Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Кира Езех — чӑваш хӗрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 17.02.2014 17:22 | 1532 хут пӑхнӑ
Спорт Кира Езех
Кира Езех

Керлингпа кӑсӑкланакансем Раҫҫей хӗрӗсен командин йышӗнче илемлӗ те хура сӑнлӑ мулаткӑна сӑнанах пулӗ. Мускав пикине Нкеирука Езех тесе чӗнеҫҫӗ, тӑванӗсемпе юлташӗсемшӗн — Кира. Вӑл чӑваш хӗрӗпе негр каччин юратӑвӗн ҫимӗҫӗ.

Унӑн амӑшӗ — Чӑваш Енрен, Етӗрне районӗнчи Тури Ачакран. 30 ҫул каялла вӑл Мускаври пӗр техникумра вӗреннӗ чухне М.Ломоносов ячӗллӗ университетра пӗлӳ илекен Нигери ҫыннипе паллашать, каярах вӗсен хӗр ҫуралать. Ӑна Нкеирука ят параҫҫӗ, хамӑрла вӑл Шанӑҫпи тенине пӗлтерет. Анчах ачи ҫулталӑк ҫурӑра чухне ашшӗ тӑван ҫӗршывне тухса каять, ҫавӑнтанпа вӗсен ҫыхӑну татӑлать.

Кира Езех — спортӑн тӗнче класлӑ мастерӗ, Олимп резервӗсен ятарлӑ «Москвич» спорт шкулӗнче О.Андрианова тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл — ҫӗршыв чемпионки, Европа чемпионки (2006, 2012), Пӗтӗм тӗнче Универсиадин призерӗ (2007, 2009). Олимп вӑййисене виҫӗ хут хутшӑннӑскер кӑҫал Сочири Олимпиадӑна парӑнтарасшӑн. Каласа хӑварас пулать — ку енӗпе ушкӑнӑн хальлӗхе ӗҫ ҫыпҫӑнсах пымасть-ха, темиҫе вӑййа вӗсем выляса ячӗҫ.

#спорт, #олимп вӑййисем, #Етӗрне районӗ, #Тури Ачак, #Мускав, #керлинг

 

Комментари:

Agabazar // 4010.15.3371
2014.02.17 23:31
Agabazar
Чăваш юнĕ 50%.
Ку хĕр хăй пирки нихçан та "эп чăваш" темен. Е тенĕ-ши? Çук пуль.
киремет // 3847.15.7599
2014.02.18 20:40
хальхи çын хăйне "юнаран чăваш", чĕлхерен чăваш" е "тĕнрен чăваш" теме пултарать. Юн, чĕлхе тата тĕнĕ пĕр килсен– "чăн чăваш" е "çу-çăваç" пулать. Çу-çăваç шучĕпе юнпа çурри чăваш - çăваç мар, ют тĕне кĕни те - çăваç/чăваш мар. Чĕлхесĕр чăваш, хăй тĕнĕпе те юнĕпе чăваш пулсан - çăваç ятне çĕклеме пултарать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем