрт утакансен пӗрлештернӗ ушкӑнне лекме ӗмӗтленет. Хӑй вӑл Прага ҫывӗхӗнчи пӗр пульницӑра анестезиолог-реаниматологра ӗҫлет. Спорт мастерӗ усал чире ҫӗнме тем пекех ӗмӗтленет.
Гинеколог патне пынӑ пике хӗрлӗхе ҫухатса ӗлкӗрнипе ӗлкӗрменнине йӗрке хуралҫисем пӗлесшӗн. Тӗлӗнтермӗш пуҫарупа РФ Следстви комитечӗ ҫӗршывӑн Сывлӑх сыхлав министерствине тухнӑ. Пакунлисем 16 ҫула ҫитмен хӗрсем арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫпа пурӑннипе пурӑнманнипе кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫапла туни пикесене такам пусмӑрланипе пусмӑрланине палӑртма пулӑшать имӗш.
Ҫапла, пусмӑрҫӑсемпе (вӗсем вара — ют ҫынсем кӑна мар. Тӑван ашшӗсем те хӑйсен хӗрӗсене тапӑнни, ар ҫыхӑнӑвне кӗни пирки илтме тивет) кӗрешмелле. Кун пирки нимле калаҫу та пулма пултараймасть. Анчах ҫак сӗнӗвӗн ухмахла енӗ те нумай. Енчен 15-ри хӗрпе 15-ри каччӑ хӑйсен кӑмӑлӗпе арлӑ-арӑмлӑ пурӑнаҫҫӗ пулсан? Тата тути ҫинче амӑш сӗчӗ типмен яшсем хӗрарӑмпа пурӑннине пакунлӑ ҫав этемсем епле палӑртасшӑн-ши? Ара, вӗсем те вунултта ҫитмен-ҫке. Е вӗсен пуҫарӑвӗ пурне те пырса тивмӗ-и? Ҫапла вара пикисене хӳтӗлесе яшӗсене айккинче хӑварасшӑн-им?
РФ Следстви комитечӗн уйрӑм преступленисене тӗпченине тӗрӗслекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Евгения Минаева Лента.ру информаци агентствипе калаҫнӑ чух ҫул ҫитменнисемшӗн пӑшӑрханса пупленӗҫи пулнӑ-ха.
Нумаях пулмасть ЧР Сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗсем специалисчӗсем «Пӗрремӗш фармацевтика фирми» тулли мар яваплӑ общество ертӳҫипе тӗл пулнӑ. Вӗсем «фанфурик» ыйтӑвне сутса явнӑ.
Ҫак аптека сетӗнче «фанфурик» сутас енӗпе йӗрке йышӑннӑ. Фармацевтсене ачасемпе ҫул ҫитмен ҫамрӑксене спирт шӗвекне сутма чарнӑ. Кунсӑр пуҫне малашне вӗсем пӗр ҫынна 1-2 спирт настойкинчен ытларах сутмӗҫ.
Палӑртмалла: республика ҫыннисем «фанфурик» сутнипе кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ, кун пирки кирлӗ ҫӗре ҫӑхавлаҫҫӗ. Йӗрке тӑвас тесе общество организацийӗсем, тухтӑр-нимеҫӗсем профилактика рейчӗсем ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енре темиҫе кун пӑрлӑ ҫумӑр ҫуни чылайӑшӗшӗн инкекпе вӗҫленнӗ. Ҫав кунсенче шкул ачисем те шар курнӑ. Юрать, вӑйлӑ аманнисемех пулман.
Шуҫлак ҫул ҫинче шкула ҫӳрекен 96 ача шар курнӑ. Вӗсен хушшинче алӑ-ура хуҫакан та пулнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 10–14-мӗшӗсенче 1077 ҫын суранланнӑ. Вӗсенчен 118-шӗ — ачасем. 93 ҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсенчен 6-шӗ — ачасем. Вилекен, телее, пулман.
Ҫанталӑк япӑх пулнӑ чухне вӗрентекенсене ачасене шкула пымалли пирки асӑрхаттарма хушнӑ. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗ патне СМС-ҫырусем янӑ, пӑрлӑ ҫанталӑкра ачасене килте лармалли пирки асӑрхаттарнӑ.
Ҫынсене грипран вакцинаци тӑвас ӗҫ малалла пырать. Ҫак кунсенче, ЧР влаҫӗсене официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка водителӗсене прививка тунӑ.
Прививкӑна 50 водитель тутарнӑ. Ҫакна Хулари клиника центрӗн килӗшӗвӗпе пурнӑҫланӑ. Ара, грипп сарӑлнӑ вӑхӑтра водительсен те сыхӑ пулмалла вӗт. Чир сывлӑш урлӑ хӑвӑрт ерет.
Прививка тумашкӑн 45 тата 47-мӗш маршрутпа ҫӳрекен водительсем килнӗ. Вӗсем кунӗпех ҫынсемпе хутшӑнаҫҫӗ. Эппин, вӗсен чирлес хӑрушлӑх пӗчӗк.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |