
Ялти культура учрежденийӗсенче спорт секцийӗсем уҫӗҫ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Республикӑри спорт объекчӗсене инвентаризацилеме пуҫлаҫҫӗ иккен. Унта ял-хулари спорт лапамӗсене те шута илӗҫ. Ялти культура учрежденийӗсенче спорт секцийӗсем уҫасшӑн. Библиотекӑна шашкӑлла-шахматла выляма юратакансем пуҫтарӑнӗҫ. Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика манежӗ тӑвӗҫ, унӑн проектне хатӗрлеме тытӑннӑ иккен.
Спорт министрӗ Василий Петров каланӑ тӑрӑх, 5 ҫулта 110 спорт объектне ҫӗнетсе ӗҫе кӗртнӗ, вӗсенчен 18-шне пӗлтӗр тунӑ. 2025 ҫулта Чӑваш Енри 388 яшпа хӗр Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командисене кӗнӗ. Пирӗн спортсменсем тӗрлӗ ӑмӑртура 2338 медаль ҫӗнсе илнӗ. Яланхи пекех вӗсене стипендисемпе тивӗҫтереҫҫӗ, премисемпе хавхалантараҫҫӗ. Пирӗн республикӑра спортӑн уйрӑмах аталантармалли тӗсӗсен йышне ӳстернӗ, унта кӗрешӳ кӗртнӗ.

Сарӑту хулинче ММА енӗпе Атӑлҫи федераци округӗн первенствинче Чӑваш Енри спортсменсем пысӑк ҫитӗнӳсесм тунӑ: пухмача пилӗк медальпе пуянлатнӑ, Раҫҫей первенствине кайма икӗ путевка ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарти 11-мӗш шкулта вӗренекен Нарек Согомонян ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. «Айрон» спорт секцийӗнче ӑсталӑхне туптакан Иван Борисов кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Шупашкарти 11-мӗш шкулта ӑс пухакан Роман Илларионов, Арсений Мартынов тата Арсений Фадеев пӑхӑр медаль илме пултарнӑ.
Нарек Согомонян тата Иван Борисов Раҫҫей первенствине кайма путевка ҫӗнсе илнӗ – унта вӗсем Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗҫ.

Чӑваш Енри спортпа энергетика отраслӗн ветеранӗ Альберт Кудрявцев 90 ҫул тултарнӑ.
Альберт Васильевич Куславкка районӗнчи Кивӗ Тӗрлемес ялӗнче ҫуралнӑ. Вал ытти танташӗ пекех ачаллах колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. Ветеран ӗнентернӗ тӑрӑх, вуннӑрах сӳрелеме тата сухалама пуҫланӑ.
Альберт Васильевич Сартури ял хуҫалӑхӗн механизацийӗн институтӗнче вӗреннӗ. Ун чухне грекпа рим кӗрешӗвӗпе кӑсӑкланма пуҫланӑ. 1960 ҫулта вӑл СССР спорт мастерӗн ятне тивӗҫнӗ.
Альберт Васильевич Сарту тата Чулхала облаҫӗсенчи энергетика сечӗсен предприятийӗсен ертӳҫинче ӗҫленӗ.
Пулас машӑрӗпе, Неля Александровнӑпа, аслӑ шкулта вӗреннӗ чухне паллашнӑ. Ывӑлпа хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Вӗсем те энергетика отрасльне суйласа илнӗ.
2006 ҫулта ҫемье тӑван тӑрӑхне куҫса килнӗ.

Чӑваш Енри фристайлистсем Пӗтӗм Раҫҫей ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнаҫҫӗ. Кун пирки МАХри «Хыпар - Вести Чувашии» пабликра хыпарланӑ.
Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, фристайл енӗпе ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑрту пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 2-мӗшӗччен иртӗ. Ӑна Пермь крайӗнчи Чусовой хулинче йӗркеленӗ.
Спортсменсем «ски-кросс» дисциплинӑра икӗ ӳсӗм ушкӑнӗнче (16-20 ҫулсенчисем тата 13-15 ҫулсенчисем) тупӑшӗҫ.
Ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑртӑва пирӗн республикӑран пилӗк спорстмен тухса кайнӑ. Вӗсем ҫаксем: Иван Алексеев, Степан Анисимов, Семен Макаричев, Егор Алексеев тата Всеволод Ларин.
Чӑваш Енри спортсменсене ӑмӑртура ҫитӗнӳсем тума, тӗрлӗ медаль ҫӗнсе илсе тӑван тӑрӑха чунтан хавхаланса таврӑнма ырӑ сунатпӑр.

Пуш уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Краснодар крайӗнчи Архипо-Осиповка хулинче маунтинбайк енӗпе «кӗске ҫаврӑм» дисциплинӑра Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем те, Олимп резервӗсен В. Ярды ячӗллӗ 7-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан спортсменсем, хутшӑннӑ. Пухмача вӗсем виҫӗ медальпе пуянлатнӑ.
Алина Карлова хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче тупӑшса Раҫҫей Кубокӗн пӑхӑр медальне ҫӗнсе илнӗ. Полина Иванова 15-16 ҫулсенчисен ушкӑнӗнче вӑй виҫнӗ, Иван Семенов 13-14 ҫулсенчисемпе тупӑшнӑ. Иккӗшӗ те кӗмӗл медаль хуҫисем пулса тӑнӑ.

2026 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Энтриелти культура ҫуртӗнче сӗтелҫи теннисӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Турнирӑн тӗп тӗллевӗ вӑй-хал культурине тата халӑх хушшинче активлӑ пурнӑҫ йӗркине сарасси пулнӑ.
Ӑмӑртӑва Энтриелти территори пайӗнче пурӑнакан тӑхӑр спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсем ку тӑрӑхӑн чи лайӑх теннисист ячӗшӗн кӗрешнӗ. Хутшӑнакансен йышӗ пысӑк пулман пулин те, вӑйӑсем хӗрӳ иртнӗ. Спортсменсем ракеткӑпа ӑста усӑ курнине кӑтартнӑ, кашниех ҫӗнтерме тӑрӑшнӑ.
Судьясем пӗтӗмлетӳ тунӑ хыҫҫӑн чи вӑйлӑ виҫӗ вылякана палӑртнӑ. Сӗтелҫи теннисӗнче Антон Шумерина ҫитекенни пулман — вӑл пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ тата чемпион титулне тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Александр Семёнов тухнӑ, виҫҫӗмӗшне вара Кирилл Гаврилов йышӑннӑ.
Турнир ҫӗнтерӳҫисемпе призёрӗсене медальсемпе тата хисеп хучӗсемпе чысланӑ.

Италире иртнӗ Паралимп вӑййисенче Раҫҫейӗн пӗрештернӗ команди медальсен зачетӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Унтан пирӗн 6 спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсем 12 медаль ҫӗнсе илнӗ: 8 ылтӑн, 1 кӗмӗл тата 3 пӑхӑр медаль. Палӑртса хӑвармалла: Паралимп вӑййисен историйӗнче ҫавӑн пек сахал атлетпа ҫавӑн чухлӗ медаль ҫӗнсе илни пулман.
Анастасия Багиян йӗлтӗрпе чупса 3 ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ, Иван Голубков вара — 2 ылтӑн медаль. Ту йӗлтӗрӗпе янӑракан Варвара Ворончихина тӳрех 4 медаль илнӗ: 2 ылтӑн, пӗр кӗмел тата пӗр пӑхӑр. Алексей Бугаев пухмача пӗр ылтӑнпа тата икӗ пӑхӑрпа пуянлатнӑ.

Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайра «Сӑр тӑрӑхӗ — шахмат тӑрӑхӗ» фестиваль иртрӗ. Кӑҫал ку ӑмӑрту ҫирӗммӗш хут йӗркеленнипе уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. Шахмат ӑстисем Совет Союзӗн Паттӑрӗсен И.В. Индряковпа А.Р. Логиновӑн кубокӗшӗн кӗрешрӗҫ.
Юбилейлӑ хут иртекен спорт мероприятине республикӑри 17 хулапа округран пурӗ 118 ҫын пухӑнчӗ. Хутшӑнакансен ӳсӗмӗ те тӗрлӗрен: чи пӗчӗк выляканӗ халь тин 7 ҫул тултарнӑ пулсан (2019 ҫулта ҫуралнӑ), чи аслӑ хутшӑнаканӗ — 96 ҫулхи ватӑ (1930 ҫулта ҫуралнӑ).
Тӗрлӗ ӳсӗмри абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗсене — пуҫламӑш класс ачисенчен пуҫласа ӗҫ ветеранӗсем таран — кубоксемпе, медальсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ. Ку ӑмӑртура уйрӑм ҫемьесем те, сывлӑхӗпе хавшакрах ачасем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма пултарчӗҫ.

Кӗрешӳ Пӗтӗм Раҫҫейри XVIII ҫамрӑксен ҫар искусствин вӑййисен программине кӗнӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.
«Ку паллӑ пулӑм: кӗрешӳ кун пек пысӑк ӑмӑртусенче пӗрремӗш хут пулӗ», — тесе ҫырнӑ Элтепер. Ӑмӑртура республика чысне кам хӳтӗлесси ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. Ун чухне республика III чемпионачӗпе тата первенствипе килӗшӳллӗн суйлав тупӑшӑвӗсем иртӗҫ.
Пӗтӗм Раҫҫейри XVIII ҫамрӑксен ҫар искусствин вӑййисем авӑн уйӑхӗн 7-23-мӗшӗсенче Анапӑра тата кӳршӗ Витязево поселокӗнче иртӗҫ. Ӑмӑрту 4 категорипе пулӗ: 10-11 ҫулсенчисем, 12-13 ҫулсенчисем, 14-15 ҫулсенчисем, 16-21 ҫулсенчисем.

Чӑваш Енри велочупуҫӑ Евгений Евграфов нейтраллӑ статус илнӗ. Ку ӑна тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнма май парать.
Нейтраллӑ статуса вӑл Пӗтӗм тӗнчери велочупуҫӑсен пӗрлӗхӗнчен илнӗ. Ҫапла вӑл халӗ UCI календаре кӗртнӗ тупӑшусене хутшӑнма пултарать.
Палӑртса хӑварар: Евгений Евграфов 27 ҫулта, вӑл – Раҫҫей спорт мастерӗ тата Раҫҫейӗн велоспорт (маунтинбайк) енӗпе пӗрлештернӗ командин пайташӗ. Евгений Шупашкарти Олимп резервӗсен В.Ярды ячӗллӗ 7-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.
