Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» премьерӑна кӑтартӗҫ.
Ку ӗҫе Михаил Сунталӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ. Спектакль Шупашкар районӗнче ҫуралса ӳссе тӗнчипе паллӑ ӑсчаха тухнӑ Никита Бичуринпа паллаштарать.
Никита Яковлевич хӗвелтухӑҫ халӑхӗн историне тӗпченӗ, ҫулҫӳревҫӗ пулнӑ, китай чӗлхине аван пӗлнӗ, Раҫҫейре синологие йӗркелесе яраканӗсенчен пӗри.
Ентешӗн ят-сумне тӑван тӑрӑхра ҫӳле ҫӗклессишӗн хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар районӗнче самай ӗҫ туса ирттерчӗҫ. Кӳкеҫре «Бичурин тата хальхи самана» музей уҫрӗҫ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартакан «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун» драма та Никита Бичурин ятне асра тытма пулӑшӗ.
Нумаях пулмасть Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артистки, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Ирина Архипова Мускавра пултарулӑх командировкинче пулнӑ. Ҫулҫӳреве Раҫҫейри Театр ӗҫченӗсен союзӗ парнеленӗ. Ҫак чыса артистка союз ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн тата юбилей ячӗпе тивӗҫнӗ.
Мускавра пулнӑ май сцена ӑсти Мусквари театрсенче пулнӑ. Сӑмахран, Раҫҫей академи ҫамрӑксен театрӗн «Горе от ума» спектакльне (ӑна Алексей Бородин режиссер лартнӑ) кайса курнӑ. А. Чехов ячӗллӗ МХАТра Питӗрти театр кӑтартнӑ «Литургия Зерро» спектакле пӑхнӑ, Е. Вахтангов ячӗллӗ театрта — «Король Лир» спектакле, Моссовет театрӗнче — «Ричард III», Мускаври оперетта театрӗнче — «Анна Каренина» мюзикла.
«Нарспи» поэма авторӗ К.В. Иванов, хӑй ҫырма палӑртнӑ произведенисенчен, 1907-мӗш ҫулхи тетрадӗнче «Шуйттан чури» ятлӑ виҫӗ пайлӑ трагедине кӗртнӗ. Поэт пулас трагеди планне те хатӗрлесе ҫитернӗ, кашни пайӗнче хӑй мӗн ҫинчен ҫырассине йӗркеленӗ, произведенин малтанхи пӗрремӗш пайне (пиччӗшӗ укҫашӑн шӑллӗне вӗлернине) сӑвӑ формипе калӑплама та ӗлкӗрнӗ. Ҫав сыпӑка кура, эпир поэтӑн пулас «Шуйттан чури» произведени мӗнле жанрта, мӗнле виҫепе пулмалла пулнине куратпӑр. Константин Иванов хӑй пултарулӑхӗнче драматурги жанрне те аталантарма пултарса («Икӗ хӗр» сӑвӑ, «Нарспи» поэмӑри ашшӗпе амӑшӗ тата Нарспи сцени) вӑл драмӑлла пысӑк трагеди ҫырма хатӗрленни паллӑ. Поэт палӑртнӑ тӑрӑх «Шуйттан чури» трагедин иккӗмӗш пайӗнче халӑх вӑрҫӑра вилнисене пытарать, анчах шуйттан килсе тухнипе ҫынсем тарса пытанаҫҫӗ, ун хыҫҫӑн вилнисен шӑтӑкӗсене чун сыхлавҫисем тӑпрапа витеҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш пайӗнче – ӗҫ-пуҫ ҫулталӑк иртсен. Амӑшӗпе икӗ ача пурӑнакан киле кӗрсе шуйттан вӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне вӗлерет. Анчах аҫа ҫапать те кунӑн чунне те илсе каять.
Паян, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Светлана Дмитриева ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалласа юбилей каҫӗ иртӗ.
Светлана Владимировна 1971 ҫулхи ҫул уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кошнаруй ялӗнче ҫуралнӑ. 1993 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ Театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах ҫамрӑк артистка Шупашкарти Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 30-а яхӑн театр сезонӗнче тӗрлӗ енлӗ нумай сӑнара калӑпланӑ. 2013 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки» ят панӑ.
Паян артисткӑн театрти юбилей каҫӗ «Ҫӗн мӑшӑрӑн ҫӗр кӗске» камитпе вӗҫленӗ.
Тутарстанри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче чӑваш спектакльне кӑтартӗҫ. Хусана К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Хӑвӑрт укҫа ҫавӑрать пуҫа» спектакльпе тухса кайӗ. Ӑна Александр Пӑртта драматург пьеси тӑрӑх лартнӑ.
Чӑваш спектакльне Хусанта кӑтартма пулӑшассишӗн асӑннӑ тӑрӑхри чӑваш хастарӗ Константин Малышев тӑрӑшать.
Спектакле синхронлӑ мелпе вырӑслана куҫарӗҫ. Апла пулсан ӑна чӑвашсем ҫеҫ мар мар, ытти халӑх ҫыннисем те пырса курайӗҫ.
Спектакль ыран, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, 19.00 сехетре пуҫланӗ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Совет Союзӗ ҫӗршывӗ ҫине фашистла Германи ешкерӗ тапӑнса килни 80 ҫул ҫитет. Ҫак вӑрҫӑ нуши-асапне фронтри ҫапӑҫусенче тӳссе ирттерсе сыхланса юлнӑ ӑру паян кунран-кун сахалланса та сахалланса пырать, «вӑрҫӑ ачисен» ӑрӑвӗ те – халь чи аслӑ ҫынсем. Анчах вӑрҫӑ историйӗ пире паян та калаҫтарать, шутлаттарать, унпа ҫыхӑннӑ асап йӗрӗ паянхи кун та пирӗн пурнӑҫ асӗнче. Патшалӑх архивӗсенче ҫӗнӗ документсене алла тытса вулама май килнипе вӑрҫӑ историйӗпе ҫӗнӗрен ҫӗнӗ тӗпчев ӗҫӗсем ҫырӑнаҫҫӗ, вӑрҫӑ темипе ҫӗнӗ кинофильмсем ӳкерӗнеҫҫӗ, следопытсен ӗҫӗ-хӗлӗ вӑрҫӑра вилнӗ чылай салтак виллине йӗрлесе тупса ӑна тӑван ҫӗре илсе килсе пытарма пулӑшать, нумаях пулмасть вӑй илнӗ «Вилӗмсӗр полк» акци халӑха пӗрлештерсе кашни киле пырса ҫапнӑ вӑрҫӑ нуши ҫинчен калаҫтарать, театрсенче вӑрҫӑ темипе лартнӑ спектакльсем кун ҫути кураҫҫӗ. Пирӗн чӑваш литературинче те вӑрҫӑ темипе ҫырӑннӑ произведенисем чылай темелле. Салтак нуши-асапне тӳссе вӑрҫӑ витӗр тухнӑ чӑваш писателӗсемпе поэчӗсем хӑй вӑхӑтӗнче чылай произведени кун ҫути кӑтартнӑ.
Паян — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Александра Зайцева ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче артисткӑн юбилейне халалласа К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче юбилей каҫӗ иртӗ. Саламсем хыҫҫӑн «Ай, мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» спектакле кӑтартӗҫ. Игорь Муренко пьеси тӑрӑх лартнӑ ҫав ӗҫре Александра Зайцева Шура сӑнарне калӑплӗ.
Александра Николаевна Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче 1961 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1978-1983 ҫулсенче вӑл Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинче вӗреннӗ. Унта театр тата кино актрисин ӑсталӑхне алла илнӗ. 1983 ҫултанпа Александра Зайцева К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет.
Паян, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Тутарстана гастрольпе тухса кайнӑ.
Кӳршӗллӗ регионта сцена ӑстисем 10 кун пулӗҫ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем Александр Пӑртта пьеси тӑрӑх лартнӑ «Хӑвӑрт укҫа ҫавӑрать пуҫа» камите тата Владимир Илюхов пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Как Настенька чуть кикиморой не стала» юмаха кӑтартӗҫ.
Гастроль Алексевски районӗнчи Алексеевское ялӗнче пуҫланӗ. 10 кунта артистсем Тутарстанри тӗрлӗ сцена ҫине 18 хутчен тухӗҫ.
Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ Сергей Алексеев юбилейне паллӑ тӑвать.
Культура учрежденийӗ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Алексеев — опера труппин ертсе пыракан солисчӗ. Асӑннӑ театр сцени ҫине артист пуҫласа 1999 ҫулта тухнӑ. Вӑл мӗнпур оперӑна, опереттӑна тата концерт программине илем кӳрет. Унӑн уйрӑмах асра юлмалли сӑнарӗсенчен пӗри — «Любовный напиток» оперӑри Белькоре партийӗ. Ҫав эпизодшӑн ӑна «Чӗнтӗрлӗ чаршав-2016» конкурсра палӑртнӑ.
Сцена ӑсталӑхне пулас артист Сартури Л.В. Собинов ячӗллӗ патшалӑх консерватоийӗнче алла илнӗ. Унӑн вӗрентекенӗ Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Быстров пулнӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш паташлӑх академи драма театрӗнче «Инкеклӗ телей» спектакль премьери пулнӑ. Аса илтерер: ӑна Юлия Николаева калавӗ тӑрӑх Сергей Павлов инсценировкипе лартнӑ. Спектакле Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавма хутшӑннисен ӗҫне халалланӑ. Спектакль режиссёр-постановщикӗ тата художникӗ — театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, премьерӑна курма пынисем РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева, Сергей Павлов, Оксана Драгунова, Кристина Иванова, Алексей Степанов тата ытти артист вылянине кӑмӑлтан йышӑннӑ. Зал тулли халӑх пулнӑ. Ҫав шутра — республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков тата Леонид Черкесов, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Наталья Николаева тата ыттисем ҫитсе курнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |