Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 12 200 ҫын ОРВИпе тата гриппа чирленӗ. Вӗсенчен 3560-шӗ — ачасем.
Ҫак тапхӑрта сысна грипӗпе чирлекенсен йышӗ те нумайланнӑ. Ку вирус 110 ҫынна ернӗ. Аса илтерер: кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне кунашкаллисен хисепӗ 52 тӗслӗхпе танлашнӑ.
Иртнӗ эрнепе танлаштарсан, республикӑра ОРВИпе тата сысна грипӗпе чирлесси 33,3 процент ӳснӗ. Ытларах Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта чирлеҫҫӗ. Тӑвай районӗ те вӗсенчен юлмасть.
Чӑваш Енри ултӑ шкула карантина хупнӑ. Ҫавӑн пекех 24 шкулти 77 класа вӑхӑтлӑха хупнӑ. Пӗтӗмпе 4684 ача уроксене ҫӳремест. Пӗр ача пахчи — карантинра. Ҫавӑн пекех вӗсенчи хӑш-пӗр ушкӑна хупнӑ. Хальлӗхе 649 ача килте ларать.
«Русфонд» тата «Чӑваш Ен» ПТРК тепӗр пӗчӗк ачана сывалма пулӑшасшӑн. Шупашкарта пурӑнакан 4-ри Владикӑн — ДЦП. Мускаври клиникӑра сиплев курсӗ тухсан унӑн лайӑх аталанас шанчӑк пур. Ӑна пулӑшас тесен 5542 номер ҫине «ДЕТИ» тесе ҫырса ямалла. Пӗр СМС-хыпаршӑн 75 тенкӗ илеҫҫӗ.
Амӑшӗ Владик тунӑ пӗчӗк ҫитӗнӳшӗн тем пекех савӑнать. Арҫын ача срокран маларах, кесарево мелӗпе, ҫуралнӑ. Вӑл хӑй тӗллӗн сывлайман. Темиҫе кунран аппарата сӳнтернӗ. Анчах кӑштахран арҫын ачана япӑх пулса кайнӑ. Ахӑртнех, ҫав вӑхӑтра пуҫне юн кайнӑ.
Ачана киле илсе кайнӑ чухнех тухтӑрсем лайӑххи пуласса шантарман, ҫавӑнпа невропатолог патне кайма хушнӑ. Анчах леш специалист темех каламан: «Ача часах ыттисемпе тан аталанма пуҫлӗ», — тенӗ вӑл. Кӑштахран Владик чирлени паллӑ пулнӑ. Пӗррехинче вӗсем Мускавра сипленнӗ. Халӗ татах сипленмелле. Кун валли 199 620 тенкӗ кирлӗ. «Коммерсант» хаҫат вулаканӗсем тата «Русфонд» 160 620 тенкӗ пухӗҫ. 39 пин тенкӗ ҫитмест.
Етӗрне районӗнчи 13-ри хӗр комӑра выртни пирки республикипех калаҫаҫҫӗ. Ксюшӑн ашшӗ-амӑшӗ чылай клиникӑран пулӑшу ыйтнӑ. Ҫав шутра — Израильти тата Канадӑри клиникӑсенчен те.
Паян, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, амӑшӗн йӑмӑкӗ Инна Максимова ют ҫӗршыври клиникӑсенчен хурав килнине пӗлтернӗ. Вӗсем Ксенийӑна пулӑшса пӑхма хатӗр.
Шупашкар тухтӑрӗсем хӑйсен ӗҫне пурнӑҫланӑ, урӑх вӗсем нимӗн те тӑваймаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшне Ксюшӑн чӗрине чирлӗ ачана пама сӗннӗ. Паллах, вӗсем хирӗҫленӗ. Ҫывӑх ҫыннисем шанчӑка ҫухатмаҫҫӗ.
Инна каланӑ тӑрӑх, Израиль тухтӑрӗсем Чӑваш Енри шкул ачин диагнозне тӗпчеҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн вӗсем хурав парӗҫ: ҫемьен Израиле килмелле-и е ҫук-и?
Унти специалистсем каланӑ тӑрӑх, Шупашкар тухтӑрӗсем лартнӑ диагнозпа Ксюшӑн вӑранмалла пулнӑ (шанчӑкӗ — 80 процент). Ашшӗ-амӑшӗ хӗрӗн аппаратне сӳнтерме ирӗк памӗҫ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, вӑл кун пек пурнӑҫ тӑршшӗпех выртма пултарать.
Тухтӑр пулса яла ӗҫлеме каякансене юлашки ҫулсенче патшалӑх миллионшар тенкӗ пама тытӑнчӗ. Малтанласа ҫамрӑкраххисене кӑна, 35 ҫитичченхисене, кӑна паратчӗҫ пулсан, халӗ 50 ҫул таранчченех «Земство тухтӑрӗ» программӑпа яла кайма юрать. Кунта сӑлтавӗ ансат: ялта тухтӑрсем ҫитмен вӑхӑтра ҫула кура тиркесе тӑраймӑн, ӗҫлеме килӗшекен тупӑнтӑр.
Шупашкар районӗнче хальхи вӑхӑтра 24 «земство» тухтӑрӗ ӗҫлет. Вӗсем Ишлейре, Тренккассинче, Ҫӗньялта, Ишекре тата Тутаркассинче вӑй хураҫҫӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — пӗтӗмӗшле ҫемье практикин врачӗсем. Ансӑр специалистсем те — офтальмолог, дерматолог, хирург, эндоскопист — пур.
Кӑҫалтан «Земство тухтӑрӗ» программӑна Кӳкеҫ поселокӗ те лекнӗ. Унччен вӑл ял шутне кӗменччӗ, ҫавӑнпа та унта тухтӑра ӗҫе вырнаҫакансем миллиона илейместчӗҫ.
Ҫапла, ватӑсем те йӗлтӗр ҫине тӑраҫҫӗ. Ҫулне кура мар хастар кинеми-мучисем Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центра ҫӳреҫҫӗ. Анчах пулӑшу ыйтма мар. Пӗрле пухӑнса сывлӑха ҫирӗплетме.
Спорт сывлӑх ҫулӗсене, иммунитет тата гормон тытӑмӗсене, чӗрепе юн тымарӗсене, апат ирӗлтерекен органсене лайӑх витӗм кӳрет тесе ҫирӗплетнӗ май йӗлтӗрпе хаваспах ярӑнаҫҫӗ.
Килте пусӑрӑнса, тивӗҫлӗ канӑва кайсан никама кирлӗ маррине туйса ларасран чӗрӗлӗх кӗртекенни, паллах, — Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ. Ҫулланнисем валли унта тӗрлӗ ушкӑнсем йӗркеленӗ. «Бодрость» (чӑв. Патварлӑх) клубне ҫӳренӗ май кинеми-мучисем пӗрле пухӑнса тренажер залне те каяҫҫӗ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне республикӑри 5 шкула, кунсӑр пуҫне 17 класа карантина хупнӑ.
Ҫавна май занятисене 852 ача ҫӳремест. Кунсӑр пуҫне шкулчченхи пӗр учреждение, виҫӗ ача пахчинчи 4 ушкӑна карантина хупнӑ. Ҫапла майпа 220 ача килте ларать.
Паян планеркӑра палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти хӑш-пӗр класа карантина хупнӑ. Хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов каланӑ тӑрӑх, 59-мӗш (5 класс), 54-мӗш (2 класс), 30, 38 тата 24-мӗш шкулсенче (1-ер класс) хупӑннӑ.
Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнчи Ксюша Максимова районти ӑмӑртура йӗлтӗрпе чупнӑ хыҫҫӑн комӑна кӗрсе ӳкни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Ксюша халӗ те тӑна кӗмен, анчах ҫывӑх ҫыннисем алӑ усмаҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ пульницӑран пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар тухтӑрӗсем ачана операци тума килӗшмен. Мускав специалисчӗсем те вӗсен шухӑшӗпе килӗшнӗ. Ҫывӑх ҫыннисем Ксюшӑн диагнозне палӑртнӑ документсене Раҫҫейри 20 клиникӑна янӑ.
Хӗрӗн организмӗ 24 сехет апат йышӑнман. Телее, ӗнер лару-тӑру улшӑннӑ — Ксюша каллех апата йышӑнма тытӑннӑ. Унӑн органӗсем лайӑхах ӗҫлеҫҫӗ. Анчах диагноз — «пуҫ мимине юн кайни» — ырринех кӑтартмасть.
Ксюшӑн ҫывӑх ҫыннисем пульницӑран пӗр утӑм та каймаҫҫӗ. Ҫемье тӗпренчӗкӗн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ чухне тӗнче тетелӗнче ултавҫӑсем тупӑннӑ. Вӗсем хӗрачана сиплеме тесе укҫа пухаҫҫӗ. Анчах вӗсене ӗненмелле мар. Ҫемье хальлӗхе укҫа-тенкӗ пухмасть.
Чӑваш Енре сысна грипӗпе чирлекенсен йышӗ кунсерен тенӗ пек ӳссе пырать. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.
Паянхи кун тӗлне пирӗн республикӑра 51 ҫын сысна грипӗпе аптӑранине регистрациленӗ. Ытларах Шупашкарта чирлеҫҫӗ. Унта 18 тӗслӗхе шута илнӗ.
Чир географийӗ самай анлӑланнӑ. Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Муркаш, Вӑрмар районӗсенче те сысна грипӗпе чирлекенсем пуррине палӑртнӑ.
Сӑмах май, кӑрлачӑн 19-мӗшӗ тӗлне 5 ҫын ку чирпе нушаланнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне 17-ӗн чирленӗ. Халӗ ку хисеп 51 ҫынна ҫитнӗ.
Етӗрне районӗнчи Пионер лапамӗнчи йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗнче ҫиччӗмӗш класс хӗрачипе инкек сиксе тухнине эпир пӗлтернӗччӗ. Вӑл ача — асӑннӑ районти Урпашран.
Аса илтеретпӗр, ӑмӑрту кӑрлачӑн 16-мӗшӗнчех пулнӑ. Спорт ӑмӑртӑвне пынӑ ҫиччӗмӗш класс хӗрачин пуҫ мимине юн кайнипе пульницӑна илсе кайнӑ. Ачана малтан Етӗрнери пульницӑна илсе кайнӑ, кайран реанимобильпе Шупашкара куҫарнӑ. Константин Ишутов блогер ку инкек пирки пӗлтернӗ май ӑмӑртӑва йӗркелекенсем ку факта пытарасшӑн текен шухӑша палӑртнӑччӗ.
Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм, республикӑн спорт министрӗ ку инкек пулнине ҫирӗплетнине хыпарлать. Унтан та ытларах — министерство ку лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑрать имӗш, тӗпчевҫӗсем те инкек пулнӑ факта тӗрӗслеҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш Енре сивӗ ҫанталӑк тӑрать. Синоптиксем эрне вӗҫне ӑшӑтасса пӗлтереҫҫӗ. Анчах темиҫе кунра пульницӑна тӑм илнӗ ҫынсене илсе килме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
Шупашкарта икӗ кунра тӑм илнипе аптӑранӑ тӑватӑ ҫынна илсе килни хальччен пулман. Паянхи кун тӗлне тӑватӑ ҫынна тӑм илнӗ. Виҫӗ тӗслӗхӗнче ку эрех-сӑрана пула сиксе тухнӑ. Ӳсӗрскерсем урамрах ҫывӑрса кайнӑ.
Акӑ Куславкка районӗнче кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ӑс-тӑн енчен хавшак 54 ҫулти ҫын ҫӗрле ҫухалса кайнӑ та урамра 4 сехете яхӑн ҫӳренӗ. Ҫапла вӑл ӳт-пӗвне тӑм илтернӗ. Хур курнӑскере иртен-ҫӳрен пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Кӗҫех ӑшӑтать пулин те синоптиксем асӑрханма ыйтаҫҫӗ. Чӑваш Енре тепӗр виҫӗ кун сивӗ ҫанталӑк пулмалла. Хӑш-пӗр районта термометр 27 градус таранах анма пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |