Ҫуртсӑр тӑлӑхсене патшалӑх пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерет. Анчах ҫак ӗҫ пур чухне те тикӗс пулса пымасть. Хӑшӗсене хваттер черетне тӑратманни пулкалать, теприсен хваттер черетне нумай ҫул кӗтме тивет.
Тӑвай районӗнчи прокуратура икӗ тӑлӑх хӗре хӳтӗленӗ. Ашшӗ-амӑшсӗр ачалла тӑрса юлнӑскерсене 2014 ҫулта хваттер илме черете тӑратнӑ. Кун хыҫҫӑн кун, уйӑх хыҫҫӑн уйӑх, ҫул хыҫҫӑн ҫул иртнӗ — хваттер ывйтӑвӗ ниепле те татӑлман.
Прокуратура тӑлӑхсене хӳтӗлесе суда тухнӑ, тавӑҫра Тӑвай район администрацине хваттер ыйтӑвне татма хистенӗ. Суд та тӑлӑхсене майлӑ пулнӑ. Хӗрсене халӗ хӑтлӑ хваттерсем панӑ.
Шупашкар хулинчи К. Маркс урамӗнче пурӑнакан пӗр мӑшӑр эрех ӗҫме, сыпса лартсан шавлама юратнӑ. Кӳрши тарӑхса ҫитнӗ курӑнать — йӗрке хуралҫисене евитленӗ. Ҫакӑншӑн лешсем хытах кӳренсе лартнӑ, тавӑрма шухӑшланӑ.
46 тата 40 ҫулти упӑшкипе арӑмӗ полицие пӗлтерекене нумай хваттерлӗ ҫурт домофонӗ витӗр тата кил хуҫин хваттер алӑкӗ патне пырса усал сӑмах каласа вӑрҫнӑ. Кил хуҫи арҫынни ҫухалса кайман — диктофон ҫине ҫырса илнӗ.
Кайран арҫын прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Прокуратура тӗрӗслевӗ тӑрӑх арӑмӗпе упӑшки тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, суд вӗсене 3-шер пин тенкӗшер штраф хурса панӑ.
Красноармейски районӗнче пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ амӑшне мӑшкӑлланӑ. Пӗрре кӑна мар, виҫӗ хутчен.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак каччӑ ӳсӗр чухне амӑшне вӑйпах ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ. Унашкал виҫӗ тӗслӗхе шута илнӗ.
Кунсӑр пуҫне вӑл 2018 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ялӗнчи пӗр ватӑ ҫын килӗнчен 68 пин тенкӗ вӑрланӑ. Унччен вӑл судпа тӑватӑ хутчен айӑпланнӑ.
Хальхинче суд ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Ставрополь тӑрӑхӗнчи арҫын Чӑваш Енри следстви изоляторӗсенчен пӗринче «паттӑрланнӑ». Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Ҫӗрпри 2-мӗш следстви изоляторӗнче пулса иртнӗ.
Унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ (ҫав шутра ҫынна вӗлернӗрен те тӗрмере ларнӑ) арҫын юсанмалли учрежденире кутӑнлашма тытӑнса кайнӑ. Урайӗнчи йывӑҫ плинтуса сӳтсе илнӗ, видеосӑнав камерине хутпа хупласа хунӑ.
Изоляторта ӗҫлекен ҫын асӑрхаттарсан вӑл тарӑхса кайнӑ, усал сӑмахпа перкелешнӗ, плинтуспа йӗрке хуралҫи ҫине пенӗ, унтан ӑна ҫапнӑ.
Суд арҫынна виҫӗ ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Ҫапла вара Ставрополь тӑрӑхӗнчи арҫыннӑн айӑплав вӑхӑчӗ пӗтӗмӗшле 12 ҫулпа танлашӗ.
Ывӑлне хӗненӗ амӑшӗ тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 1 ҫул та 11 уйӑх та 15 кунлӑха янӑ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хӗрарӑм Ҫӗрпӳре килте эрех ӗҫнӗ. Ҫакна 18 ҫул тултарман ывӑлӗ курнӑ та ӑна асӑрхаттарнӑ. Хӗрарӑма ку килӗшмен – арҫын ачана хӗненӗ: ӑна кӑкӑрӗ тӗлӗнчен 3 хутчен ҫапнӑ.
Сӑмах май, хӗрарӑма унччен те хӗненӗшӗн суд ӗҫлеттерме йышӑннӑ, анчах вӑл ку тивӗҫе пурнӑҫламан. Хальхинче явап тытатех.
Икӗ ҫамрӑк аслашшӗн /е кукашшӗн/ банк картти ҫинчен укҫа вӑрланӑ. Сахал мар – 244 пин тенкӗ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ пӑхса тухӗ.
Хӗрпе каччӑ 15-ре тата 16-ра. Вӗсем аслашшӗн карточкине сӑн ӳкернӗ те сарӑмпа усӑ куса счет ҫинчен тепӗр карта ҫине укҫа куҫарнӑ та куҫарнӑ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен вӗсем 244 пин тенкӗ ытла йӑкӑртнӑ. Укҫана хӑйсем пӗлнӗ пек тӑкакланӑ.
Ватӑ ҫын укҫа ҫухалнине курсан полицие кайнӑ. Вӑрӑсене часах тупнӑ.
Электропуйӑс Канаша чип-чиперех ҫитсе чарӑннӑ. Тепӗр кун ирхине пӑхаҫҫӗ – вакуна такам ӳкерсе пӗтернӗ. Ҫӗрле вандал пуйӑса ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.
Анчах пуйӑс – альбом мар вӗт. Ӳкерчӗксене пула вӑл юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫав ҫамрӑка часах тупнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пуйӑс ҫине ӳкернӗ каччӑ 26 ҫулта, Мускавра пурӑнать. Ҫав кун вӑл Канашра пулнӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре вӑл никам та ҫук чухне аэрозоль баллонсемпе усӑ курса вакун ҫине ӳкернӗ.
Каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма ярса панӑ. Куншӑн 3 уйӑхлӑха арестлеме те пултараҫҫӗ.
Хуласенчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрремӗш хутра пурӑнакансенчен хӑшӗсем хӑйсен балконӗ айне нӳхреп чавма кӑмӑллаҫҫӗ. Анчах ҫак ӗҫе пуҫӑниччен ятарлӑ службӑсенчен ирӗк илмелле. Ахальлӗн нӳхрепе сӳтме тивӗ.
Шупашкарта икӗ ҫын тӗлӗшпе суд пулнӑ. Хулари Калинин район администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш хутра пурӑнакан хваттер хуҫисем хӑйсем тӗллӗн нӳхреп чавнӑ. Унта вӗсем хӑйсен балконӗнчен кӗмелле тунӑ. Никамран ирӗк илмесӗр нӳхреп тунине «Жилищный стандарт» управляющи компани асӑрханӑ.
Суд икӗ хваттер тӗлӗшпе пулнӑ. Вӗсен хуҫисен нӳхрепе сӳтмелле, стена унччен епле пулнӑ, ҫавӑн пек йӗркене кӗртмелле.
Тӑвай районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм 7 ҫулти хӗрне хӗненӗшӗн штраф тӳленӗ. Анчах ку та унӑн чунне ҫемҫетмен, вӑл пӗчӗкскер ҫине пурпӗрех аллине ҫӗкленӗ. Кун пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Хальхинче ӳсӗр хӗрарӑм хӗрачана ҫӑпалапа хӗненӗ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унӑн суд умӗнче явап тытма тивӗ.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм преступление пӗлсе тӑрсах тунӑ.
Куславкка районӗнче пурӑнакан арҫын машина туяннӑ. Сутуҫа вӑл, ахӑртнех, ӗненнӗ. Анчах сӑмахпа каланине никама та шанмалла мар иккен.
Ҫав машина хуҫин штраф нумай пулнӑ. Ҫӗнӗ хуҫа кун пирки малтан пӗлмен. Унчченхи хуҫин штраф парӑмӗ 100 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Вӑл пӗр пайне саплаштарнӑ, анчах тепӗр 36 пин тенкӗ юлнӑ. Суд ӑна руль умне ларма та чарнӑ. Ҫапла вӑл машинӑна сутма палӑртнӑ, парӑмсенчен хӑтӑлма шутланӑ ахӑртнех. Ӑна хӑйсен ялӗнчи ҫын туяннӑ.
Лешӗ ҪҪХПИе машинӑна регистрацилеме пырсан йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. «Тимӗр урхамаха» урӑх ҫын ячӗпе регистрацилеме чарнӑ. Унчченхи хуҫин штрафӗсене 10 кунра татмалла тесе йышӑннӑ. Машинӑна вара арестленӗ, хальлӗхе ӑна туяннӑ ҫын патӗнче хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |