Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра суйлав пулассине эпир пурте пӗлетпӗр-ха. Кӑшӑлвирус саманинче пурӑнатпӑр та, суйлава виҫӗ кун хушши ирттерме палӑртнӑ. Ҫапла вара авӑн уйӑхӗн 17 тата 18-мӗшӗсенчех сасӑлама май килӗ. Суйлав участокӗсем вӗренӳ заведенийӗсенче те вырнаҫнӑ. Ҫавӑнпа та ачасене вӗрентессипе ҫыхӑннӑ ыйту сиксе тухать.
Ӗнер ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче лару иртнӗ. Унта Алексей Лукшин министр ҫапла каланӑ: «Пилӗк кунлӑ ӗҫ эрниллӗ шкулсем валли икӗ мел пур. Пӗрремӗшӗ: ҫак эрнери шӑматкун вӗренмелле туса ҫитес эрнери эрнекун канма май пур. Иккӗмӗшӗ: ҫитес эрнекун сывлӑх кунӗ ирттерме пулать. Ултӑ кунлӑ ӗҫ эрниллӗ шкулсен те ачасем валли мероприятисем ирттерме шухӑшласа кӑлармалла».
Сывлӑх енчен хавшак ачасем асӑннӑ кунсемшӗн апатшӑн компенсаци илейӗҫ, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӗсене типӗ паек парӗҫ.
Суйлав валли оборудование авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вырнаҫтарӗҫ. Ҫавна май ун чухне кружксемпе спорт секцийӗсем пулмӗҫ.
Суйлав хыҫҫӑн пӳлӗмсене дезинфекцилемелле. Ҫак ӗҫе е вырсарникун каҫах пурнӑҫламалла, е тунтикун ирпе ирех.