Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш вӑтам шкулӑн стадионне нумаях пулмасть тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ. Халӗ унта ют ҫынсене кӗртме пӑрахнӑ.
«Стадион алӑкне мӗншӗн питӗрсе илнӗ? Нумаях пулмасть ҫеҫ уҫнӑ марччӗ-и, халӗ унта кӗртмеҫҫӗ», — ыйтнӑ хулари «Грани» хаҫатран пӗри. Кӑларӑм ыйту хуравне шыранӑ.
Стадиона юсаса ҫӗнетмелли конкурсра пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче «Прайд» общество ҫӗнтернӗ. Реконструкци хакӗ — 29 миллион тенкӗ ытларах. Подрядчик ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫласа ӗлкӗрейменрен стадиона кӑҫал ҫеҫ уҫнӑ.
Спорт сооруженийӗпе шкул ачисем тата 2-мӗш спорт шкулӗн воспитанникӗсем усӑ кураҫҫӗ. Уроксем хыҫҫӑн тата канмалли кунсенче стадиона питӗрсе илеҫҫӗ. Ҫавӑн официаллӑ сӑлтавӗ — вандализм. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Пулатов шухӑшланӑ тӑрӑх, ватма юратакан ҫынсем нумай мар, пӗр 20-30 ҫын.
«Эпир ку стадиона юсаса ҫӗнетессе тем пекех кӗтрӗмӗр, ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ савӑнса пӗтереймеҫҫӗ. Хулигансенчен сыхланса ҫитерейместпӗр — хӑть камера вырнаҫтарса тух. Шупашкарти «Олимпийский» стадионти пек мӗнпе те пулин сӗрсе тухмалла мар-ши тесе те аптӑранӑ енне пуҫ вататпӑр. Питех те варалакан, ҫумӑрпа хӗвеле парӑнман, анчах сиенсӗр тата усал шӑршӑсӑр солидол е литол пирки шухӑшлатпӑр», — тенӗ физкультура учителӗ Михаил Ананьев.
Шуашкар районӗнчи Кӳкеҫре вырӑнти хастарсем Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫулсеренех чупу йӗркелеҫҫӗ.
Ҫӑмӑл атлетсен ӑмӑртӑвне кӑҫал та ирттерме палӑртнӑ. Унта спорта юратакан тӗрлӗ ҫулхи ҫынсем тухма пултараҫҫӗ. Тупӑшса чупни кирлӗ мар. Чи кирли — хутшӑнни.
Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ чупӑва хутшӑнас кӑмӑллисен ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Кӳкеҫри «Улӑп» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче ирхи 7 сехетрен пуҫласа 7 сехет ҫурӑччен пуҫтарӑнмалла.
Старт 8 сехет те 30 минутра Иккассинчен тытӑнӗ. Ҫапла вара спортсменсем «Иккасси-Кӳкеҫ» маршрутпа чупса тухӗҫ. Вӗсем район центрӗнчи Паллӑ мар салтак ячӗпе лартнӑ палӑк умне ҫитсе чарӑнӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Чӑваш Енре хӑвӑрт утас енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ тата первенстви иртӗ. Ӑмӑртусем Шупашкарта Мускав ҫыранӗ хӗрринче тата "Олимпийский" стадионта пулӗҫ.
Пӗрремӗш кунхине спортменсем Атӑл хӗрринче старта тухӗҫ. Унта арҫынсемпе хӗрарӑмсем, юниорсем 35 тата 20 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарӗҫ.
Тепӗр кунхине стадионта ӑмӑртӗҫ. Унта спортсменсен 3, 5 тата 10 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарма тивӗ, арҫынсемпе хӗрарӑмсем, юниорсем тупӑшӗҫ.
Сӑмах май, Раҫҫей шайӗнчи ҫак ӑмӑртусем пӗлтӗр те Шупашкарта иртнӗччӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче роллер йӗлтӗрпе ярӑнма ятарлӑ ҫул тӑвасшӑн.
Ҫав ҫул 4 ҫухрӑма яхӑн тӑршшӗ пулӗ. Хулари тӳре-шара ӗҫе пурнӑҫлама 915 миллион тенкӗ кирлӗ тесе пӗлтернӗ.
Роллер йӗлтӗрпе ярӑнмалли ҫула туса пӗтерсен унта Спортӑн хӗллехи тӗсӗсен центрӗнче вӗренекен ачасемпе ҫамрӑксем ирӗн-каҫӑн чупса хӑнӑхма пултарӗҫ тесе шанаҫҫӗ.
Шупашкарта кӑҫал Раҫҫей шайӗнчи шахмат ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Ҫӗршыври сумлӑ спортсменсем авӑн уйӑхӗн 10-23-мӗшӗнче пуҫтарӑнӗҫ.
Ҫав вӑхӑтра пирӗн республикӑн тӗп хулинче арҫынсен Раҫҫейӗн 75-мӗшӗнчи чемпионачӗ, хӗрарӑмсен 72-мӗш чемпионачӗ иртӗ.
Сумлӑ спорт мероприятине тивӗҫлипе хатӗрленсе ирттерме республикӑра ӗҫлӗ ушкӑн йӗркеленӗ. Ушкӑнӑн йӗркелӳпе техника ӗҫне Чӑваш Енӗн Спорт министерстви йӗркелесе пырассишӗн яваплӑ пулӗ.
2022 ҫулта муниципаллӑ спорт шкулӗсемпе учрежденийӗсен пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетес тӗлӗшпе республика бюджетӗнче 27,3 миллион тенкӗ ытла пӑхса хӑварнӑ.
Спорт объекчӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетмелли конкурса ярса панӑ муниципалитетсен заявкисене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫак укҫа-тенке 50% ытла кивелнӗ тӑватӑ спорт объектне тӗплӗ тата кулленхи юсава тума тивӗҫтернӗ.
Вӑрмар районӗнчи А.Ф. Фёдоров ячӗллӗ «Спорт ҫурчӗ» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗн ҫуртӗнче тӗплӗ юсава малалла ирттерме 11,6 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Объектри юсав ӗҫӗсене 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пуҫланӑ.
Тӗплӗ юсав ирттернӗ май ҫурт тӑррине, ӑшӑ тата шыв пӑрӑхӗсене, канализацие ҫӗнетнӗ, мӗнпур пӳлӗмсемпе нумай функциллӗ спорт залӗнчи стенасене якатса сӑрласа тухнӑ. Кӑҫал ҫурт питне юсаса ҫӗнетме тата урамри канализаци пӑрӑхӗсене улӑштарма палӑртнӑ.
Пысӑк юсав ӗҫӗсем Шупашкар хулинчи Машин тӑвакансен тӑкӑрлӑкӗнче вырнаҫнӑ «Восток» физкультурӑпа спорт комплексӗнче пуҫланӗҫ.
Проектпа килӗшӳллӗн ҫуртӑн фасачӗпе тӑррине тӗпрен юсама палӑртнӑ. Спорткомплексра урайсене тата вентиляци системине тӗпрен ҫӗнетме шутлаҫҫӗ.
Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури хоккей матчӗ вӑхӑтӗнче спортсмен вилнӗ тӗслӗхпе тӗпчев пуҫарнӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти Пӑр керменӗнче хоккей вӑййи иртнӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫынна япӑх пулса кайнӑ, кӑштахран вӑл куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Прокуратура тӗпчевҫисем вӑйӑҫ мӗн сӑлтавпа вилнине палӑртӗҫ, спорт объектӗнче вӑййа хутшӑнакансене медицина пулӑшӑвӗ парассине епле йӗркеленине тӗрӗслӗҫ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи «Шупашкар Арена» пӑр керменӗнче «Легенды спорта Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн спорт легендисем) музей ӗҫлеме тытӑннӑ. Ӑна Пӑр керменӗн фойинче вырнаҫтарнӑ.
Музейри экспозицисемпе Шупашкарти 14-мӗш кадет шкулӗнчи 10-мӗш класра вӗренекен ҫамрӑксем паллашнӑ. Экскурсовод пулса экспонатсемпе ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче тата Европа чемпионки, Шупашкарта вырнаҫнӑ Республикӑн олимп резервӗллӗ 8-мӗш спорт шкулӗн директорӗ Алина Иванова паллаштарнӑ.
«Сӑнӳкерчӗксем, тренировкӑсен планне алӑпа ҫырса хунисем, чемпионсен майкисем, сумлӑ ӑмӑртусенчи кубоксемпе медальсем чӑваш спортсменӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштараҫҫӗ, истори эткерлӗхӗпе мӑнаҫланма пулӑшаҫҫӗ», — тенӗ ӗнерхи сумлӑ спортсменка.
Тин кӑна Дмитрий Мулендеев фристайлҫӑ Чӗлепи облаҫӗнчи Миасс хулинче иртекен Раҫҫей кубокӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл ун чухне «слоуп-стайл» дисциплинӑра тупӑшса мала тухнӑ.
Паян Дмитрий «биг-эйр» дисциплинӑра ӑмӑртнӑ. Пирӗн ентеш финиша чи малтан ҫитнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Красноярск крайӗнчи Артем Дулов йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшне – Питӗрти Максим Сенкевич.
Аса илтерер: Дмитрий Мулендеев ӑсталӑхне Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче туптать.
Пӗлтӗр сезон вӗҫенче Лана Прусакова фристайлҫӑ аманнӑ. Ҫавна пула вӑл ӑмӑртусене хутшӑнайман. Лана тинех спорта таврӑнать.
Спортсменка ака уйӑхӗн 1-7-мӗшӗсенче Чӗлепи облаҫӗнчи "Солнечная долина" ту йӗлтӗр спорчӗн комплексӗнче иртекен Раҫҫей Кубокне хутшӑнать. Унпа пӗрле тепӗр фристайлҫӑ Дмитрий Мулендеев та каять.
Сӑмах май, Мулендеев Пекинра иртнӗ Олимп вӑййисене хутшӑнайман, унтс лекеймен. Икӗ эрне каялла вара Раҫҫей чемпионатӗнче слоуп-стайл дисциплинӑра - ылтӑн, биг-эйр дисциплинӑра кӗмӗл медальсем ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |