Чӑваш Енри икӗ арҫын тата тӑватӑ хӗрарӑм ӳт сутса пурӑнакан пикесен шучӗпе укҫа туса пурӑннӑ. Халӗ ҫав ушкӑна суд тунӑ.
Асӑннӑ ушкӑн 2006 ҫулхи ака уйӑхӗнчен тытӑнса 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен проституцие пирӗн республикӑри тата кӳршӗллӗ регионти 50-ран кая мар хӗр-хӗрарӑма явӑҫтарнӑ. Хайхи хӗрарӑмсен ҫулӗ — 15-рен пуҫӑнса 47-ччен.
Секс-пулӑшӑва кӳме хӗрарӑмсем клиентсем патне киле, хӑна ҫурчӗсемпе саунӑсене ҫӳренӗ. Пӗр сехетшӗн ҫавсем 2 пинрен пуҫласа 2,5 пин тенкӗ таран илнӗ.
Преступлени ушкӑнне кӗнӗ арҫынсенчен пӗрне пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4,5 ҫуллӑха, теприне ҫирӗп режимлӑ колоние 9 ҫуллӑха ӑстама йышӑннӑ. Виҫӗ хӗрарӑма тӗрмене хупса хумасӑр айӑпланӑ. Вӗсен айӑплав вӑхӑтне 2, 3,5 тата 4 ҫуллӑха палӑртнӑ. Пӗр хӗрарӑма вара 50 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, ӑна 6 ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатӗҫ. Суд приговорӗ вӑя кӗреймен-ха.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр ҫуртра 65 ҫулти арҫын виллине тупнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ӑна мӑйӗ тавра электричество кабелӗпе ултӑ хутчен ҫавӑрса пӑвнӑ.
Тӗпчевҫӗсем тата хулари Ленин район сучӗ ҫакна палӑртнӑ. Усал ӗҫ тӑваканни — Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти арҫын. Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче арҫын пахча кооперативӗсенчен пӗринче хӑйӗн пӗлӗшӗ патӗнче эрех ӗҫнӗ. Кайран унпа кӳршӗри дача хуҫи хушшинче хирӗҫӳ сиксе тухнӑ. Кӗҫех ҫапӑҫмах тытӑннӑ. Хайхи арҫын дача хуҫине тапса ҫапса пӗтернӗ, урайне пусса ӳкернӗ хыҫҫӑн электричество кабелӗпе мӑйӗнчен пӑвса лартнӑ, унпа арҫыннӑн аллине те ҫыхса хунӑ. шар кураканни вилсе кайнӑ.
Преступление тӑвакан арҫын чирлӗ иккен. Вӑл хӑй мӗн тунине ӑнланман, ӑнланма та пултараймасть. Ӑна психиатри пульницине ӑсатма йышӑннӑ.
Вӑрнар районӗнче 58 ҫулти хӗрарӑм колоние кайӗ. Вӑл самай пысӑк парӑма кӗнӗ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ачишӗн алимент тӳлемен.
Унӑн ачи 18 ҫул тултарман, ҫавна май унӑн алимент тӳлемелле пулнӑ. Анчах амӑшӗн парӑмӗ пухӑнса та пухӑнса пынӑ. Вӑл унччен явап тытнӑ-мӗн, анчах ку та ӑна тӳрӗ ҫул ҫине тӑма хистемен – алимент ҫаплах тӳлемен. Ку пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗччен пулнӑ.
Хӗрарӑмӑн алимент парӑмӗ пӗтӗмпе 767 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд ӑна юсанмалли колоние 5 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ.
Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ вӑкӑр хуҫине водителе 233 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Выльӑх хуҫи вӑкӑрсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫитменнине, ӑна вилмеллех ҫапса хӑварнӑ водителе укҫа тӳлемелле.
Авари хунарсем ҫук ҫул ҫинче ирхи 6 сехет хыҫҫӑн пулнӑ. Водитель тӗттӗмре выльӑха асӑрхайман, ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ вилнӗ.
Водитель страхлав компанине кайнӑ, анчах компенсаци тӳлеме хирӗҫленӗ – ку тӗслӗх саккуна кӗмест-мӗн. Вӑкӑр хуҫине автомобиль сиенӗн виҫине палӑртнӑ ҫӗре чӗннӗ – лешӗ килмен.
Эксперт палӑртнӑ тӑрӑх, машина юсавӗн тӑкакӗ 220,8 пин тенкӗпе танлашнӑ. Эксперта тепӗр 6 пин тӳленӗ. Фермер хуҫалӑхӗн хуҫине суд умӗнхи ҫырӑва янӑ, вӑл ӑна шута илмен. Хӗрарӑм суда та килмен. Вӑл хуҫалӑхӗнче шултра мӑйракаллӑ 18 выльӑх, 47 пӗчӗк мӑйракаллине усрать.
Саккунпа килӗшӳллӗн, выльӑха ҫул урлӑ ҫутӑ чухне каҫармалла. Ҫапла фермерӑн водителе укҫа тӳлеме тивет.
Канаш районӗнчи Вӑрманкас Енӗш ялӗнче пурӑнакан вӑйпитти арҫын пӑтӑрмаха икӗ хутчен ҫакланнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, ун пирки пакунлисене килтисем евитленӗ. Иккӗмӗшӗнчен, ҫавскер йӗрке хуралҫисемпе пуҫтахланма именмен.
Пакунлисем киле пыни тарӑхтарнӑран вӑл вӗсене хирӗҫ сенӗкпе сиксе тухнӑ. 38 ҫулти арҫын ҫивӗч вӗҫлӗ ӗҫ хатӗрӗпе чикессипе хӑратнӑ. Пакунлисем арҫынна тытса чарса аллине сӑнчӑрланӑ. Кайран ӑна йӗрке хуралҫисем хӑйсемпе лартса кайнӑ.
Йӗрке хуралҫисене хирӗҫ тӑнӑ арҫынна 5 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пулать. Пуҫиле ӗҫе Канаш районӗнчи суд пӑхса тухӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 40 ҫулти арҫын ӗҫсе лартсан питех те пуҫтахланма юратнӑ. Кутӑнскер арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑмпа пӗрмай хирӗлнӗ. Хайхисем уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗрле пурӑннӑ.
Ашшӗпе амӑшӗ хирӗҫнине вӗсен 13 ҫулти ывӑлӗ те курма-чӑтма-тӳсме тивнӗ. Амӑшне хӳтӗлеме тӑрсан ашшӗ ывӑлне те тиркемен – ӑна та тӳпкеленӗ. Ҫакӑн пек тӗслӗхсем пӗлтӗрхи аван уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫалхи кӑрлаччен тӑсӑлнӑ.
Арҫынна суд 3 ҫул та 3 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Ҫӗмӗрле районӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен ҫын ӗҫ вырӑнӗнче суранланнӑ. Унӑн сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ. Куншӑн унӑн пуҫлӑхӗ явап тытнӑ.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 56 ҫулти арҫын эстакадӑран пилорамӑна пӗренесем панӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл эстакада ҫине ӳкнӗ, ӑна пӗрене хӗстерсе лартнӑ. Ун чухне сывлӑхне самаях йывӑр сиен кӳнӗ.
Куншӑн директорӑн ҫумне, 58 ҫулти арҫынна, явап тыттарнӑ. Суд вӑл ӗҫ сыхлавӗн йӗркине пӑснӑ тесе палӑртнӑ та штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ салтака кайманшӑн явап тытнӑ. Ӑна суд 15 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулта раштав уйӑхӗнче ҫак каччӑ ҫара каймашкӑн повестка илнӗ. Анчах вӑл палӑтнӑ кун тата кайран та Шупашкарти ҫар комиссариатне пыман.
Суд пулнӑ. Каччӑ ҫара каясран тарса ҫӳренӗ те йышӑннӑ, куншӑн явап тыттарнӑ. Приговор саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын Тельман урамӗнче хулан 10 сотка ҫӗрне ярса илнӗ. Тӗрӗсрех каласан, 982 тӑваткал метра.
Росреестр управленийӗ арҫынна 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Унтан ведомство суда тавӑҫ тӑратнӑ, ҫав ҫынна ҫӗр лаптӑкне пушатма ыйтнӑ. Лешӗ вара ярса илнӗ ҫӗр лаптӑкӗ тавра карта тытнӑ пулнӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче Мускав районӗн сучӗ тавӑҫа тивӗҫтернӗ. Анчах лешӗ ЧР Аслӑ судне аппеляци панӑ. Ака уйӑхӗнче суд арҫын ыйтнине тивӗҫтерменнине пӗлтернӗ. Ҫавна май суд йышӑнӑвӗ ҫав кунах саккунлӑ вӑя кӗнӗ.
Арҫын ҫӗр лаптӑкне хӑй тӗллӗн пушатмасть тӗк ку ӗҫе суд приставӗсен тума тивӗ.
Элӗк районӗнчи Мартынкассинчи реабилитаци центрне вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Вӑл – «Ирӗклӗх» реабилитаци центрӗн филиалӗ.
Прокуратура тӗрӗслеме пынӑ чухне унта эрехпе, наркотикпе туслӑ 14 ҫын сипленнӗ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, филиала уҫнӑ чухне пурӑнмалли ҫурта пурӑнмалли мар категорие куҫарман. Кунсӑр пуҫне пӗрремӗш хутри коридорта тата унти ӗҫченсен пӳлӗмӗнче электропралуксене изоляци туман. Эвакуаци ҫулӗ ҫинче сӗтел-пукан ларнӑ, картлашка айӗнче ҫунакан метариалсем тата япаласем упраннӑ.
Тепӗр хутчен тӗрӗслеме килсен прокуратурӑна каллех тивӗҫтермен: пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑснӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Ҫавна май ведомство филиала вӑхӑтлӑха хупма суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд килӗшнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |