«Юлашки вӑхӑтра пирӗн биатлон ҫӑлтӑрӗ Таня Акимова пирки нумай сас-хура ҫӳрет. Пӗрисем вӑл спорт гражданствине улӑштарасшӑн, Беларуҫшӑн ӑмӑртӗ тесе ҫыраҫҫӗ, теприсем – Болгаришӗн теҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем спорт карьерине вӗҫленине хыпарлаҫҫӗ», – тесе ҫырнӑ Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра.
Ҫакна Татьяна Акимовӑна Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин анлӑ списокне кӗртменнипе сӑлтавлать вӑл.
Михаил Вансяцкий спортсменкӑпа ҫыхӑннине Фейсбукра пӗлтернӗ. Ентешӗмӗр Беларуҫшӑн та, Болгаришӗн те ӑмӑртмӗ. Ун пирки вӑл никампа та сӑмах хускатман. Хальлӗхе. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тренерӗсемпе те калаҫу пулман.
Ҫапах та Татьяна Акимова биатлонистка ӑмӑртма ҫине тӑрса хӑй тӗллӗн кунне икӗ хутчен хатӗрленет.
Вӑй-хал культурин тытӑмӗнче Раҫҫей умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн Алина Ивановӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех уйӑхсерен 3300 тенкӗ пособи парса тӑрӗҫ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Алина Иванова хӑварт утассинче тата марафон чупӑвӗнче ӑста специалист. Вӑл Раҫҫей, тӗнче, Европа шайӗнче иртнӗ ӑмӑртусенче чылай хутчен палӑрнӑ. Спортран кайсан вӑл тренер ӗҫне кӳлӗннӗ. Олимп резервӗсен 8-мӗш спорт шкулне нумай ҫул ертсе пырать.
Алина Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шахаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Халӗ вӑл 51 ҫулта.
Раҫҫейӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе чемпионатне авӑн уйӑхӗн ҫуррине куҫарнӑ. Ку хыпара Чӑваш Ен Спорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
101-мӗш ӑмӑрту, малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче иртмелле пулнӑ. Кӑшӑлвирус тӗнчере ҫеҫ мар, Раҫҫейпе Чӑваш Енре те алхасни ӑмӑртӑвӑн графикне те пырса тиврӗ.
Шупашкарта Раҫҫей шайӗнче иртекен ӑмӑртӑвӑн датине куҫарас йышӑнӑва Ҫӑмӑл атлетикӑн пӗтӗм Раҫҫейри федерацийӗ йышӑннӑ. Авӑн уйӑхӗнче хӑвӑрт утакансен Раҫҫей чемпионачӗпе ӑмӑртӑвне те ирттересшӗн. Ку ӑмӑртӑва ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарта йӗркелеме палӑртнӑччӗ.
Чӑваш Ен Спорт министерстви Сывлӑх кунӗсене чи лайӑх ирттерекен районсене, ял тӑрӑхӗсене, организацисене, микрорайонсене, сооруженисене, асра юлмалли мероприятисене палӑртнӑ. Ӗҫе вӗсем иртнӗ ҫула тишкерсе хакланӑ. Конкурса пурӗ 50-а яхӑн материал тӑратнӑ.
Ял тӑрӑхӗсенчен Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ, Красноармейски районӗнчи Красноармейски, Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ял тӑрӑхӗ мала тухнӑ.
Лауреатсен ятне Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке тата Кӗлӗмкасси ял тӑрӑхӗсем, Канашри «БАМ микрорайон», Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ тивӗҫнӗ.
Районсенчен Вӑрмар, Елчӗк, Шупашкар районӗсем ҫӗнтернӗ. Патӑрьел районне ЧР Спорт министерствин лауреат тесе йышӑннӑ.
Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ, тӗнче шайне тухма пултарнӑ спортсмена, Анжелика Сидоровӑна, Швейцарие йыхравланӑ. Асӑннӑ ҫӗршыври Лозанна хулинче тӗнче шайӗнчи турнир пулмалла. Шӑчӑпа сиксе тӗнче чемпионӗ ята тивӗҫнӗ ентешӗмӗре ҫав ӑмӑртӑва чӗннӗ. Спорт мероприятийӗ авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртмелле.
Чӑваш Ен Спорт министерствин пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, Анжелика Сидорова ӑмӑртусене Мускав тата Чӑваш Ен ячӗпе хутшӑнать. Ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗ кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 2020 ҫулхи ӑмӑртусен ҫӗнетнӗ календарьне пичетленӗ. Ӑна тӗнчере кӑшӑлвирус алхаснине кура йӗркелеме тивнӗ. Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Швейцарири Лозанна хулинчи Бриллиант лигӑн тапхӑрӗсенчен пӗри иртмелле.
Йӑлӑмри Северный, Пролетарский, Первомайский, Сосновка, Октябрьский поселоксене, «Чувашия» санаторие, «Росинка», «Кувшинский» кану базисене, «Заволжье» сад юлташлӑхӗсене газ ҫитӗ. Чӑваш Ен территорипе 31 километр, Мари Эл ҫӗрӗ ҫинче 21 км хывӗҫ. Республика ертӳҫи Олег Николаев Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, мӗнпур ӗҫе 2021 ҫулта вӗҫлемелле. Газпа 2 472 пин ҫурта тата 5 котельнӑя тивӗҫтермелле.
Газ кӗртессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсемпе ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паллашнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, газ пӑрӑхне хальлӗхе 8 километр тӑршшӗ хунӑ. Ӗҫ графикпа килӗшӳллӗн пырать.
Газ кӗртнӗ хыҫҫӑн Вятка трассӑран пуҫласа Сосновка поселокӗ патне велоҫул тӑвасшӑн. Ку вӑл туристсене илӗртме пулӑшнипе пӗрлех велосипедист-спортсменсем валли тренировка ирттерме меллӗ пулӗ. Велоҫул тума 117 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пурнӑҫпа тан утма тӑрӑшать. Паян вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницине кӑсӑклӑ пӗр видеоролик вырнаҫтарнӑ. Унта республика ертӳҫи республикӑри МИХсенчен пӗрин футболкине тӑхӑннӑ, аллине — боксерсен перчеткине.
Видеоролика ӑнлантарса ҫырнинче Олег Николаев #УдарпоКоронавирусу (чӑв. #Кӑшӑлвирусаҫапни) челленджа хутшӑннине уҫӑмлатнӑ. Акцие Олег Алексеевич бокс енӗпе тӗнче чемпионӗнчен Григорий Дроздран йышӑннӑ.
«Канмалли кун спортпа аппаланма лайӑх сӑлтав. Эстафетӑна бокс енӗпе тӗнче чемпионне тата Патшалӑх Думинчи хамӑн ӗҫтешӗме Дмитрий Пирога паратӑп», — ҫырнӑ Олег Николаев.
Ҫӗнӗ Шупашкарта спорт комплексне ӗҫлеме чарнӑ. Унти «Солнечный» комплекс республикӑра санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ япӑхнине пӑхмасӑрах ӗҫленӗ. Аса илтерер: кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара чылай предприяти-организацие хупрӗҫ. Вӗсенче халӑх йышлӑ пухӑннӑран чир сарӑлас хӑрушлӑх пысӑк тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти спорткомплекса тӗрӗслевҫӗсем ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пырса кӗнӗ. Унта спорт вӑййи иртнӗ. Пурӗ 10 ҫын ытла пухӑннӑ. Саккуна административлӑ майпа пӑсни ҫинчен протокол ҫырнӑ, ӑна суда ярса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти спорт комплексне суд ӗҫлеме чарнӑ. Яланлӑха мар. 22 кунлӑха. Эпидемиологи тӑрӑмӗ япӑхнӑ вӑхӑтлӑха. Спорткомплекса суд приставӗсем пырса кӗнӗ, алӑксене хупса хунӑ.
Чӑваш Енри спортсменка ирӗклӗ кӗрешӳре пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑшан премие тивӗҫнӗ. Мария Кузнецова тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче те маттурлӑхне кӑтартнӑ.
Мария нарӑс уйӑхӗнче Италире спорт кӗрешӗвӗ енӗпе иртнӗ Европа чемпионатӗнче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Унӑн ҫитӗнӗвӗсене кура ЧР Правительстви ӑна преми пама йышӑннӑ.
Мария Кузнецовӑна 50 пин тенкӗ преми парӗҫ. Кунсӑр пуҫне ӑна уйӑхсерен, 2021 ҫулхи ака уйӑхӗччен, 6500 тенкӗ парса тӑрӗҫ. Унӑн тренерӗ Ольга Смирнова та премие тивӗҫнӗ. Ӑна 25 пин тенкӗ парӗҫ.
Ӑнӑҫлӑ сипленме е чир-чӗр ересрен сыхланас тесен ҫынсен хӑйӗн сывлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла: зарядка тумалла, уҫӑлса ҫӳремелле, эрех-сӑрапа пылак шывсене сахалрах ӗҫмелле тата табак туртма пӑрахмалла, — пӗлтернӗ пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗн (ПТССО) пуҫлӑхӗ.
ПТССО тӗп директорӗ Тедрос Гебреисус коронавируса хирӗҫ ӑнӑҫлӑ кӗрешес тӗлӗшпе эрех-сӑра ӗҫме тата пирус туртма пӑрахма, ҫавӑн пекех спортпа туслашма чӗнсе каланӑ. Кун пирки вӑл тӗнчере пандеми сарӑлнине халалласа ирттернӗ брифингра каланӑ.
ПТССО пуҫлӑхӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, кунашкал мерӑсем чирлесе ӳкнисене хӑвӑртрах сывалма пулӑшӗҫ.
«Ҫак йывӑр вӑхӑтра хамӑр ӳт-пӳпе психика сывлӑхне ҫирӗплетни питӗ кирлӗ. Ҫакӑ сире малашлӑхра ҫеҫ мар пулӑшӗ, эсир COVID-19 чирлесе ӳкрӗр пулсан та ҫӗнтерме май парӗ. Пӗрремӗшӗнчен, хӑвӑрӑн иммунитет системине йӗркеллӗ ӗҫлеме пулӑшакан тутлӑхлӑ тата сывӑ апат ҫийӗр. Иккӗмӗшӗнчен, эрех-сӑра сахалрах ӗҫӗр тата пылак шӗвексенчен пӑрӑнӑр», — тенӗ Гебреисус.
Виҫҫӗмӗшӗнчен, ПТССО пуҫлӑхӗ шутланӑ тӑрӑх, пирус туртма пӑрахмалла — ку сиенлӗ йӑла «COVID-19 ернӗ хыҫҫӑн ытти чир-чӗрсене аталантарма пултарать».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |