Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республика пуҫлӑхне суйламалли суйлава хутшӑнма хирӗҫ мар. Ҫакна вӑл «Интерфакс-Поволжье» информаци агентствин журналистне онлайн-мелпе интервью панӑ чух каланӑ. Суйлава Олег Алексеевич хӑй тӗллӗн хутшӑнасшӑн. Тепӗр майлӑ каласан, пӗр-пӗр парти хыҫне пӗркенмесӗр.
Аса илтерер: маларах Олег Николаев «Справедливая Россия» (чӑв. Чӑнлӑхшӑн Раҫҫей) парти пайташӗччӗ. Раҫҫей Патшалӑх Думине те вӑл ҫав парти пайташӗ пулнӑ май суйланнӑччӗ. Раҫҫей Президенчӗ ӑна Чӑваш Ен ертӳҫин тилхепине тыттарнӑ хыҫҫӑн кӑштахран вӑл партин регионти уйрӑмӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлама пӑрахрӗ.
Республика Элтеперӗн суйлавне (вӑл кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртмелле) Олег Николаев хутшӑнма хирӗҫ мар, анчах пӗр-пӗр парти сӗмӗсӗр.
«Кӗпӗрнаттӑрсен наци танлаштарӑмӗ» пичетленнӗ. Хальхинче регионсен пуҫлӑхӗсен авӑн-юпа уйӑхӗсенчи ӗҫ-хӗлне хакланӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев танлаштарӑмра 7 йӗрке хӑпарнӑ. Унччен вӑл 67-мӗш йӗркере пулнӑ тӑк халӗ – 60-мӗш.
Кӑҫал республикӑра ҫӗрулми ӑнса пулнӑ, тыр-пул та тухӑҫӗпе савӑнтарнӑ. Кунсӑр пуҫне республикӑна федераци хыснинчен 10 миллиард тенкӗ килнӗ. Ҫаксем Элтепере танлаштарӑмра ҫӳлелле хӑпарма пулӑшнӑ та.
Аса илтерер: ҫитес ҫул республикӑра Элтепере суйламалла. Михаил Игнатьев ку пукана 2010 ҫултанпа йышӑнать. Экспертсен шухӑшӗпе, ҫитес суйлавра вӑл ку должноҫе йышӑнаймӗ.
2020 ҫулта чылай регион пуҫлӑхӗсене суйлӗҫ. Суйлав 17 субъектра иртӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн вырӑнӗнчех юлӗ-ши? Политологсем кун пирки мӗн шухӑшланине тишкерер.
Политологсем Элтепере вӑхӑтсӑр отставкӑна яраҫҫӗ тесе палӑртаҫҫӗ. «Минченко консалтинг» эксперчӗсене ӗненес тӗк, вӑхӑтсӑр отставкӑна яни тата вӑхӑтлӑх пуҫлӑх пулни ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева, Ханты-Манси автономи округӗн пуҫлӑхне Наталья Комаровӑна, Камчатка крайӗн ертӳҫине Владимир Илюхина, Иркутск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрне Сергей Левченкӑна, Аргангельск облаҫӗн пуҫлӑхне Игорь Орлова пырса тивес хӑрушлӑх пур. Ку «ушкӑна» хӑш-пӗр ытти регион ертӳҫисене те кӗртнӗ.
«КоммерсантЪ» акӑ мӗн пӗлтерет: экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, Михаил Игнатьева, Наталья Комаровӑна, Владимир Илюхина отставкӑна ярас хӑрушлӑх пысӑк.
Чӑваш Енӗн хальхи Элтеперӗ Михаил Игнатьев пирки тӗнче тетелӗнчи хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗнче тем тӗрлӗ ҫыракан та пур. Вӗсенчен пӗринче Андрей Иванов журналист черетлӗ материал пичетленӗ. Унта вӑл республикӑна ертсе пыма черетлӗ тапхӑра кама суйласси пирки пуҫ ватнӑ.
Андрей Ивановӑн статйинче ҫак йӗркесен авторӗ ҫӗнӗ ятсене курмарӗ. Пурте вӗсем — эпир аван пӗлекен политиксем: Олег Николаев, Николай Малов, Анатолий Князев. Малтанхи иккӗшӗ — РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем. Олег Николаев «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ, Николай Малов — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин. Анатолий Князев Коми Республикинче ял хуҫалӑх министрӗнче тӑрӑшать. Юлашкинчен асӑнни Виктор Вексельберг миллиардер пулӑшасса шанать имӗш.
Ҫитес ҫул ҫурла уйӑхӗнче ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн полномочийӗсем вӗҫленеҫҫӗ. Тепӗр суйлава вӑл хутшӑнӗ-и? Ку ыйту журналистсене кӑсӑклантарнӑ. Авӑнӑн 11-мӗшӗнче Элтепер журналистсемпе тӗл пулнӑ чухне «Про Город» корреспонденчӗ ҫак ыйтӑва панӑ.
Михаил Игнатьев суйлава хутшӑнасси халӑх ӑна шаннипе шанманнинчен килнине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Раҫҫей Президенчӗ унӑн кандидатурине шанни те пӗлтерӗшлине каланӑ.
«2015 ҫулта, тӗслӗхрен, кандидатурӑна шаннӑшӑн манна пуҫлӑха суйларӗҫ. Ҫӗртме пуҫламӑшӗнче эпӗ саккуна пӑхӑнса отставкӑна кайрӑм, Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан пулса тӑтӑм», - тенӗ Михаил Васильевич тӗлпулура.
Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Нина Шпилеваяпа асӑннӑ муниципалитетри Первомайски ял тӑрӑхӗн администрацийӗн Елена Шумилова хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Тавлаштараканни — машина имӗш.
Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, РФ Президенчӗн суйлавӗ вӑхӑтӗнче асӑннӑ ял тӑрӑхӗнче суйлава хутшӑннисенчен 100 проценчӗпех Владимир Путиншӑн сасӑланӑ. Ҫавӑншӑн ял тӑрӑхне машинӑпа хавхалантарма йышӑннӑ. Транспорта райадминистрацине куҫарма ыйтнӑ. Транспорт налукне, машинӑна тытса тӑма кирлӗ тӑкака ял тӑрӑхӗн хӑйӗн саплаштармалла-мӗн. Ял тӑрӑхӗн депутачӗсем, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсем, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне майлӑ пулнӑ. Ӑна хӳтӗлеме ыйтса вӗсем «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков патне ҫитнӗ.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» политика партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн канашӗн ертӳҫи пулма урӑх ҫынна лартасшӑн. Ҫак тилхепене тытса пыракан Анатолий Аксаков тивӗҫтерменрен, парти пайташӗсем хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнишӗн мар.
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта партин регионти уйрӑмӗн канашӗн бюровӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Анатолий Аксаков ертсе пынӑ. Раҫҫейри паллӑ политика маларах партин Тӗп Президиумӗн пайташне суйланӑ иккен. Ҫавна май Анатолий Аксаков хӑй вырӑнне Олег Николаева сӗннӗ.
Олег Николаев унччен Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑччӗ. Кайран вӑл РФ Патшалӑх Думине суйланчӗ. Банк тытӑмӗнче ӗҫленӗскер экономика ыйтӑвӗсене аван ӑнланать.
Отчетпа суйлав конференцийӗ чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртмелле.
Ӗнер пирӗн республикӑра Раҫҫейри пекех Пӗрлехи сасӑлав кунӗ пулчӗ. Ун вӑхӑтенче вырӑнти хай тытӑмлӑх органӗсене хушма суйлав иртрӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче 82 мандат валли депутат суйларӗҫ. Суйлав иртмен муниципалитетсем те пулчӗҫ. Вӗсем — Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем тата Элӗк районӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура суйлав ыйтӑвне те хускатнӑ. ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков унта пӗлтернӗ тӑрӑх, 82 мандатран 81-шне «Пӗрлӗхлӗ Раҫсей» парти пайташӗ йышӑннӑ. Тепринче — нихӑш парти те тӑратман кандидат. Александр Цветков шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫакӑ республикӑра социаллӑ пурнӑҫпа политика тытӑмӗнче стабиллӗх хуҫаланнине пӗлтерет.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫине Юрий Васильева ҫӗршыв Президенчӗн йышӑнӑвӗпе наградӑланӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат ку хыпара хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем пӗлтерни тӑрӑх ҫырса кӑтартнӑ.
Юрий Васильева «Тӑван ҫӗршыв тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» IV степеньлӗ орденпа чысланӑ.
Владимир Путин хушӑвӗ вӑрттӑнскер-мӗн, ӑна массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче пичетлемен имӗш.
Ҫӳллӗ шайри наградӑпа Юрий Васильева ҫеҫ мар, республикӑри хӑш-пӗр пуҫлӑха та хавхалантарнӑ пулать.
Маларах асӑннӑ тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, награда пирки асӑннӑ МИХ журналисчӗсем Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче кӑсӑкланнӑ. Анчах ку сӑмаха унтисем ҫирӗплетсе те паман, хирӗҫлесе те каламан. Юрий Васильева ҫӗршыв Президенчӗн суйлавне хастар хутшӑннӑшӑн хавхалантарнӑ имӗш.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорне Владимир Иванова Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланӑ. Уншӑн суйлавҫӑсен 76-а яхӑн проценчӗ хӑйӗн сассине панӑ.
Аса илтерер, ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енре тӗрлӗ шайри депутатсене суйлассипе хушма суйлав иртнӗ. Республикӑн Патшалӑх Канашне Етӗрнери пӗр мандатлӑ 9-мӗш суйлав округӗпе суйланӑ. Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвне те унччен пушӑннӑ вырӑна тепӗр ҫынна суйланӑ.
Кунсӑр пуҫне Элӗк районӗнчи Шӗмшеш тата Етӗрне районӗнчи Иваньково ял тӑрӑхӗсен пухӑвӗсен депутачӗсене суйланӑ. Элӗк районӗнче ҫынсем Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташне депутата шаннӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Правительство пайташӗсемпе паян ирттернӗ канашлура ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков суйлав «яланхиллех уҫҫӑн» иртнине ӗнентернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |