Канмалли кунсенче Италири Азиаго ятлӑ вырӑнта хӗллехи триатлон енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри спортсменсем те хутшӑннӑ, лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ.
Светлана Соколова 23 ҫул тултарман хӗрсен йышӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Евгений Евграфов вара ҫак ӳсӗмри арҫынсен хушшинче иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Данила Егоров юниорсемпе тупӑшнӑ, вӑл вара виҫҫӗмӗш пулнӑ.
Палӑртмалла: Евгений Евграфов пӗлтӗр кросс-дуатлон енӗпе иртнӗ Европа первенствинче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл – триатлон енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ.
Шупашкар районӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Кӳкеҫре тата Ишлейре искусственнӑй сийлӗ футбол уйӗ тума палӑртнӑ. Унта ҫутҫанталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те выляма май пулӗ.
Футбол уйӗ 60х100 метр калӑпӑшлӑ пулӗ. Уҫӑ трибуна ҫинче 100 ҫын вырнаҫӗ. Хутса ӑшӑнакан вырӑнта тренер пӳлӗмӗ, хывса тӑхӑнмалли пӳлӗм тата душ пулӗҫ. «Ҫӗнӗ футбол уйӗсем спортӑн ҫак тӗсне пирӗн районта аталантарма ҫӗнӗ хӑват парӗҫ», - тенӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ.
Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енре искусственнӑй сийлӗ 10 футбол уйӗ тума палӑртнӑ. Ку тӗллевпе 500 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаева Григорий Дрозд боксер «Бей первым» кӗнеке парнеленӗ. Раҫҫей Общество палатин пайташӗпе тӗл пулу паян ЧР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ. Автобиографилле кӗнекере боксерӑн пурнӑҫӗнчи ҫитӗнӗвӗсемпе ҫухатӑвӗсем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.
Григорий Дрозд — ҫӗршыври профессилле паллӑ боксер, тӗнче тата Европа чемпионӗ, тай боксӗ енӗпе спортӑн тава тивӗҫлӗ маҫтӑрӗ. Халӗ Григорий Дрозд Кемӗр облаҫӗнче тата Раҫҫейре бокс тата тай боксӗ аталантарссипе тӑрӑшать.
Икӗ ҫул каялла Григорий Дрозд Чӑваш Ене килсе кайнӑ. Ун чухне хӑна боксерсем валли ӑсталӑх сехечӗ ирттернӗ. Хальхинче вӑл, РФ Общество палатин пайташӗ пулнӑ май, пирӗн тӑрӑхра «Трезвая Россия» (чӑв. Урӑ Раҫҫей) федераци проектне пурнӑҫа кӗртме сӗннӗ. Ку проект ҫамрӑксем хушшинче алкоголизма хирӗҫле меропирятисем ирттерессипе ҫыхӑннӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 3-4-мӗшсенче Шупашкарта Раҫҫейӗн допинга хирӗҫ агентстви (РУСАДА) семинар ирттернӗ.
Икӗ кунлӑх вӗрентӗвӗн малтанхи кунӗнче Республикӑн медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрӗ ӗҫченӗсене йыхравланӑ, тепрехинче — спорт шкулӗсен ертӳҫисене, вӗсен вӗренӳпе спорт енӗпе ӗҫлекен ҫумӗсене, тренерсене тата спортсменсене.
Республикӑн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, РУСАДА специалисчӗсем усӑ курма юраман препаратсен списокӗпе паллаштарнӑ, тухтӑрсен яваплӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, допинга хирӗҫ правилӑсене пӑснипе ҫыхӑннӑ йӗркене уҫӑмлатнӑ. Семинара пирӗн республикӑри 600-е яхӑн ҫын, ҫав шутра 400 ытла спортсмен, хутшӑннине пӗлтерет ЧР Спорт министерствин пресс-служби.
Чӑваш Енри гимнаста тата унӑн тренерне пӗлтӗрхи ҫитӗнӳшӗн кӑҫал преми пама йышӑннӑ. Сӑмах Владислав Поляшов спорт гимнасчӗпе Анатолий Васильев тренер пирки пырать.
Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 21-24-мӗшӗсенче Германири Котбус хулинче Спорт гимнастики енӗпе иртнӗ тӗнче кубокӗнче Владислав ҫӗнтернӗччӗ. Уншӑн ӑна республика хыснинчен 75 пин тенкӗ преми парӗҫ, Анатолий Васильева — 37500 тенкӗ.
Йышӑнӑва паян, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Ен премьер-министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Владислав Поляшова Михаил Игнатьев Элтепер тӗл пулӑва чӗннӗччӗ. Раҫҫейри арҫынсен команди (йышра ентешӗмӗр те пулнӑччӗ) пӗлтӗрхи кӗркунне тӗнче чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ май Михаил Игнатьев В. Поляшова саламланӑччӗ. Ылтӑн медале тивӗҫнӗ ятпа спортсменсем патне ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин телеграмма янӑччӗ.
Йӑлана кӗнӗ «Йӗлтӗр йӗрӗ» кӑҫал та иртӗ. Малтан пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ҫитес шӑматкун, пулмаллаччӗ. Анчах спорт акцине каярах куҫарма шутланӑ. Ҫакна РФ Спорт министерстви тума сӗннӗ, региона ҫыру ярса панӑ. Ҫакна ведомство юр сахал пулнипе ҫыхӑнтарнӑ.
«Йӗлтӗр йӗрӗ» массӑллӑ мероприятие Чӑваш Енри пур районта та урӑх куна куҫарӗҫ. Кӳршӗ регионта, Чулхула облаҫӗнче, спорт акцийӗ нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ.
Ҫапӑҫу искусствисен пӗтӗм тӗнчери комитечӗн пайташӗсем Шупашкарти спорт объекчӗсене тата инфраструктурине тӗрӗслеҫҫӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ.
Ҫапӑҫу искусствисен пӗтӗм тӗнчери комитечӗн пайташӗсем пирӗн республикӑна комитет президенчӗпе Ри Ен Сонпа килсе ҫитнӗ. Пӗр-пӗринпе хирӗҫ тӑрса кӗрешекенсен пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртӑвне 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ирттерме палӑртнӑ.
«Пирӗн хулара тхэквондо енӗпе тӗнче кубокӗ, WKC каратэ енӗпе Европа чемпионачӗ тата тӗнче кубокӗ иртӗҫ. Ӗҫтӑвкомӑн пухӑвӗ тата IMGC 11-мӗш конгресӗ пулӗ», — тесе ҫырнӑ Алексей Ладыков. «Шупашкарта эпӗ пӗрремӗш хут. Паян эпир спорт объекчӗсене пӑхса ҫаврӑнтӑмӑр. Вӗсем ӑмӑрту рттерме хатӗр», — ҫапла хакланӑ Ри Ен Сон.
Пирӗн спортсменсем, Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев, каллех чи лайӑххисен йышне кӗнӗ. Вӗсем фристайл енӗпе иртнӗ Раҫҫей Кубокне хутшӑннӑ.
Тупӑшу Челепи облаҫӗнчи Миассе хулинче иртнӗ. Ӑмӑртӑвӑн юлашки кунӗнче Лана Прусаковӑпа Дмитрий Мулендеев арҫынсемпе хӗрарӑмсен хушшичне чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Вӗсем фристайлӑн чи йывӑр тӗсӗсенчен пӗринче – биг-эрйрта – тупӑшнӑ.
Сӑмах май, унччен Ланӑпа Дмитрий слоуп-стайл дисциплинӑра маттур пулнӑ.
Паян Шупашкарта «Спортивное долголетие» (чӑв. Спортри вӑрӑм ӗмӗр) спартакиада пуҫланнӑ. Унта аслӑ ҫулхисем хутшӑнаҫҫӗ. Ҫулланнисен ӑмӑртӑвне Чӑваш Енӗн Спорт министерстви тата Раҫҫей пенсионерсен союзӗн регионти уйрӑмӗ йӗркеленӗ.
Паянхи ӑмӑртура теннисла выляса ӑмӑртнӑ.
Паянхи ӑмӑрту Шупашкарта иртет. Унта районсемпе хуласенчен 50 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ. «Спартак» спорт шкулӗнче вара шашка-шахмат вылякансем, пурӗ 80 ытла ҫын, пухӑннӑ. Вӗсем те — асли ҫулхисемех. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене тӳре-шара саламланӑ, хастарлӑхшӑн ырланӑ.
Спартакиадӑн тепӗр тапхӑрӗсенче пульӑран перес, йӗлтӗрпе ӑмӑртас, ишес, дартс, волейбол, мини-футбол, ҫӑмӑл атлетика тата хутӑш эстафета енӗпе тупӑшассисем пулӗҫ.
Ҫак кунсенче Шупашкарти В.С. Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче йывӑр атлетика енӗпе Чӑваш Енӗн Кубокӗн тата ӑмӑртӑвӗн медалӗсене выляттарнӑ. Унта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Патӑрьел районӗнчи 50 ытла спорстмен хутшӑннӑ.
Ӑмӑртӑва арҫынсемпе хӗрарӑмсен тата 18 ҫамрӑкрах хӗрсемпе каччӑсем хушшинче ирттернӗ. Чӑваш Ен кубокӗнче ылтӑн медале ытларах Шупашкарти йывӑр атлетсем тивӗҫнӗ. Хӑйсен виҫе категорийӗсенче Анатолий Иноходов (61 кг виҫе категорийӗ), Юрий Тимофеев (67 кг), Александр Мышов (73 кг), Ринат Гадилов (89 кг), Кирилл Коркин (96 кг), Андрей Каюков (109 килограмран пысӑкрах виҫе категорийӗ). 55 килограмлӑ виҫере Ҫӗнӗ Шупашкарти Андрей Портнов ҫӗнтернӗ. Вӑрнар районӗнчи Артур Афанасьев тата Андрей Алексеев 81 тата 102 килограмшарлӑ виҫере палӑрнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |