Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Республикӑри клиника онкодиспансерӗнче пуҫ тата мӑй усал шыҫҫисене малтанхи тапхӑрта тупса палӑртмалли кун ирттерӗҫ. Ҫынсем ҫав кун онкологпа ятарлӑ направленисӗр тӗл пулса калаҫма пултарӗҫ.
Йышӑну ирхи 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен пулӗ. Пациентсемпе Елена Колчина тата Дмитрий Кононцев консультаци ирттерӗҫ.
Ҫак тухтӑрсем патне лекес тесен электронлӑ регистратура урлӑ ҫырӑнма май пур. Республикӑри клиника онкодиспансерӗ Шупашкарти Гладков урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Респубикӑри психпульницӑра ҫӗнӗ тӗп тухтӑр ӗҫлеме тытӑннӑ. Ку пукана ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Федор Орлов йышӑннӑ
Паян ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов ҫӗнӗ ҫынпа пульницӑри ӗҫченсене паллаштарнӑ. Федор Витальевич 1964 ҫулта ҫуралнӑ, 1991 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетне пӗтернӗ. Вӑл – медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Республикӑри психпульницӑра 1991 ҫултанпа ӗҫлет.
Палӑртмалла: унччен ку дожноҫра Елена Калинина вӑй хунӑ. Вӑл халӗ Республикӑри наркологи диспансерне ӗҫлеме куҫнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 4-мӗшӗччен республикӑра 71 ҫын сӑвӑс кӗрсе ларнӑран пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӗсенчен 18-шӗ – ачасем. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.
Ведомство пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, ҫынсенчен кӑларнӑ 178 сӑвӑса тӗпченӗ. Тӑваттӑшӗнче энцефалит вирусне тупнӑ, тӑхӑрӑшӗнче – боррелиоз.
Палӑртмалла: кӑҫал пӗтӗмпе 1872 ҫын сӑвӑс кӗрсе ларсан пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӗсенчен 909-шӗ – Шупашкар ҫыннисем. Асӑрханӑр: сӑвӑссем халӗ те пур.
Кӑҫал Чӑваш Республикинче «Сывлӑх сыхлавне аталантарасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн 26 фельдшерпа акушер пункчӗ хута ямалла. Хӑш-пӗр тӑрӑхра ФАПсем уҫӑлнӑ ӗнтӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче Улатӑр районӗнчи Ичиксы ялӗнче ФАП хӑйӗн алӑкне уҫнӑ. Нумаях пулмасть Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнчи халӑхшӑн та савӑнӑҫ пулнӑ: сывлӑха тӗрӗслеттермелли пункт уҫӑлнӑ. Кӗҫех Комсомольски районӗнчи Хирти Ӗнел ялӗнче те ФАП ӗҫлеме тытӑнмалла: унта йышӑну комиссине кӗтеҫҫӗ.
Тепӗр 23 ФАП уҫӑлмалла. Ҫак объектсенчи строительство ӗҫӗҫем кӗҫех вӗҫленмелле. Ҫӗнӗ 23 ФАП авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ӗҫлеме тытӑнмаллине пӗлтереҫҫӗ.
Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекен Нина Сретенская пӗр ҫул ӗнтӗ лейкозпа кӗрешет. Вӑл пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнченпе Мускаври Блохин ячӗллӗ Онкологи центрӗнче сипленнӗ, анчах унта тек пулӑшу параймаҫҫӗ. Нинӑна халӗ Турцири клиника кӗтет. Унта хӗре сиплӗҫ, шӑмӑ сӑссине куҫарса лартӗҫ.
Анчах Турцире сипленме сахал мар укҫа кирлӗ: 7 миллион тенкӗ. Ҫак шута сиплев, донор шырани, шӑмӑ сӑссине куҫарса лартни, реабилитаци кӗреҫҫӗ. Анчах хӗрне пӗччен воспитани паракан амӑшӗн кун чухлӗ укҫа ҫук, ҫавӑнпа Сретенскисем ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Халӗ амӑшӗпе хӗрӗ Турцире. Анталири пульница вӗсене аванспа йышӑннӑ. Ҫап-ҫапмрӑк Нинӑна пулӑшас килсен ҫак реквизитсемпе укҫа куҫарса пама пулать:
Сретенская Лидия Александровна
Счет 4081 7810 9750 0556 4382
БИК 049 706 609
КОР/СЧЕТ 301 018 103 00000000 609
ИНН 770 7083893
КПП 212 902 001
Перекет банкӗн картти: 4279750019409933.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта васкавлӑ пулӑшу машини инкеке лекнӗ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах 19 сехет те 10 минутра пулнӑ. Богдан Хмельницкий тата Дементьев урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта «Лада Приора» автомобиль водителӗ, 47 ҫулти арҫын, васкавлӑ пулӑшу машинине ҫул паман. Тухтӑрсен транспорчӗ чирлӗ ҫын патне ятарлӑ ҫутӑ ҫутса васканӑ. Инкекре ҫӑмӑл автомобиль водителӗ тата икӗ тухтӑр: 22-ри хӗрпе 25-ри каччӑ — аманнӑ.
Сӑмах май каласан, водительсене тӗрӗсленӗ те иккӗшӗ те урӑ пулнӑ. Васкавлӑ пулӑшу машинин 43 ҫулти водителӗ те каярах тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби паян хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Чӑваш Енри пульницӑсен ӗҫне Мускаври экспертсем хакланӑ.
Раҫҫей сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Ирина Андреева тата РФ Сывлӑх сыхлав министерствин регионсемпе тата канашламалли органсемпе ӗҫлекен пайӗ пуҫлӑхӗ Олег Филиппов 12 медучрежденире пулнӑ. Вӗсем пирӗн республикӑра ҫурла уйӑхӗн 28-29-мӗшӗсенче ӗҫленӗ.
Специалистсем Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезированин центрӗнче (сӑнӳкерчӗкре), Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртекен тытӑмӗн 21-мӗш медсанчаҫӗнче, Федерацин медицинӑпа биологи агентствин 29-мӗш медсанчаҫӗнче, РФ ШӖМӗн медсанчаҫӗнче пулнӑ. Федераци пӗлтерӗшлӗ пульницӑсемсӗр пуҫне экспертсем Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав мнистерствине пӑхӑнакан учрежденисене те: Шӑмӑршӑри, Патӑрьелти, Йӗпреҫри, Элӗкри тата Вӑрнар районӗсенчи пульницӑсене, Республикӑри клиника пульницине, Республикӑри онкодиспансера тата Республикӑн ача-пӑча клиника пульницине ҫитнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем тин ҫуралнӑ ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ, тӑрук ҫӑмӑлланнӑ амӑшне пулӑшнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ир-ирех ҫамрӑк хӗрарӑм «03» номерпе шӑнкӑравласа шыв кайнине пӗлтернӗ. Тухтӑрсем 6 минутран ун патне ҫитнӗ. Шурӑ халатлисем киличчен пӗр минут маларах хӗрарӑм ҫуратма пуҫланӑ.
Лару-тӑру ҫӑмӑлах пулман: ача вӑхӑтран маларах ҫуралнӑ, унӑн асфикси пулнӑ. Тухтӑрсем пӗр тӑхтамасӑр пӗчӗкскере пулӑшнӑ: кӑвапине каснӑ, сывлав органӗсене йӑлмакаран тасатнӑ, маска витӗр ингаляци тунӑ. Вӗсем ачана амӑшлӑх центрне чиперех илсе ҫитернӗ.
Халӗ амӑшӗпе ачи килте ӗнтӗ. Вӗсем иккӗшӗ те хӑйсене лайӑх туяҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 24-25-мӗшӗсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта тӗлӗнмелле фестиваль пулса иртнӗ. Ӑна унти «Олимп» лаша спорчӗн шкулӗнче ирттернӗ. Ҫакӑн пирки Ирина Кривцова «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче хыпарланӑ.
Фестивале кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут йӗркеленӗ. «Летняя подкова — 2019» (чӑв. Ҫуллахи такан) фестивале хутшӑнма май пулнӑшӑн тав туса ҫырнисем питех те йышлӑ. «Фестивалӗн ӑш пиллӗ хуҫине Вероникӑна, хӗвел евӗр ҫынна, пирӗн ачасен «амӑшне», пысӑк тав. Кӑмӑл-туйӑма уҫса пама сӑмах ҫитмест», — хавхаланса ҫырнӑ, сӑмахран, Чулхула тӑрӑхӗнчи Марина Лукина. Сӑмах май, вӑл, тӳресенчен пӗри пулнӑ.
Мероприяти йӗркелӳҫи — Чӑваш Енри иппотерапи шкулӗн ертӳҫи Вероника Култакова. Фестивале тӗрлӗ регионти ачасем килсе ҫитнӗ.
Чӑваш Енри тухтӑрсем 99 ҫулти кинемее операци тунӑ. Республикӑн кардиологи диспансерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ватӑ ҫынна «03» тытӑм пульницӑна васкавлӑн илсе кайнӑ. Кинемейӗн чӗри хытӑ ыратнӑ, вӑйӗ пӗтнӗ. Тухтӑрсем васкавлӑн диагноз лартнӑ та кинемее операци сӗтелӗ ҫине вырттарнӑ.
Республикӑн кардиологи диспансерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 99 ҫулти ҫынна коронарографи туса ирттернӗ. Ку меслет юн тымарӗ хӑш тӗлте хӗсӗннине палӑртма май парать иккен.
Кинемей чӗринчи хӗсӗк юн тымарне стент лартнӑ. Операцие вырӑнти анестезипе (ыратми тунипе) ирттернӗ.
Кардиологи диспансерӗн тухтӑрӗсем операци ӑнӑҫлӑ вӗҫленнине, операци тума ҫул ҫул кансӗрлеменнине ӗнентереҫҫӗ. Халӗ кинемей хӑйне япӑх мар туять, ӑна киле янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |