«Парнас» парти хуласемпе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене халӑха суйлаттарасшӑн. Ку ыйтупа вӑл референдум ирттерме сӗннӗ. Ҫак сӗнӳпе парти Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине ҫырупа тухнӑ.
Алексей Глухов юрист «Фейсбукра» пӗлтернӗ тӑрӑх, «парнасҫӑсем» ларӑва пыман, вӗсем вырӑнне Тӗп суйлав комиссийӗн татса паракан сасӑллӑ пайташӗ Игорь Михайлов тухса калаҫнӑ.
Лару «Парнас» сӗнӗвне пӑхса тухса пуҫару ушкӑнне регистрацилеме хирӗҫленӗ. Ҫакна вӗсем партин регионти уйрӑмӗн канашӗн сӗнӳпе тухма ирӗк ҫуккипе сӑлтавланӑ.
Республикӑн Теп суйлав комиссийӗнче татса паракан сасӑллӑ пайташсем — 12 ҫын. Вӗсенчен улттӑшне республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев палӑртнӑ, тепӗр улттӑшне — Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ.
Нумаях пулмасть «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) партин Вӑрнар районӗнчи пайташӗсем отчетпа суйлав пухӑвне пуҫтарӑннӑ. Кун йӗркине кӗртнӗ ултӑ ыйтусен хушшинче партин вырӑнти уйрӑмӗн 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнченпе 2016 ҫулхи раштав ҫурричченхи ӗҫне тишкересси тата политканашӑн ҫыруҫине суйласси пулнӑ. Докладпа партин вырӑнти уйрӑмӗн ҫыруҫин ҫумӗ Вячеслав Горбунов тухса калаҫнӑ.
Вячеслав Анатольевича парти пайташӗсем вырӑнти канашӑн ҫыруҫине суйланӑ. Вячеслав Горбунов, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, ял хуҫалӑхӗпе экологи пайне ертсе пырать. Муниципалитет службинче 2012 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫак тытӑма куҫиччен ял хуҫалӑх отраслӗнче тӑрӑшнӑ: вӑл тӗрлӗ ял хуҫалӑх предприятийӗнче тӗп инженерта чылай ҫул вӑй хунӑ.
Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине Александр Цветоквах ертсе пырӗ. Ҫӗнӗрен суйланнӑ ушкӑн ӗнер пӗрремӗш ларӑва пуҫтарӑннӑ. ТСКн улттӑмӗш йышӗн ларӑвне ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
«Чӑваш Енӗн ТСК лайӑххисен шутӗнче. Эпир ку комиссие тӗслӗх вырӑнне илсе кӑтартатпӑр», — тенӗ Раҫҫей Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ Антон Лопатин ларура. Вӑл малтанхи 5 ҫул ӗҫленӗ йыша тав тунӑ. Чӑваш Енӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, Лопатин Михаил Игнатьева та ырӑпа палӑртнӑ. РФ ТСК пайташӗ шучӗпе пирӗн регион ертӳҫи обществӑна «консолидацилессипе, мӗнпур политика партийӗпе тата общественноҫпа ҫыхӑну тытассипе» нумай ӗҫлет.
ЧР ТСКне республика Элтеперӗ тата чӑваш парламенчӗ 12 ҫынтан йӗркеленӗ, вӗсенчен улттӑшӗ — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей», РФКП, ЛДПР, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей», «Патриоты России» (чӑв. Раҫҫей патриочӗсем), «Народ против коррупции» (чӑв. Халӑх коррупцие хирӗҫ) партисен регионти уйрӑмӗсен пайташӗсем, икӗ ҫынна Раҫҫей ТСК сӗннӗ, тӑваттӑшӗ — общество организацийӗсен пайташӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тӑрӑшакансем.
Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономине ертсе пыма ҫӗнӗ ҫынна суйланӑ. Ҫак тилхепене йӑхташӑмӑрсем Тутарстан парламенчӗн депутатне Дмитрий Самаренкина тыттарнӑ. Вӑл ҫын — «Казанский жировой комбинат» (чӑв. Хусанти ҫу комбиначӗ) акционерсен уҫӑ обществин директорсен канашӗн председателӗ.
Хусан тӑрӑхӗнчи чӑвашсен отчетпа суйлав пухӑвне (вӑл Тутарстанӑн тӗп хулинче иртнӗ) унти парламентӑн тата пирӗн республикӑн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫисем Фарид Мухаметшинпа Валерий Филимонов, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев, Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов хутшӑннӑ. Сӑмах май, Н. Угаслов та, К. Яковлев та — Тутарстан ҫӗрӗн ҫыннисем.
Дмитрий Самареникин пирки каласан, унӑн ашшӗ Анатолий Самаренкин, Тутарстанӑн мелиораци тата шыв хуҫалӑхӗн министрӗ, КамАЗ гендиректорӗн ҫумӗ пулнӑ.
Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине депутата суйланма кандидат евӗр регистрациленнӗ Александр Капитонов суйлавра Канашри пӗр мандатлӑ округпа тӗлӗнмелле лайӑх кӑтартупа палӑрнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. «Партия Роста» (чӑв. Ӳсӗм партийӗ) текен партин республикӑри уйрӑмне ертсе пыраканскере Раҫҫейӗн бизнес хӳтӗлевҫи Борис Титов хавхалантарса пычӗ, мӗншӗн тесен шӑпах вӑл асӑннӑ парти ертӳҫи шутланать. «Партия роста» РФ Патшалӑх Думинче 7-10 процент таран пухас ӗмӗтлине Борис Титов Шупашкара килсен пытарманччӗ.
Ҫак кунсенче Александр Капитонов пульницӑна лекнине пӗлтӗмӗр. Кун пирки Александр Белов журналист хыпарлать. Сиплев ҫуртне вӑл Мускава парти ыйтӑвӗсемпе кайса килнӗ хыҫҫӑн лекнӗ пулать.
Пӑрачкав районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн йышӗнче улшӑну пулса иртнӗ. Унта пӗр депутатӑн полномочине вӑхӑт ҫитиччен пӗтерме, теприне «халӑх тарҫин» удостоверенине тыттарма йышӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, Пӗрлехи суйлав кунӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине, регионсенчи саккунсем йышӑнакан влаҫа (Тӗрлӗ регионта ӑна тӗрлӗрен калаҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ку органа Патшалӑх Канашӗ теҫҫӗ) тата вырӑнти хайтытӑмлӑх органӗсене депутатсене суйларӗҫ.
Пӑрачкав районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн председателӗ — район пуҫлӑхӗ Леонид Васильев Сиявӑри 7-мӗш округпа суйланнӑ Ирина Дубинкинӑна депутат пулнине ӗнентерекен хут тыттарнӑ.
Ряпинӑри 5-мӗш округпа депутата унччен суйланнӑ Василий Новичкова полномочисӗр хӑварнӑ. В. Новичков тӗлӗшпе мӗншӗн апла йышӑннине район администрацийӗн сайтӗнчи пысӑках мар хыпарта асӑнман.
Ӗнер пирӗн ҫӗршывра Пӗрлехи суйлав кунӗ иртрӗ. РФ Патшалӑх Думине тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне суйланас тесе партисемпе вӗсен пайташӗсем тем пекех ҫине тӑчӗҫ: хӑйсене каҫса каясла ырларӗҫ, теприсене хурларӗҫ.
Халӗ вара суйлавӑн малтанхи кӑтартӑвӗ (вӑл хытах улшӑнасси пирки иккӗленме кирлӗ мар) паллӑ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн сайтӗнче 13 сехет те 36 минутра хыпарланӑ тӑрӑх, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партишӗн республикӑри суйлавҫӑсен 50,74 проценчӗ сасӑланӑ, Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗшӗн — 14,45 проценчӗ, либерал-демократсемшӗн — 12,83 проценчӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫейшӗн» — 12,54 проценчӗ.
Хӑш районта тата хулара суйлавҫӑсем хӑш партине ытларах кӑмӑлланине ҫак ӳкерчӗкрен пӗлме пулать.
Канашри 37-мӗш суйлав округӗпе РФ Патшалӑх Думине суйламалли кандидатсем хушшинче (тата тӗрӗсрех каласан, вӗсенчен иккӗшӗн: Анатолий Аксаков тата Александр Капитонов — хушшинче) хӗрӳ тупӑшу пынине РФ Тӗп суйлав комиссийӗн сайчӗ урлӑ суйлавҫӑсенчен хӑшӗсем кӗҫӗр ҫӗрӗпех сӑнаса тӑчӗҫ пулӗ.
«Слава картофелю» (чӑв. Ҫӗрулмие мухтав) фирмӑн пуҫлӑхӗ Александр Капитонов — «Партия роста» (чӑв. Ӳсӗм партийӗ) парти пайташӗ, Анатолий Аксаков — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин. Суйлавҫӑсенчен ытларахӑшӗ ҫапах та Анатолий Аксакова РФ Патшалӑх Думине суйланма тивӗҫ тесе шухӑшларӗҫ. Вӑл пӗр мандатлӑ округпа мала тухса республика интересне ҫӗршыв шайӗнче хӳтӗлӗ. Ҫав вӑхӑтрах «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин тепӗр пайташӗ те РФ Патшалӑх Думине лекнӗ. Ку вӑл — парти списокӗпе суйлава тухнӑ Олег Николаев.
Анатолий Аксаков пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР Патшалӑх Канашӗнче асӑннӑ партирен виҫӗ депутат пулӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ Игорь Моляков тата Сергей Семенов тепӗр созывра та чӑваш парламенчӗн депутачӗсем пулса юлӗҫ. Маларах асӑннӑ Олег Николаев РФ Патшалӑх Думине кайнӑ май ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулма ун вырӑнне кама шанассине ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫ.
«Ютуб» видеохостинг виҫӗмкун Канаш районӗнчи Шӑхасанти 2717-мӗш номерлӗ суйлав комиссийӗн пайташӗн Наталия Васильевӑн видеомелпе чӗнсе каланине вырнаҫтарнине, унта вӑл суйлавпа ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем пирки асӑнса кайнине ӗнер эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, унта хӗрарӑм суйлав комиссийӗсен пайташӗсен суйлав саккунне пӑхӑнмалла тесе шухӑшланӑ май Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫинчен Элла Памфиловӑран пулӑшу ыйтать. Видеора чӗнсе каланинче асӑннӑ фактсене тӗрӗслеме Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков Канаш районӗнчи территорири суйлав комиссийӗн ертӳҫи Лия Арсентьева ячӗпе ыйтса ҫырнине те эпир пӗлтернӗччӗ.
Паян Александр Цветков пресс-конференци ирттернӗ. Унта эпир калакан видеочӗнӳ пирки те сӑмах хускатнӑ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫин шучӗпе участокри комиссисем саккунпа килӗшӳллӗ ӗҫлеҫҫӗ. Суйлав комиссийӗн пайташӗ каланинче хӑрушши нимех те ҫук, пӗр япаланах кашни тӗрлӗрен ӑнланма пултарать.
Суйлавпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахла ҫак пулӑм ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре сиксе тухнӑ. Унта пӗр хӗрарӑм хаҫат патне тухнӑ. Киоска е пуштӑна кайман-ха вӑл — «Раҫҫей патриочӗсем» партин пичет кӑларӑмне куҫ хывнӑ.
Regnum информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав хӗрарӑм пичет кӑларӑмне хаҫат валеҫекенӗн аллинчен туртса илнӗ. Ҫавӑн чухлӗ чӗрке мунча хутма кирлӗ пулнӑ тес — киле вӗҫтермен. Хула администрацийӗ енне васканӑ.
Ку ӗҫе тӗпченӗ йӗрке хуралҫисем пӗтӗмлетнинчен ҫакӑ палӑрнӑ: хӗрарӑм хаҫата хӑйӗнпе пӗрле пулнӑ 13, 14 тата 16 ҫулсенчи хӗрӗсенчен пӗрне тыттарнӑ. Хаҫат хуҫи — парти пайташӗ — хӑваланӑран хӑраса ӳкнипе тарнӑ. Килелле мар, хула администрацинелле. Унта ҫитсе пуҫлӑх пӳлӗмне кӗрсе кайнӑ. Мӗншӗн унта тетӗр-и? Урӑх пӳлӗмсене пӗлмен имӗш вӑл, ҫавӑнпа пӗрремӗш хутра вырнаҫнӑ пуҫлӑх пӳлӗмне кӗрсе ҫухалнӑ. Хаҫат йӑтса таракан хӗрарӑм ӑнлантарнӑ тӑрӑх, пичет кӑларӑмӗсене агитатор хӑй тыттарнӑ имӗш.
Йӗрке хуралҫисем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмахра саккуна пӑсни ҫук. Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: хаҫат валеҫекене йӗрке хуралҫисене суйса пӗлтернӗ тесе айӑплаттарасшӑн пулнӑ та, анчах пакунлисем ун пек позицие йышӑнман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |