Чӑваш патшалӑх академи драмӗ театрӗ черетлӗ 99-мӗш сезона авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче уҫма палӑртса хунӑ. Кӑҫалхине Константин Иванов ячӗллӗ театр И.С. Максимов-Кошкинскийӗн «Константин Иванов» пьеси тӑрӑх лартнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектаклӗпе пуҫлӗ.
Ку постановкӑна театр вилӗмсӗр классикӑмӑр Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа лартнӑччӗ. Спектакльте ҫамрӑк пуҫӗпе ҫавӑн пек поэма ҫырса хӑварма пултарнӑ маттур ҫинчен кӑна мар, Максимов-Кошкинский сӑнарне те кӑтартма тӑрӑшнӑ.
Чӑваш сценин театрӗ ҫине ку спектакле ҫӗнӗрен кӑларнӑ хыҫҫӑн хальлӗхе 18 хутчен кӑтартнӑ. Театртисем пӗлтернӗ тарӑх, ӑна курма ултӑ пине яхӑн ҫын пынӑ. Ҫамрӑксем те ку ӗҫпе кӑсӑкланнине палӑртмалла.
Ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ сезон авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче уҫассине эпир пӗлтернӗччӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗнӗ сезона ҫӗнӗ спектакльпе уҫать. Чаршава 84-мӗш хутчен уҫма «РэПКА» юрӑллӑ-кӗвӗллӗ юмаха суйласа илнӗ.
Ҫапла, спектаклӗ пурте мӗн пӗчӗкрен пӗлекен ҫарӑк пиркиех. Анчах Ҫамрӑксен театрӗ ӑна урӑхла лартма шантарать. Ӗҫе Егор Шашин композиторпа, Борис Лагода либретто авторӗпе, Наталья Шамбулина режиссерпа пӗрле пурнӑҫланӑ. Наталья Шамбулинӑна режиссер тесе йӑнӑш ҫырнӑ теме кирлӗ мар. Ҫапла, хальхинче ҫак актер хӑйне режиссер пек кӑтартӗ.
Детектива ҫавӑрнӑ юмахра Чӑваш Республикин халӑх артистки Полина Чамжаева, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Николай Дмитриев, Татьяна Зайцева-Илина выляҫҫӗ. Тата, паллах, театрӑн ытти артисчӗ те сцена ҫине тухӗ.
Спектакле 10 тата 13 сехетсенче пӗчӗк залра кӑтартӗҫ.
Шупашкарта ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ пуҫласа иртет. Вӑл авӑн уйӑхӗн 19—23-мӗшӗсенче пулмалла.
«Сказочная палитра» (чӑв. Юмах палитри) театр форумне Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ республикӑн Культура министерстви пулӑшнипе йӗркелет. Фестивале Хусанти, Йошкар-Олари, Чӗмпӗрти, Шупашкарти ҫамрӑксен театрӗсем тата Саранскри наци драма театрӗ хутшӑнмалла. Театр форумӗ вӑхӑтӗнче спектакльсене наци чӗлхисемпе: чӑвашла, тутарла, ҫармӑсла — кӑтартӗҫ. Вӗсене вырӑсла синхрон мелӗпе куҫарӗҫ.
Фестивальти спектакльсене Мускавран, Ӗпхӳрен ятарласа чӗнсе илнӗ критиксемпе: ӳнер пӗлӗвӗн кандиадачӗ Ирина Мягковӑпа тата Пушкӑртстан Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗпе Дина Давлетшинапа — сӳтсе явӗҫ. Форума хутшӑннӑ спектакльсене тата артистсене тӗрлӗ номинаципе чыслассине те палӑртса хунӑ.
Авӑн уйӑхӗн 10–13-мӗшӗнсенче Чӑваш Енре Мускаври спектакльсене кӑтартӗҫ. «Большие гастроли 2016» (чӑв. Пысӑк гастроль – 2016) федераци проектне пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫӗршывӑн тӗп хулинчен А.С. Пушкин ячӗллӗ драма театрӗ килсе ҫитӗ.
Асӑннӑ программӑна ытти театр та хутшӑннине палӑртмалла. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пуҫланса чӳк уйӑхӗ таран тӑсӑлаканскере Мускаври, Питӗрти, Ярославльти драма, музыка тата пукане театрӗсене явӑҫтарнӑ.
Шупашкарти куракансем Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫитсе «Тартюф» (авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра), «Семейка Краузе» (авӑн уйӑхӗн 11 тата 12-мӗшӗсенче 18 сехет те 30 минутра) спектакльсене курайӗҫ, Улатӑрти культура ҫуртӗнче авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑтартӗҫ, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗнче Пушкин ячӗллӗ театр артисчӗсемпе тӗлпулу йӗркелӗҫ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ кӑҫал, асӑрханӑ тӑрӑх, ҫулла та спектакльсене йыхравлать. Ҫак кунсенче кӑна унта темиҫе спектакль кӑтартрӗҫ. Тепӗр икӗ кунтан, утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра, «Сансӑрах санпа» премьерӑна куракан патне ҫитерӗҫ.
Пьеса авторӗ — Александр Пӑртта. Ку автор ӗҫӗсене вӑл тӑрӑшакан тӑван, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче кӑна мар, академи драма театрӗн сцени ҫине те кӑлараҫҫӗ.
Хальхи премьера — мистикӑллӑ драма. Унти ӗҫ-пуҫ паянхи саманара, Сурхури уявӗ тӗлӗнче, пулса иртет. Упӑшкисӗр тӑрса юлнӑ Маруҫ мӑшӑрӗ вилнине йышӑнаймасӑр асапланать. Вӑл арҫын мӗне пула леш тӗнчене ӑсаннине пӗлесшӗн ҫунать.
Спектакле театрӑн художество ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев лартнӑ.
Укҫа тесен чылайӑшӗ пуҫа ҫухатма хатӗр. Уншӑн ҫынсене ӳпкелеме те пӗлмелле мар-тӑр — паянхи саманара пурнӑҫӗ укҫа ҫинче тытӑнса тӑрать те... К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн «Укҫа чул кастарать» спектаклӗнче те ҫав шухӑшах палӑрать. Камитре амӑш укҫишӑн тӑванпа тӑван тупӑшать.
Ыран ку спектакле театр артисчӗсем Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкере кӑтартӗҫ.
Яла спектакльпе СССР халӑх артистчӗ Вера Кузьмина, РСФСР тата ЧАССР халӑх артисчӗ Нина Яковлева, Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ Геннадий Медведев, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Надежда Воюцкая тата Александр Демидов, Надежда Зубкова, Василий Иванов, Николай Котеев актерсем ҫитӗҫ. Ҫу каҫиччен артистсем ытти тӑрӑха та ҫитсе килме палӑртаҫҫӗ
Шупашкарта Сергей Безруков актер каллех пулнӑ. Ку — иккӗмӗш визит. Артист пирӗн патра нумай вӑхӑт пулман пулин те кӳлмеке кайма, ӳнер галерейипе паллашма ӗлкӗрнӗ.
Унтан Сергей Безруков Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «И жизнь, и театр, и кино» моноспектакльте вылянӑ. Артист ҫав кунах Мускава тухса кайнӑ.
Вӑл Шупашкарти илемлӗ вырӑнсенче сӑн ӳкерӗнме ӗлкӗрнӗ. Актер вӗсене Фейсбука кӑларса хунӑ, Шупашкар илемлӗ хула пулни пирки ҫырнӑ. Атӑл хӗрринче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне Сергей Безруков тӑван хулине аса илнӗ. Вӑл Чулхула облаҫӗнчи Лысково хулинче ҫуралса ӳснӗ.
Спектакль ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ тепӗр икӗ кунтан, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, черетлӗ сезона хупассине маларах пӗлтертӗмӗр-ха. Ҫав кун вӑл кӑна мар, республикӑри тепӗр паллӑ театр та, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ, кураканпа кӗркуннеччен сывпуллашӗ.
Маларахри сезонсене ку учреждени ялан «Ялта»" спектакльпе уҫса хупнипе тепӗр куракана ывӑнтарнӑччӗ те. Кӑҫалхи 98-мӗш сезона Иоаким Максимов-Кошкинский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакльпе хупӗ.
Кунта Константин Иванов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Унтах — «Нарспи» поэма епле ҫурални ҫинчен те. Иван Яковлев пирки те каласа кӑтартнӑ.
Тӗп сӑнара Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов калӑпланӑ. Рольсенче ҫавӑн пекех — Оксана Драгунова (Праски), Сергей Павлов (И.Я. Яковлев), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Иванов (Иоаким Максимов), Василий Иванов (Федор Павлов).
Тепӗр икӗ кунтан, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ 83-мӗш сезона Николай Сидоровӑн «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен» камичӗпе черетлӗ сезона хупать.
Вӑл спектакле, аса илтеретпӗр, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 20 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн тепӗр хутчен сцена ҫине тавӑрнине эпир пӗлтернӗччӗ. Унта малтанхи савнисен 20 ҫул хыҫҫӑнхи пурнӑҫӗ кӑна мар, вӗсен ачисен пурнӑҫӗ те сӑнланнӑ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кулленхи ӗҫре ҫӗнӗрен те ҫӗннине шыраса тупсах тӑрать. Вӗсем пирки Чӑваш халӑх сайчӗ тӑтӑшах пӗлтерсе тӑчӗ. Ҫывӑх вӑхӑтри плансене илсен, Е. Шашинӑн тата Е. Муравьевӑн «Репка» спектакльне, О. Туркайӑн «Ален Делонне» лартма ӗмӗтленет.
Праски кинеми мӑнукне юлашки хут авлантарать. Сӑмахӑмӑр — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн «Праски кинеми мӑнкуне авлантарать» спектаклӗ пирки пырать.
Анатолий Чебанов пьесипе СССР халӑх артисчӗ, маларах асӑннӑ театрӑн тӗп режиссерӗ Валерий Яковлев лартнӑскер сцена ҫинче вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулчӗ. 20 ҫул каяллах пуҫласа лартнӑ спектакльти шӳтсем вӑл вӑхӑтри саманана ҫывӑх пирки паян ансатраххӑн туйӑнсан та латсӑр мар. Ҫавӑнпа та куракансем ӑна паян кун та кӑмӑлтан йышӑнаҫҫӗ. «Праски кинеми мӑнукне авлантарать» — сцена ҫинче 16 ҫул пынӑ «Праски кинеми хӗр парать» спектаклӗн малаллахи пайӗ.
Театр ку спектакле юлашки хут ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче кӑтартӗ. Спектакльти тӗп сӑнара пултаруллӑран та пултаруллӑ, халӑх чӑннипех юратакан артист, чӑваш сценин чӑн-чӑн ҫӑлтӑрӗсенчен пӗри Нина Яковлева вылять. Куракансем унӑн шпагатне уйрӑмах кӗтеҫҫӗ. «Пулӗ», — шантарать театрӑн литературӑпа драматурги пайӗн ертӳҫи Галина Сидорова.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |