Шупашкарта пурӑнакан арҫын 583 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ илнӗ те ӑна 2,6 хутчен пысӑклатнӑ. Ҫакна вӑл ирӗк илмесӗрех тунӑ.
Ҫав ҫӗр ҫинче вӑл мунча, теплицӑсем туса лартнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн специалисчӗсем Куйбышев урамӗнчи 1539 тӑваткал метра карта тытса ҫавӑрнине палӑртнӑ. Арҫыннӑн вара 956 тӑвтакал метр лаптӑкпа усӑ курма права пулман.
Мускав районӗн сучӗ утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫав лаптӑк ҫинчен мунчана, теплицӑсене, картана сӳттерме йышӑннӑ. Ҫакна арҫыннӑн 30 кунра тумалла. Суд ыйтнине пурнӑҫламасан ку ӗҫе суд приставӗсене парӗҫ.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм суд приставӗсенчен утарта пытаннӑ. Унта вӑл пӗрле пурӑнакан арҫын патӗнче пулнӑ. 1975 ҫулта ҫуралнӑскер ҫул ҫитмен ачи умӗнче 350 пин тенкӗ парӑм пухса тултарнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Вӑрнар районӗнчи суд ӑнман амӑшне ҫур ҫул ӗҫлеметтерме йышӑннӑ. Хӗрарӑм икӗ кун ӗҫленӗ те ҫухалнӑ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртекен федераци службин управленийӗн ӗҫченӗсем суда айӑплав мелне ылмаштарма ыйтса хутпа тухнӑ. Черетлӗ ларӑва хӗрарӑм пыман, йышӑнӑва куҫӑн мар мелпе кӑларнӑ.
Хӗрарӑм Вӑрнар районӗнчи Оттикӑвӑ ялӗнчен 15 ухрӑмра вырнаҫнӑ утарта пытанса пурӑннӑ. Унта машина ҫитме май ҫукран шанчӑклӑ вырӑн тесе шухӑшланӑ-тӑр. Анчах приставсем шыраса тупса пӗр кунхине ирех пырса кӗнӗ. Хӗрарӑма 1 уйӑх та 13 кунлӑха колони-поселение ӑсатнӑ.
Чӑваш Енре Роспотребнадзор управленийӗн пуҫлӑхӗн упӑшки пулнӑ ҫынна айӑпланӑ. Ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫул та 5 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Ҫав арҫын «Гранта» автомашинӑпа ҫынна ҫапса хӑварнӑ, лешӗ инкек вырӑнӗнчех вилнӗ. Ҫӑмӑл автомобиль водителӗ инкек вырӑнӗнчен тапса сикнӗ. Машинӑна водитель пӗр ялта пытарнӑ.
«Руль умӗнче» порталта хӑш-пӗр ҫынсем пӗлтернине тӗпе хурса хыпарланӑ тӑрӑх, Луговскойсем уйрӑлнӑ.
Ҫул ҫинчи инкеке арҫын пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Атӑл–Сӗнтӗрвӑрри» ҫул ҫинче ҫакланнӑ. Федераци тӳри-шарин ячӗпе ҫыртарнӑ машинӑна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ҫывӑхри ялсенчен пӗринче шыраса тупнӑ.
Тытса чарнӑ хыҫҫӑн Луговской айӑпа йышӑннӑ, ҫул ҫинче ҫын утнине хирӗҫ килекен машина ҫуттине пула асӑрхаймарӑм тесе ӑнлантарнӑ. Хӑраса ӳкрӗм, полицие кайма хӑюлӑх ҫитереймерӗм тесе каланӑ.
2009 ҫулта Луговской судпа айӑпланнӑ. Ун чухне ӑна руль умне ӳсӗр ларса ҫул ҫинчи инкеке лекнӗшӗн явап тыттарнӑ.
Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ «Шумерлинские городские электрические сети» (чӑв. Ҫӗмӗрле хулинчи электричество сечӗсем) муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗнче тулаш управленийӗ туса хума йышӑннӑ. Кун пирки ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑларнӑ суд определенийӗн резолюци пайӗнче каланӑ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, муниципалитет предприятийӗ укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Организацири тулаш управленийӗ ҫулталӑклӑха пырӗ. Тепӗр майлӑ каласан, 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен.
Ҫӗмӗрлери электросетӗн директорӗ пулса Алексей Россейкин текех тӑрӑшмӗ. Пуҫлӑх тивӗҫне тулаш управляющийӗ пурнӑҫлӗ.
Муниципалитет предприятийӗ хайне панкрута кӑларма ыйтса пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче тавӑҫпа тухнӑ. Предприятин пухӑнса кайнӑ парӑмӗ 2,801 млн тенке ҫитнӗ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Арбитрж сучӗ предприятире сӑнав процедурине ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ Шупашкар районӗнчи Лапсарта регистрациленнӗ «Юрма» кайӑк-кӗшк компанине панкрута кӑларма йышӑннӑ. Ҫавӑн пек тавӑпа суда Перекет банкӗ тухнӑ. Кредит учрежденийӗ умӗнче предприяти 2,289 миллиард тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ.
«Юрма» агрохолдинг комбикорм хатӗрлессипе, кайӑк-кӗшӗк ӳстерессипе, ял хуҫалӑх продукцине тирпейлессипе тата сутассипе ӗҫленӗ. Предприятин устав капиталӗ – 786,8 миллион тенкӗ.
Сӑнав процедурине асӑннӑ агрохолдингра кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пуҫарнӑччӗ. Ҫавӑн чухне суд предприятие активсене урӑх ҫӗре куҫарма чарнӑ.
Ӳсӗр тракторист ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ та ним пулман пекех ҫав вырӑнтан кайнӑ. Машина хуҫи суда тавӑҫ тӑратасшӑн, кӳнӗ такакшӑн укҫа шыраса илесшӗн.
Ку ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнчех пулнӑ. 19 сехет те 30 минутра Хӗрлӗ Чутайри пӗр ялта ӳсӗр тракторист кил умӗнче ларакан «Киа» ҫине пырса кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл унтан кайнӑ.
Тепӗр кунхине тракторист ҪҪХПИе трактора штрафстоянкӑран илсе кайма пынӑ. Ҫӑмӑл машина хуҫине кӳнӗ тӑкака вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе саплаштарасшӑн мар.
Тӑвай районӗнчи сӗт савучӗ панкрута тухнӑ. Вӑл виҫӗ ҫул та ӗҫлеймен. Элӗк районӗнчи сӗт поставщикӗ ӑна пункрута кӑларма ыйтнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Арбитраж сучӗ ҫакна йышӑннӑ, предпряитие сӑнама хушнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче суд савута панкрут тесе йышӑннӑ. Конкурс производствине 6 уйӑхлӑха уҫнӑ – раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗччен.
Палӑртмалла: Тӑвайри сӗт савучӗ Элӗк районӗнчи «Иволга-Молоко» поставщик умӗнче 1 миллион тенкӗ парӑма кӗнӗ. Пӗлтӗр ҫулла суд ӑна татмалла тесе йышӑннӑ. Анчах парӑм ҫаплипех юлнӑ.
Пӗлтӗр утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Вӑрӑмпуҫ ялӗнче 6-ри арҫын ачапа 5 ҫулти йӑмӑкӗ аслӑк ҫинче шӑрпӑкпа вылянӑ. Утӑ ҫунма тытӑннӑ, сарай ҫине куҫнӗ. Ачасем ҫулӑма сӳнтереймен, тухса тарнӑ, кун пирки никама та каламан.
Пушар тухнине амӑшӗ кая юлса курнӑ. Ҫулӑм вите-сарая тӗп тунӑ, кӳршисен хуҫалӑхӗ ҫине куҫнӑ. Вӗсен те ҫунса кайнӑ.
Кӳрши тӑкака саплаштармалла тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ун майлӑ пулнӑ: ачасен амӑшне 1 миллион та 103 пин те 405 тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне расхутсемшӗн тӳлемелле: 18 пин.
Шупашкарти «Мегаполис» коммерци банкӗн вӑхӑтлӑх администрацийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ кредит учрежденине ятарласа панкрута кӑларни палӑрнӑ.
Банкӑн лицензине туртса иличченхи виҫӗ ҫулта кредит организацийӗ туса ирттернӗ операцисемпе ытти сделкӑна тишкернӗ. Сӑмахран, пысӑк ликвидлӑ активсенех тавӑрса парас шанчӑк ҫукрах кредитпа ылмаштарнине асӑрханӑ. Ҫапла майпа банк 346 миллион та 904 пин тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Аса илтерер: «Мегаполис» банка кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче лицензисӗр хӑварнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ панкрут тесе йышӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑма наркотик упранӑшӑн айӑпланӑ. Унӑн килӗнче 100 грамм ытла наркотик тупнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: вӑл пӗлтӗрхи ҫурла-чӳк уйӑхӗсенче хӑйӗн килӗнче кантӑр ӳстернӗ, вӑррине вара тӗнче тетелӗ урлӑ туяннӑ. Наркотик хутӑшне вӑл сутма хатӗрленмен. Ӳссе ҫитсен кантӑра типӗтнӗ, упранӑ. Кайран ӑна полицейскисем тупнӑ. Пӗтӗмпе 104 грамм пулнӑ.
Суд хӗрарӑм айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑпланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |