Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: спорт

Персона

Чӑваш Енри Наталья Иванова Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн премийӗн лауреачӗн ятне тивӗҫнӗ. Вӑл кӑҫалхи кӑтартусемпе чи лайӑх ача-пӑча тренерӗ пулса тӑнӑ.

Наталья Иванова тренерта 2017 ҫултанпа ӗҫлет. Вӑл – ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ.

Палӑртса хӑварар: конкурсра мала тухассишӗн 114 ял-хулари 171 тренер тупӑшнӑ.

 

Спорт
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Чӑваш Енри спортсменсем Китайра кире спорчӗ енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче ылтӑн медальсем ҫӗнсе илнӗ.

Алексей Иванов 78 килограмм тайман спортсменсемпе вӑй виҫсе тӗнче чемпионӗ пулса тӑнӑ. Вӑл 32 килограмм таякан кире пуканне 302 хутчен ҫӗкленӗ.

Борис Глинкин вара ветерансен хушшинче виҫӗ хут тӗнче чемпионӗн ятне илнӗ. Малтан вӑл кире пуканне тӗртсе 201 хутчен йӑтнӑ. Тепӗр кунхине те ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_25159
 

Спорт
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Ярмушка ялӗнче ҫуралса ӳснӗ спортсменка Надежда Лаврентьева Тунисра ветерансен хушшинче иртнӗ ӑмӑртура икӗ медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 20 тата 10 ҫухрӑм чупса икӗ «ылтӑн» ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту хӗрӳ иртнӗ – унта 25 ҫӗршыври спортсменсем хутшӑннӑ.

Палӑртса хӑварар: 61 ҫулти Надежда Алексеевна – ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата ҫӑмӑл атлетика енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15761
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗн студенчӗ Виталий Марков ҫар искусстви енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Рим хулинче пулнӑ. Пирӗн ентеш «Solovyov Team» команда чысне хӳтӗленӗ.

Виталий 90 килограмран ытларах таякан спортсменсемпе вӑй виҫнӗ. Вӑл «Учкур» казак ҫапӑҫӑвӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ, «Бокс-лайт» дисциплинӑра вара виҫҫӗмӗш пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_25032
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Елчӗк округӗнчи спортсмен Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура палӑрнӑ — вӑл чемпион пулса тӑнӑ. Илья Ишмуратов йывӑр атлетика енӗпе ветерансен хушшинче Орел облаҫӗнче иртнӗ Раҫҫей чемпионатне хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш чи вӑйли пулнӑ — пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Ӑмӑрту хӗрӳ иртнӗ. Помост ҫине Раҫҫейри тата Беларуҫри 140 ытла спортсмен тухнӑ. Пирӗн ентеш икӗ енлӗ тупӑшура пӗрремеш вырӑна тухнӑ.

Ҫакна та палӑртмалла: Илья Ишмуратов унччен йывӑр атлетика енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗн ятне те илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Патӑрьел округӗнчи тренера Эльфис Мтиева «Раҫҫейри корэш аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн» медальпе чысланӑ.

Вӑл «Паттӑр» спорт шкулӗнче ӗҫлет, корэш енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусен призерӗ, кӗрешӗвӗн наци тӗсӗсен Пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш вӑййисен призерӗ пулнӑ.

Вӑл тӑрӑшнипе вун-вун яш спорт мастерӗ, спорт мастерӗн кандидачӗ пулса тӑнӑ, Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче палӑрнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-104928043_21354
 

Спорт
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шупашкарт ҫамрӑк спортсмен Кирилл Степанов, икӗ алӑсӑр ҫуралнӑскер, ӑмӑртура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ кӑна мар, хӑйӗн рекордне те ҫӗнетнӗ.

Вӑл хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсен хушшинче иртнӗ Раҫҫей Кубокне хутшӑннӑ. Вӑл браспа 100 метр ишсе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Кирилл финиша хӑйӗн рекордӗнчен 4 ҫеккунт маларах ҫитнӗ.

Кирилл хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫлама талпӑнать – вӑл 2028 ҫулта Паралимпиадӑна хутшӑнасшӑн.

 

Спорт
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Чӑваш Ен спортсменки Анна Борисова Словакире иртнӗ Европа чемпионатӗнче икӗ медаль ҫӗнсе илнӗ.

Пирӗн ентеш мас-рестлинг енӗпе иртнӗ ӑмӑртура 75 килограмм тайман спортсменсемпе вӑй виҫнӗ, «кӗмӗле» тивӗҫнӗ. Унтан вӑл тӗрлӗ виҫе категорийӗнчи спортсменсемпе тупӑшса пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.

Палӑртмалла: Анна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнче вӗренет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15527
 

Спорт
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

59 ҫулти Зинаида Тепеева Пӗтӗм Раҫҫейри «Мастерс» категорири чи лайӑх спортсмен» конкурс финалисчӗ пулса тӑнӑ.

Вӑл – СССР спорчӗн тава тивӗҫлӗ мастерӗ, тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, Раҫҫейӗн нумай хут чемпионки, рекордсменка. Кӑҫал Зинаида Пӗтӗм тӗнчери ветерансен вӑййисене хутшӑннӑ, чемпион ятне икӗ хутчен тивӗҫнӗ.

Зинаида Тепеева Муркаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ. Спортпа шкулта вӗреннӗ чухне туслашнӑ, Шупашкарта Вячеслав Ермаков тренер патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. Малтан йӗлтӗрпе чупнӑ вӑл, кайран ҫӑмӑл атлетикӑпа туслашнӑ.

Ентешӗме ҫӗнтерме пулӑшас тесен ҫакӑнта сасӑлама пулать: vk.com/wall-6783586_72828.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15500
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Юпа уйӑхӗн 26-31-мӗшӗсенче Улан-Баторта шкул ачисен хушшинче шахмат енӗпе Ази первенстви иртнӗ. Пирӗн республика чысне унта Марьяна Осипова хӳтӗленӗ.

Вӑл 11 ҫул тултарман ачасен ушкӑнӗнче вӑй виҫнӗ. Марьяна 9 тур выляса 7 очко пухнӑ, Монголири Идер Целмууна кӑна ҫитеймен. Ҫапла вӑл Улан-Батортан кӗмӗл медальпе таврӑннӑ.

Тепӗр лайӑх хыпар та пур: Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди 6 медаль ҫӗнсе илсе команда зачетӗнче чи лайӑххи пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_24782
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 159
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӑсталӑха ӗнентерме тивӗ. Уҫӑрах пулӑр, халӗ ҫынпа хутшӑнни кирлӗ. Хыпарсене тимлӗ сӑнӑр, хӑвӑршӑн пӗлтерӗшлӗ информацие илтмесӗр ан юлӑр. Ертӳлӗхпе калаҫасран пӑрӑнӑр. Канмалли кунсенче те кирлӗ мар хутшӑнусенчен тарӑр. Ӑнӑҫлӑ кун — ытларикун, ӑнӑҫсӑрри — юнкун.

Ҫу, 21

1963
63
Сидоров Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2007
19
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ