Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: спорт

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енри спортсменка, пӑр ҫинче эрешлесе ярӑнакан Камилла Нелюбова Раҫҫей Гран-при финалӗнче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.

Камилла Шупашкарти Олимп резервӗсен 4-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл ӑмӑртура тӳресене кӑткӑс программӑпа тӗлӗнтернӗ: тӳрех икӗ хутчен виҫҫӗллӗ аксель тунӑ. Ку пӑр ҫинче пӗччен ярӑнакан хӗрарӑмсемшӗн йывӑр хусканусенчен пӗри шутланать.

Ҫапла пирӗн ентеш 210,67 балл пухса виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Экспертсем акӑ мӗн палӑртаҫҫӗ: «Олимп таблици» ҫине куҫарас пулсан ку 8-мӗш вырӑнпа тан.

Камиллӑна пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ ятпа ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та саламланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_269551
 

Спорт

Раҫҫейри ски-альпинист тата тепӗр медаль ҫӗнсе илнӗ. Сӑмах Никита Филиппов ски-альпинизм енӗпе Европа чемпионатӗнче финала тухнӑ ҫеҫ мар, ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Спринт финалӗнче Раҫҫей спортсменӗ 2 минут та 58,6 ҫеккунтра финиша ҫитнӗ. Иккӗмӗш вырӑна тухнӑ Швейцари спортсменӗ Тома Бюссар тепӗр 1,2 ҫеккунтран ҫитнӗ, виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ Испани спортсменӗ Феррер Мартинес – тата тепӗр 1,6 ҫеккунтран.

Турнир Азербайджанри ту ҫинче йӗлтӗрпе ярӑнмалли Шахдаг курортра иртет.

23 ҫулти Никита Филиппов Камчаткӑран. Италире кӑҫал иртнӗ Олимпиадӑна нейтраллӑ пулса хутшӑннӑ пирӗн ҫӗршыв спортсменӗсенчен вӑл ҫеҫ медальпе таврӑнчӗ. Никита кӗмӗл медале тивӗҫрӗ. Ӑна ҫавӑншӑн тӑван тӑрӑхӗнче хваттер пама йышӑннӑ.

 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Ен чысне хӳтӗлекен Алина Скрипко Екатеринбургра йывӑр атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнчен виҫӗ ылтӑн медальпе таврӑннӑ.

Вӑл 76 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ. Пирӗн ентеш пьедесталӑн чи ҫӳллӗ картлашки ҫине виҫӗ хутчен хӑпарнӑ.

Палӑртмалла: Алина Скрипко Шупашкарти В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.

 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

ШӖМре ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ, халӗ 77 ҫул тултарнӑ Виктор Семенов Абу-Дабире иртнӗ Мастерс Уҫӑ Вӑйӑсенче 7 медаль ҫӗнсе илнӗ.

Милици полковникӗ старта 7 хут тухнӑ, 75 ҫултан аслӑраххисемпе тупӑшнӑ. Ҫиччӗшӗнчен те медаль ҫӗнсе илнӗ. Унӑн пухматӗнче – 4 ылтӑн тата 3 кӗмӗл.

Палӑртмалла: ӑмӑртӑва вун-вун ҫӗршыври 30 ҫултан аслӑрах 25 пине яхӑн спортсмен хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_268333
 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ку шӑматкун, ыран, Чӑваш Енре черетлӗ Сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакансемшӗн 4,6 пин ытла объект уҫӑ пулӗ: бассейнсем, катоксем, фитнес-залсем, стадионсем…

Ҫавӑн пекех уҫӑ тренировкӑсем, юлташлӑх матчӗсем пулӗҫ, ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ. Спорт учрежденийӗсен расписанийӗпе ЧР Спорт министерствин сайтӗнче тата спорт комплексӗсен халӑх тетелӗнчи ушкӑнӗсенче пӗлме пулать.

 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти спортсмен, 6-мӗш класра вӗренекен Дамир Васильев, хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсен хушшинче иртнӗ тупӑшура, йӗлтӗрпе чупассипе тата биатлонпа иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура тӑватӑ медаль ҫӗнсе илнӗ.

Дамир йӗлтӗрпе чупса икӗ ылтӑн медаль илнӗ. Биатлонра вара икӗ кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.

Саламлатпӑр ҫамрӑк спортсмена!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_268193
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Вӑрнар округӗнчи Ярмушкара ҫуралса ӳснӗ спортсменка Надежда Лаврентьева Абу-Дабире иртнӗ «Open Masters Games» пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртуран 5 медальпе таврӑннӑ.

Тупӑшу ҫӑмӑл атлетикӑпа ветерансен хушшинче иртнӗ. Пирӗн ентеш эстафетӑра — «ылтӑн», 10 пин метра чупса — «бронза», тӗрлӗ дистанцие хӑвӑрт утса виҫӗ «кӗмӗл» ҫӗнсе илнӗ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: Надежда Алексеевна 3 пин ҫухрӑма хӑвӑрт утса хӑйӗн рекордне ҫӗнетнӗ: кӑтарту 20 ҫеккунт лайӑхланнӑ.

 

Спорт
aosd.ru сайтри сӑн
aosd.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре «Земство тренерӗ» программа хута каясси пирки унччен те пӗлтернӗччӗ. Вӑл старт илнӗ — заявкӑсене йышӑнма пуҫланӑ.

Программӑпа килӗшӳллӗн, физкультура тата спорт тытӑмӗнче ӗҫлекенсем 1 миллион тенке тивӗҫме пултарӗҫ. Анчах программӑна хутшӑнас текен специалистсен ялта е 50 пин ҫын таран пурӑнакан хулара 5 ҫул ӗҫлемелле. Ятарлӑ пӗлӳ пулмалла.

Заявленисене пушӑн 24-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, И.Я.Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, 615-мӗш пӳлӗм.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_17242
 

Персона
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ Геральд Салдимиров 70 ҫул тултарнӑ.

Геральд Прокопьевич биатлон енӗпе хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен чемпионӗ ята тата Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсен хӗллехи спартакиадинче бронза медале тивӗҫнӗ.

Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти вӑтам шкулта вӗреннӗ чухне йӗлтӗр секцине ҫӳренӗ. 1993 ҫулта Челябинскри физкультура институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Халӗ вӑл Шупашкарти 2-мӗш Олимп резервӗн спорт шкулӗнче тӑрӑшать. Геральд Прокопьевич 10 ытла Раҫҫейӗн спорт мастерне вӗрентсе кӑларнӑ, вӗсен йышӗнче тӗнче, Европа чемпионӗсемпе Олимп вӑййисен ҫӗнтерӳҫисем пур.

 

Персона
 Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗн страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗн страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче ӗҫлекен Владимир Кузьмин паян 70 ҫул тултарнӑ.

Владимир Александрович йӗлтӗр спорчӗ енӗпе тренер пулса тӑрӑшать. Вӑл 1956 ҫулта Йӗпреҫ районӗнчи Калиновка поселокӗнче ҫуралнӑ. Спортпа ачаранпах туслӑ пулнӑскер И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи (халӗ — университет) физкультура факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Тренер пулса вӑл 48 ҫул ытла ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтра пӗрремӗш разрядлӑ спортстменсене 100 ытла хатӗрленӗ, спорт мастерӗн кандидачӗсене — 12 ҫынна, спорт мастерӗсене — 4 ҫынна.

2023 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-180157443_2371
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 159
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӑсталӑха ӗнентерме тивӗ. Уҫӑрах пулӑр, халӗ ҫынпа хутшӑнни кирлӗ. Хыпарсене тимлӗ сӑнӑр, хӑвӑршӑн пӗлтерӗшлӗ информацие илтмесӗр ан юлӑр. Ертӳлӗхпе калаҫасран пӑрӑнӑр. Канмалли кунсенче те кирлӗ мар хутшӑнусенчен тарӑр. Ӑнӑҫлӑ кун — ытларикун, ӑнӑҫсӑрри — юнкун.

Ҫу, 21

1963
63
Сидоров Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2007
19
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та