Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: спорт

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Утӑ уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей кубокӗ иртӗ.

Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, спортсменсем Шупашкарти Олимп стадионӗнче (Чапаев урамӗ, 17) ӑмӑртӗҫ.

Турнира ҫӗршыври чи вӑйлӑ ҫӑмӑл атлетсем килсе ҫитӗҫ. Кӑҫалхи программӑна многоборье енӗпе тата хӑвӑрт утассипе те ӑмӑртусане кӗртнӗ.

 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Калмӑк Республикинче 2008-2017 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫын ачасен хушшинче ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе уҫӑ турнир иртнӗ. Унта тӗлӗ регионти 200-е яхӑн вӑйлӑ спортсмен хутшӑннӑ.

Ӑмӑртура Чӑваш Ен чысне Елчӗкри Михаил Миллин тата Канашри Кирилл Бородкин хӳтӗленӗ. Вӗсем маттурсем! Михаилпа Кирилл икӗ ылтӑн медаль тата икӗ чемпион пиҫҫиххине ҫӗнсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_384885
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Нумаях пулмасть куҫ курманнисен хушшинче Раҫҫей кубокӗ иртнӗ. Пирӗн ентеш Мария Мамаева унта 5 медаль ҫӗнсе илнӗ.

Мария ӑмӑртура тӗрлӗ дистанцие тӗрлӗ мелпе ишсе 2 ылтӑн, 2 кӗмӗл, 1 пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.

Ӑмӑртӑва 17 регионти спортсменсем хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Паралимп вӑййисен, тӗнче, Европа шайӗнчи ӑмӑртусен чемпионӗсемпе призерӗсем пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_384654
 

Спорт

БРИКС ҫӗршывӗсен вӑййисем малалла пыраҫҫӗ. Чӑваш Енри спортсменсемшӗн вара вӑл вӗҫленнӗ. Пирӗн ентешсем унтан пушӑ алӑпа таврӑнмаҫҫӗ.

Полина Андреева йывӑр атлетка пӗрремӗш кунхинех кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. София Емелюкова тата Павел Иванов самбистсем вара пьедесталӑн ҫӳлти картлашка ҫине хӑпарнӑ – ылтӑн медаль илнӗ.

Ҫӗртмен 14-мӗшӗнче спорт гимнасчӗ Владислав Поляшов ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Тепӗр кунхине вӑл кӗмӗл медальлӗ пулнӑ.

Ҫӗртмен 16-мӗшӗнче Виктория Максимова ҫӑмӑл атлетка 200 метра чупса виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.

 

Персона

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев бокс енӗпе Европа чемпионӗн ятне илнӗ Валерий Лаптева мӗн виличчен пособи памалла тунӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 5 пин тенкӗ илсе тӑма тытӑнӗ.

Валерий Лаптев 1959 ҫулта Етӗрне районӗнчи Стрелецки ялӗнче ҫуралнӑ. 12 ҫултанпах спортпа туслӑ пулнӑ. Унӑн Лос-Анджелесра иртнӗ Олимп вӑййисенче ылтӑн медаль илмелле пулнӑ. Анчах ҫӗршыв правительстви политикӑпа ҫыхӑннӑ сӑлтавсене пула байкот панӑ.

Лаптевӑн пухматӗнче – 199 ҫапӑҫу, вӗсенчен 182-шӗ ҫӗнтерӳпе вӗҫленнӗ.

 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри ММА кӗрешӳҫисем Раҫҫей чемпионатӗнче тата Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусенче виҫӗ медаль ҫӗнсе илнӗ.

Фарход Рахмоналиев Раҫҫей чемпионӗн ятне тӑваттӑмӗш хут илнӗ. Александр Шмелев тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер 52,2 килограмм таякансен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ.

Вера Лоткова 56,7 килогамм таяканнисен хушшинче ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ева Митрякова вара 61,2 килограмм таяканнисемпе кӗрешсе кӗмӗл медаль илнӗ. Спортсменкӑсем иккӗшӗ те Андрей Жилкин тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.

Пӗтӗмӗшле зачетра хӗрарӑмсен команди иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.

 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Вӑрнар поселокӗнче ҫуралса ӳснӗ Андрей Львов спорт туризмӗ енӗпе иртнӗ Тӗнче кубокӗнче ылтӑн тата кӗмӗл медальсем ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Узбекистанра пулнӑ.

Пирӗн ентеш Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышӗнче тупӑшнӑ. Андрей Львов Никита Ющикпа ӑмӑртса ылтӑн медаль илнӗ. Хутӑш ӑмӑртура вара вӑл Дарья Елисеевӑпа тупӑшса кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_380402
 

Спорт
Анна Штурман тунӑ сӑн
Анна Штурман тунӑ сӑн

Чӑваш Енри маттур ача Архип Морозов шахмат енӗпе иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 9 ҫул тултарман ачасемпе вӑй виҫнӗ.

Ӑмӑрту Кострома хулинче иртнӗ. Унта ҫӗршыври 50 ытла ҫамрӑк шахматист хутшӑннӑ. Пирӗн Архип Морозов 11 турта 9,5 очко пухса Приморье крайӗнчи Богдан Калининран иртсе кайнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Ӗренпур облаҫӗнчи Федор Бондарев йышӑннӑ.

Архип Морозов ҫитес ҫул Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче 11 ҫул тултарман ачасемпе вӑй виҫӗ.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн экономика факультечӗн 3-мӗш курс студенчӗ Александр Константинов кире пуканӗн спорчӗпе иртнӗ Ази ӑмӑртӑвӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшу Тайваньре иртнӗ.

Конкуренци пысӑк пулсан та пирӗн ентеш ыттисене парӑнтарса пьедесталӑн пӗрремӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Александр 95 килограмран ытларах таяканнисен ушкӑнӗнче кӗрешсе кире пуканне 64 хут йӑтнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/s/oanikolaev
 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, ЧР Элтеперӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн лашапа чупса ӑмӑртӗҫ.

ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек тупӑшу иккӗмӗш хут пулӗ. Ӑмӑрту Ҫӗнӗ Шупашкарти лаша спорчӗн ача-пӑча спорт шкулӗ ҫумӗнче иртӗ. Лапама 10 пин ытла куракан вырнаҫма пуларать.

Ӑмӑртӑва тӗрлӗ регионти лашапа чупакан спортсменсем хутшӑнӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, ... 153
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне хӑвӑра аталантарма, карьерӑра хӑпарма майсем туса парӗ. Сирӗн лидер пулас килет — лару-тӑру та сирӗн майлӑ пулса пырӗ. Анчах ҫынпа хутшӑннӑ чухне ытлашши кӑнттам ан пулӑр. Ӗҫре хӑвӑрӑн пултарулӑха кӑтартма пултаратӑр. Анчах хӑвӑр ҫине ытлашши нумай ӗҫ ан илӗр. Харпӑр пурнӑҫра ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнӑва йӗркелеме май пулӗ. Вӑй-хал халӗ сирӗн нумай, анчах ӑна кирлӗ ҫӗре ямалла: спорт: вӗренӳ, пултарулӑх.

Юпа, 03

1926
99
Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1985
40
Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2018
7
Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ