Чӑваш Енри команди Пӗтӗм Раҫҫейри ял спорчӗн вӑййисенче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ентешсем 450 пин ҫын таран пурӑнакан ялсен командисемпе тупӑшса мала тухнӑ.
Палӑртмалла: ӑмӑртусем Чулхула облаҫӗнчи Пысӑк Суходол ялӗнче иртнӗ. Тупӑшсем ӗнер вӗҫленнӗ.
Пӗтӗмӗшле зачета илес тӗк, пирӗн республика ытти регион хушшинче 7-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Семен Мареев Краснодар крайӗнче йывӑр атлетика енӗпе иртнӗ Раҫсей первенствинче палӑрнӑ. Ӑмӑртӑва 500 ытла атлет пухӑннӑ.
Семен 109 килограмм таран таякансен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл икӗ енлӗ кӗрешӳре, штангӑна тертсе тата йӑтса малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Чӑааш Енри спортсменсем хӑвӑрт утас енӗпе иртнӗ «Скороходы России» ӑмӑртура ултӑ медаль ҫӗнсе илнӗ. 1 пин метрлӑ дистанцире 12 ҫул тултарманнисен йышӗнче Савелий Кириллов, Егор Николаев, Никита Ермошкин пьедестала йышӑннӑ. Хӗрачасен йышӗнче Екатерина Трофимова финиша пӗрремӗш ҫитнӗ, Екатерина Трофимова - виҫҫӗмӗш.
Василий Дудышев 2 пин метрлӑ дистанцире призер пулнӑ.
Спорта юратакан мӑшӑр Лев Петров тата Алевтина Судеркина тӗнче шайӗнчи - 2, Раҫҫей шайӗнчи 13 ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Вӗсем иккӗшӗ 37 медаль ҫӗнсе илнӗ.
Нумаях пулмасть вӗсем Адлерта ветерансен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей Кубокне хутшӑннӑ. Алевтина 55 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсен хушшинче сӑнӑ ывӑтса ылтӑн медальсем ҫӗнсе илнӗ. Кунсӑр пуҫне 5 пин метра хӑвӑрт утса пӑхӑр медаль илнӗ. Лев 65 ҫултан аслӑраххисемпе тупӑшса кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти гимнастка Александра Ильичева Пӗтӗм Раҫҫейри «Динамо» ӑмӑртуран пилӗк медальпе таврӑннӑ.
Хӗрача нумай енлӗ кӗрешӳре, пӗрене, бруссем ҫине хусканусем туса тата ирӗклӗ хӑнӑхтарусенче тупӑшса кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ. Сикессинче ӑмӑртса вара вӑл пӑхӑр медаль илнӗ.
Александра Ильичева Ҫӗнӗ Шупашкарти 1-мӗш спорт шкулӗнче Наталья Ильичева тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Чӑваш Енри маттур пике Анастасия Лоренц Бишкекра пауэрлифтинг енпе иртнӗ Ази чемпионатӗнче чи маттурри пулнӑ. Вӑл 57 килограмчченхи виҫере ӑмӑртакансем хушшинче ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Выртса Анастасия 150 кг виҫене ҫӗкленӗ.
Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Василий Петров Анастасийана тата унан тренерне Вячеслав Кострюкова ҫӗнтерӳпе саламланӑ.
Пирӗн ентеш Марат Шарипов тӗнчери теннисистсен рейтингӗнче самай ҫӳле хӑварнӑ. Пӗр эрне хушшинче вӑл 43 йӗрке парӑнтарнӑ. Халӗ вӑл – 282-мӗш йӗркере.
Палӑртмалла: кӑҫал Марат Шарипов темиҫе пӗлтерӗшлӗ ят ҫӗнсе илнӗ. Ку вӑл пултаруллӑ тата тӗллев патне таплӑнакан спортсмен пулнине тепӗр хутчен ҫирӗплетет. Марат – маттур теннисист, Чӑваш Ен мӑнаҫлӑхӗ.
Республикӑра кӗрешӳ енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ пуҫланнӑ. Кун пеккки историре - пӗрремӗш хут.
Чемпионата республикӑри мӗнпур муниципалитетри спортсменсем хутшӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе - 360 ытла. Вӗсен хушшинче - хӗрсемпе каччӑсем, аслӑ ӳсӗмри ҫынсем.
Спортсменсем 16 виҫе категорийӗнче вӑй виҫӗҫ.
Шӑматкун республикӑра йӑлана кӗнӗ «Нацисен кросӗ» иртӗ. Ҫавӑн чухнех Сывлӑхпа спорт кунӗ пулӗ. Ҫавна май спорт учрежденийӗсене тӳлевсӗрех кӗме май пур. Анчах малтан спорт шкулӗсен, ФОКсен сайчӗсенче ҫырӑнмалла.
«Нацисен кросӗн» тӗп старчӗ 12 сехетре Шупашкарти Мускав ҫыранӗнче пулӗ. Унта хутшӑнакансем 1, 4, 6, 8 тата 12 ҫухрӑмсене парӑнтарӗҫ. Регистраци паян вӗҫленет. Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче те регистрациленме пулать.
Чупакансен тухтӑртан илнӗ справка пулмалла.
Чӑваш Енӗн парабадминтон енӗпе пӗрлештернӗ команди Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусенче палӑрнӑ. Вӑл Пермь хулинче хусканупа тӗрев енчен сусӑр спорсменсен хушшинче иртнӗ.
Татьяна Гуреева уйрӑмах палӑрнӑ. Вӑл тӳрех виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Павел Попов кӗмӗл тата пӑхӑр медальсене тивӗҫнӗ.
Антон Иванов – кӗмӗл медаль, Илья Прагеев ылтӑн медаль илнӗ. Вита Вимба та икӗ медальлӗ пулнӑ: ылтӑн тата пӑхӑр ҫӗнсе илнӗ
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |