Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Раҫсей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисткин, Чӑваш Республикин халӑх артисткин, Раҫҫейӗн Патшалӑх премийӗн лауреачӗн Валентина Ситовӑн юбилей каҫне йыхравлаҫҫӗ. Уяв К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.
Юбилей каҫӗнче артистка Борис Дроздӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп» спектакльти Мурова сӑнарне калӑплӗ. Спектакль режиссерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов.
Валентина Ситова 1960 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр аслӑ училищинче вӗреннӗ. 1983 ҫулта ӑна Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппине йышӑннӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ премьерӑна йыхравлать. Вӑл юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулӗ. Куракансене «Чи хаклӑ пуянлӑх» историллӗ легендӑна чӗнеҫҫӗ.
«Этемлӗх ӗмӗрӗнче ҫут тӗнчерен мӗн чухлӗ халӑх ҫухалнӑ-ши! Вӗсен кашнин хӑйӗн сӑн-сӑпачӗ: культури, чӗлхи, йӑли-йӗрки пулнӑ. Чӑваш халӑхӗ тӗрлӗ ахӑрсамана витӗр хурҫӑ пек туптанса тухса хӑйне хӑй упраса хӑварма пултарнӑ. Мӗнле майпа? Несӗлсем пилленӗ чи хаклӑ пуянлӑха – ӑс-хакӑл ҫирӗплӗхне, вӑй-халне, вышкайсӑр паттӑрлӑхне – ҫухатманнине пула. Пирӗн, паянхи кун пурӑнакансен, чӑваш халӑхӗ малашне те пултӑр тесен ҫакна тӗпе хумалла та.
«Чи хаклӑ пуянлӑх» историллӗ легенда чӑвашсен иксӗлми вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗсене уҫса кӑтартать», — тесе пӗлтернӗ театр Фейсбукра.
Паян, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем сцена ҫинче «Кӗтӳҫ» премьерӑпа тухӗҫ. Ӑна Владислав Николаев пьесипе лартнӑ.
Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ ҫак автора театра юратакансем аван пӗлеҫҫӗ. Унӑн хайлавӗ тӑрӑх Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартнӑ «Пихампар чунӗ манра» мюзикла та куракансем кӑмӑлласа йышӑннӑччӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑскер хальхи вӑхӑтра журналист пулса ӗҫлет. Владислав Николаев юптарусем ҫырать, ытти жанрпа та ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.
Хальхи трагикомедие Василий Иванов режиссер лартнӑ, художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев.
Паян, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн художник-постановщикӗ Светлана Иванова-Зверева 60 ҫул тултарнӑ.
Светлана Геннадьевна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен 1985 ҫулта вӗренсе тухнӑ. 1994-2013 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче художник-бутафорта тӑрӑшнӑ. 2013 ҫултанпа вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче художник-постановщик пулса вырнаҫнӑ.
Светлана Геннадьевна сценографисем, тумтирсен эскизӗсене хатӗрлет. Юбиляра ыран, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакль вӑхӑтӗнче саламлӗҫ.
Ыран, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 103-мӗш театр сезонӗ уҫӑлӗ. Культура учрежденийӗнче ку спектакль 16-мӗш сезон пырать.
Спектакльте Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Карпов унччен Ванюк рольне калӑпланӑ, халӗ вӑл Ҫтаппан сӑнарне вылӗ. Елюк рольне калӑплама Оксана Драгунова ҫамрӑк артиста сӗннӗ, Ванюк ролӗнче те – ҫамрӑк артист, Сергей Павлов.
Спектаклӗн режиссерӗ тата художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев, спектакльте Федор Павлов юрри-кӗвви янӑрать.
Ыран, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Ҫӗн мӑшӑрӑн ҫӗр кӗске» камитне кӑтартӗҫ. Вӑл театрӑн пысӑк залӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Пьеса авторӗ — Николай Сидоров, режиссёрӗ — Дмитрий Петров.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «упӑшкипе арӑмӗ, Кахвун (Агафон) тата Акаҫҫи Курочкинсем, пилӗк хӗрӗнчен чи кӗҫӗннине качча панӑ хыҫҫӑн хӑйсем ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑччӗ кӑна, Ирина ҫамрӑк упӑшкине пӑрахса каялла таврӑнать. Ку ҫеҫ те мар-ха: аслӑ хӗрӗ Венера та ашшӗ-амӑшне «савӑнтарма» тӑван килне таплаттарса ҫитет! Савмасӑр качча тухнӑскер, ҫамрӑк хӗрарӑм хӑйӗн малтанхи юратӑвне кӗтет. Чуна ҫывӑх ҫынна шыраса тупас, юратӑва упраса хӑварас тесен мӗн чухлӗ вӑй хумалла-ха? Ҫакӑн пек ыйту кӑларса тӑратать куракан умне Ҫамрӑксен театрӗн пултарулӑх ушкӑнӗ».
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче кӗҫех ҫӗнӗ спектакль хатӗрлесе ҫитерӗҫ. Вӑл «Шуйттан чури» ятлӑ.
Хальхи вӑхӑтра декорацисене тата геройсен ҫипуҫӗсене хатӗрлесе пӗтернӗпе пӗрех. Спектакле республика Элтеперӗн укҫипе лартаҫҫӗ. Ӗҫӗн режиссерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева.
Спектакль валли театр ятарласа чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене: купӑс, тункӑр, шӑкӑртма, шӑпӑр вулли, параппан тата ыттине — туяннӑ.
«Шуйттан чури» трагедие Константин Ивановӑн вӗҫлеймен хайлавӗ тӑрӑх, унти шухӑшсене малалла аталантарса Ухсай Яккӑвӗ ҫырнӑ. Унти сӑнарсенчен пӗри пуянлӑхшӑн чунне шуйттана пама хатӗр.
Спектакле куракансем патне юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче илсе ҫитерме палӑртаҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче нумаях пулмасть художество тата техника канашӗсем пухӑва пуҫтарӑннӑ. Унта Мускаври Евгений Никоноров художник хутшӑннӑ.
Мускаври театрсемпе ҫыхӑну тытакан художник премьерӑна епле курнипе паллаштарнӑ. Ӳнерҫӗ декорацисенчен, пуканесенчен тата сценӑран пӗрлехи ӳкерчӗк йӗркелеме сӗннӗ. Спектакле куракансем патне 2021 ҫулхи пӗрремӗш кварталта ҫитерме палӑртаҫҫӗ.
Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи специалиста «В стране Хахатании» спектакле лартма йыхравланӑ. Пьеса авторӗ – театр ветеранӗ Зоя Никонорова. Спектакле театрӑн илемлӗх ертӳҫи, Юрий Филиппов режиссер-постановщик икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла – лартасшӑн.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫӗнӗ спектакль хатӗрлесе ҫитернӗ.
Премьерӑпа ӗҫлеме театрта унчченех тытӑннӑ. Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ вӑхӑтра, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗ хыҫҫӑн, культура учрежденийӗн ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркелеме тивнӗ. Ҫапла вара Николай Сидоровӑн «Ҫӗн мӑшӑрӑн ҫӗр кӗске» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ камите куракан патне ҫитересси вӑраха тӑсӑлнӑ. Ҫӗнӗ спекталкьпе артистсем пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче сцена ҫине тухма ӗмӗтленнӗ-ха. Анчах шухӑшланӑ пек пулайман.
Ҫӗнӗ ӗҫе Дмитрий Петров режиссер лартнӑ. Спектакльте театрти мӗнпур артист вылять.
Паян Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн коллективӗпе тӗл пулнӑ.
Театр директорӗ Елизавета Абрамова палӑртнӑ тӑрӑх, культура учрежденийӗн кӑҫалхи юбилей ҫулӗнче ӗҫ планне улӑштарма тивнӗ. Ҫакӑ кӑшӑлвирус алхаснине пула ӗҫе онлайн-мелпе ирттерме тивнипе ҫыхӑннӑ. Апла пулин те пурнӑҫ чарӑнса ларман. Сӑмахран, кӑҫалхи иккӗмӗш ҫур ҫулта иртекен «Чӗнтӗрлӗ чаршав» театр конкурсне хутшӑнмалла, театр специалисчӗсен квалификацине ӳстермелле.
Театрӑн илемлӗх ертӳҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов ҫӗнӗ спектакльсемпе ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ, хӑшӗсене 2021 ҫула куҫарма тивнине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |