
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Туркменистанра 2007 ҫултанпа ҫӗршыва ертсе пыракан Гурбангулы Бердымухамедов президент хушнипе йӗркеленӗ черетсӗр президент суйлавӗ иртнӗ. Суйлава 9 кандидат хутшӑннӑ, Гурбангула Бердымухамедов ывӑлӗ Сердар ҫӗнтернӗ — республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пурӗ 72,97% сасӑ пухма пултарнӑ.
Черетлӗ суйлав республикӑра 2024 ҫулта иртмелле пулнӑ, анчах 2017-мӗш ҫулта суйланнӑ Гурбангулы Бердымухамедов (94,27% уншӑн сасӑланӑ) парламентӑн ҫӳлти палатин председателӗн вырӑнне йышӑнса хӑйӗн постне хӑварма йышӑннӑ.
Хальхи президентӑн хӗрӗхри ывӑлне влаҫ тытакан демократсен партийӗ суйлава тӑратнӑ, лешӗ тулаш политикӑра малалла та нейтраллӑ пуласси ҫинчен пӗлтерме те ӗлкӗрнӗ. Республика Конституцине 2016 ҫулта кӗртнӗ тӳрлетӳсем тӑрӑх Туркменистан президентне ҫичӗ ҫуллӑха суйлаҫҫӗ.

Чӑваш Енри тӳре-шара халӑха район-хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене суйлама май туса парасшӑн. Кун пирки республика Правительствин пресс-служби пӗлтернӗ.
Анчах тӳре-шаран малтан ку ыйтӑва тӗплӗн сӳтсе явмалла.
"Эпӗ район-хула пуҫлӑхӗсене халӑх суйланине ырлатӑп. Анчах малтан йӑлтах виҫмелле, сӳтсе явмалла", - тенӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.
Аса илтерер: республикӑра районсем майӗпен муниципалитет округӗ пулса пыраҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн Общество палатин федераци шайӗнчи пайташӗ Елена Кузьмина пулӗ. Ҫапла йышӑннӑ республикӑн Общество палатин ларӑвӗнче. Уншӑн альтернативлӑ майпа вӑрттӑн сасӑлав ирттернӗ. Маларах ҫав тивӗҫе Николай Паштаев пурнӑҫланӑ, халӗ вӑл ку енӗпе ӗҫлемест.
Елена Кузьмина Чӑваш Енӗн Адвокат палатине нумай ҫул ертсе пырать. Пуҫиле тата граждан ӗҫӗсемпе хӗрарӑм 20 ҫул ытла тӑрӑшать.
«Маншӑн ку вӑл — ҫӗнӗ ӗҫ. Ҫавӑ маншӑн кӑсӑклӑ пуласса ҫеҫ мар, республикӑшӑн та усӑллӑ пуласса шанатӑп», — тенӗ Чӑваш Енӗн Адвокат палатин президенчӗ Елена Кузьмина.

Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ пулма Геннадий Фёдорова шаннӑ.
Ӗнер республикӑн Правительство ҫуртӗнче Тӗп суйлав комссийӗн ҫӗнӗ йышӗн (унӑн полномочийӗ 5 ҫула пырӗ) йӗркелӳ ларӑвӗ иртнӗ. Унта комисси ертӳҫисене суйланӑ.
Вӑрттӑн сасӑлавра Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ пулма Геннадий Федорова суйланӑ, председателӗн ҫумӗ пулма Игорь Михайлова шаннӑ, секретарь пулса Олег Ефимов тӑрӑшӗ.
Генндий Фёдоров РФ Президенчӗн Федерацин атӑлҫи округӗнчи тӗп инспекторӗ пулса ӗҫленӗ. Нумаях пулмасть вӑл Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине ӗҫлеме куҫнӑ.

Паян республикӑн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн пухӑвӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: вӑл 15 сехетре пуҫланнӑ.
Отчётпа суйлав пухӑвӗнче ҫӗнӗ председателе суйланӑ. Кун пирки союзӑн правленийӗн унчченхи ертӳҫи Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ.
Лидия Ивановна союза пулӑшса пынисене – ЧР Культура министерствине, Наци вулавӑшне, Республикӑн ача-пӑча вулавӑшне, Чӑваш кӗнеке издательствине – тав тунӑ. Ҫыравҫӑсен йышне нумаях пулмасть илнӗ Нина Царыгинӑна, Лариса Петровӑна тата Мая Селендеевӑна ӑнӑҫу суннӑ. Тата вӑл ҫӗнӗ ертӳҫӗне, Улькка Эльменне, чунтан ырӑ суннӑ.

Виҫӗмкун ман почта ешчӗкне (хальхи орфографи ҫапла ҫырма хистет) ҫыру ҫитерчӗҫ. Мӗн амакӗ-ши? тесе урама тухса илтӗм. Кам янине пӑхрӑм та: Чӑваш Республикин тӗп суйлав комиссинчен иккен!
Суйлав умӗн эп вырӑнти суйлав комиссийӗн ӗҫне тиркесе статья кӑларнӑччӗ. Унта асӑннӑччӗ ӗнтӗ: хурав пулсан пӗлтеретӗп тесе. Хамӑн ҫырӑва электронлӑ почтӑпа янӑччӗ те хуравне те унтах кӗтнӗччӗ. Эрне иртсе кайрӗ, хурав килмерӗ... Хуравламӗҫ ӗнтӗ тесе шанчӑка та ҫухатнӑччӗ. Ак, хайхи, хуравӗ килчӗ пулать. Конверт шеллемен, «Раҫҫей Почтипех» янӑ.
Тӗрӗссипе хурав ҫав кунах пулнӑччӗ. Хамӑр вырӑнти комиссинчен хӗрарӑм шӑнкӑравларӗ, вӑл комисси пайташӗ иккен, анчах ятне-хушаматне каламарӗ. Эп калаҫнӑ майра чӑвашла пӗлмест терӗ, ҫавна май ӑна каҫарма ыйтрӗ. Тата ӗнтӗ суйлав вырӑнӗ хальхинче улшӑнни пирки вырӑсла ӑнланмаллах ҫырнӑ-и тесе ыйтрӗ. «Вырӑсла ӑнланмаллах ҫырнӑ-ха, — тетӗп, — анчах сӑмахӗ ун пирки мар вӗт-ха, патшалӑх чӗлхипе усӑ курасси пирки». Хайхи ӗнтӗ, ку суйлавҫӑ ӑҫта килмеллине пӗлет тесе хӑйсен ӗҫне тивӗҫлипех тунӑ тесе лӑпланчӗҫ пулас.

«Пӗрлехи Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн президиумӗ Николай Владимирова республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫӗнчен РФ Федераци Канашне сенатор пулма сӗннӗ. Татӑклӑ йышӑнӑва республикӑн Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш сессийӗнче тӑвӗҫ. Лару авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртмелле. Чӑваш Ен парламентӗнче чылайӑшӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ пулнине шута илсен асӑннӑ кандидата депутатсем ырласси пирки иккӗленме кирлӗ мар.
Конституцире пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫӗршывӑн Федераци Канашӗнче Раҫҫейӗн кашни регионӗнчен икшер кандидат пулмалла. Чӑваш Енӗн тепӗр пайташӗ пулма республика ертӳҫи Олег Николаев Николай Федорова сӗннӗ.
Николай Федорова нумайӑшӗ пӗлет. Вӑл Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ.
Николай Владимиров пирки ҫакна пӗлтермелле: вӑл пӗр вӑхӑт «Чӑваш бройлерӗ» предприятие ертсе пынӑ. Николай Николаевич 1979 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ.

Паян, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра виҫӗ кунлӑх сасӑлав тапхӑрӗ пуҫланчӗ. Сасӑлав правипе усӑ курас кӑмӑллисем унта ирхи 8 сехет хыҫҫӑн суйлава хутшӑнма пултарӗҫ. Суйлав участокӗсем ҫынсене йышӑнма хатӗр. Вӗсем пирӗн республикӑра пурӗ 1108 шутланаҫҫӗ.
Пӗрлехи сасӑлав кунӗнче РФ Патшалӑх Думин саккӑрмӗш созыври депутачӗсене, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн ҫиччӗмӗш созыври депутачӗсене, хӑш-пӗр муниципалитетра Депутатсен вырӑнти пухӑвӗсене депутатсене суйлама май пулӗ. Красноармейски тата Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗсенче Депутатсен пухӑвӗсен пӗрремӗш созывне депутатсене суйлӗҫ.

Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра суйлав пулассине эпир пурте пӗлетпӗр-ха. Кӑшӑлвирус саманинче пурӑнатпӑр та, суйлава виҫӗ кун хушши ирттерме палӑртнӑ. Ҫапла вара авӑн уйӑхӗн 17 тата 18-мӗшӗсенчех сасӑлама май килӗ. Суйлав участокӗсем вӗренӳ заведенийӗсенче те вырнаҫнӑ. Ҫавӑнпа та ачасене вӗрентессипе ҫыхӑннӑ ыйту сиксе тухать.
Ӗнер ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче лару иртнӗ. Унта Алексей Лукшин министр ҫапла каланӑ: «Пилӗк кунлӑ ӗҫ эрниллӗ шкулсем валли икӗ мел пур. Пӗрремӗшӗ: ҫак эрнери шӑматкун вӗренмелле туса ҫитес эрнери эрнекун канма май пур. Иккӗмӗшӗ: ҫитес эрнекун сывлӑх кунӗ ирттерме пулать. Ултӑ кунлӑ ӗҫ эрниллӗ шкулсен те ачасем валли мероприятисем ирттерме шухӑшласа кӑлармалла».
Сывлӑх енчен хавшак ачасем асӑннӑ кунсемшӗн апатшӑн компенсаци илейӗҫ, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӗсене типӗ паек парӗҫ.
Суйлав валли оборудование авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вырнаҫтарӗҫ. Ҫавна май ун чухне кружксемпе спорт секцийӗсем пулмӗҫ.
Суйлав хыҫҫӑн пӳлӗмсене дезинфекцилемелле. Ҫак ӗҫе е вырсарникун каҫах пурнӑҫламалла, е тунтикун ирпе ирех.

Раҫҫейре, ҫав шутра – Чӑваш Енре те, суйлав ҫывхарса пырать. Ҫав кунччен хваттер илсе пропискӑна улӑштараймарӑр-и? Унашкаллисем валли республикӑра 25 суйлав участокӗ ӗҫлӗ.
Кунашкал участоксенче килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсем те сасӑлама пултараҫҫӗ. Ун пек суйлав участокӗсем кашни районта пӗрер пулӗҫ. Шупашкарти виҫӗ районта та ҫавӑн пек участоксен алӑкӗсем уҫӑ пулӗҫ.
Аса илтерер: кӑҫал кӗркунне ЧР Патшалӑх Канашӗн, РФ Патшалӑх Думин суйлавӗ пулӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче иртӗ.
