Паян чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Асамлӑ вӑй» спектакль кӑтартнӑ. Ӑна «Юмах палитри» фестиваль программине кӗртнӗ. Ку вӑл — театрӑн тӗп режиссерӗн, Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Иосиф Дмитриев Михаил Сунталӑн «Тӑм чӗлхе» юмахӗ тӑрӑх ҫырнӑ пьеса. Спектакле Иосиф Дмитриев хӑй лартса ӗлкӗрнӗ.
Фэнтези жанрӗллӗ спектакльте ҫил-тӑвал йӑлтах ишсе аркатнине кӑтартса панӑ. Лайӑх пурнӑҫ шыраса ҫынсем урӑх ҫӗре куҫса кайма пуҫланӑ. Ҫак саманапа та ялтах тӗпленнисем пулнӑ. Вӗсем пушаннӑ ялсене ҫынсене тавӑрма ӗмӗтленнӗ.
Спектакле, унти философие, калас тенине ӑна кайса курсан хаклама май килӗ.
Ыран, аса илтерер, Чӑваш Ен Иосиф Дмитриев-Трерпа сывпуллашӗ.
Шупашкарти вырӑс драма театрӗн спектаклӗсене курас тесен малашне театра мар, Культура ҫуртне кайма тивӗ.
Вырӑс спектаклӗсене юратакансем ӳлӗмрен Шупашкарти «Салют» культура керменне ҫӳреме пуҫлӗҫ. Анчах чылайлӑха мар. Мӗншӗн тесен театр ҫӗнӗ вырӑна яланлӑха куҫмасть. Ҫӗнӗ ҫӗрте артистсем хайсен тӑван культура учрежденийӗнче юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑран вӑхӑтлӑха тӗпленӗҫ. Театр 100 ҫулхи юбилейне хатӗрленет.
Ҫӗнӗ вырӑнта пӗрремӗш спектакле чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кӑтартӗҫ. Куракансене ун чух «Фальшивая монета» ӗҫе чӗнеҫҫӗ. Тепӗр кунне, чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, «Царевна-лягушка» тата «Бешеные деньги» ятлисене кӑтартӗҫ; чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче — «Женитьба» камите. Кассӑн телефон номерӗ унчченхиех: 57-29-83.
Ӗнер Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Любовь и ненависть» (чӑв. Юрату тата курайманлӑх) спектакль кӑтартнӑ. Илемлӗ хусканусенчен йӗркеленӗ спектакле Мускаври Владимир Беляйкин режиссер (вӑл пластика енӗпе паллӑ специалист шутланать) лартнӑ.
Чӑваш артисчӗсем шалти кӑмӑл-туйӑма ал-ура тата пит-куҫ вылявӗ, ташӑ урлӑ кӑтартма пултарнӑ. Спектакль режиссёрӗ Владимир Беляйкин ун пек пуласса кӗтменнине пытарман. Ултӑ автор ӗҫне тӗрлӗ хулара лартнӑ вӑл. Анчах кун пек таса, илем тӗлӗшенчен килӗшӳллӗ пулса тухман иккен. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсемпе вӑл тата та ӗҫлес кӑмӑллине пӗлтернӗ. Театрӑн балетмейстерӗ Алина Михайлова вара артистсен ӑсталӑхӗ ӳснине асӑрханӑ.
Чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, 20-мӗш ӗмӗрпе 21-мӗшӗн пуҫламӑшӗнче тивӗҫлипех ырӑ йӗр хӑваракан Вера Кузьмина чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 95 ҫул тултарӗ. Сцена ҫине вӑл пуҫласа пуснӑранпа пӗлтӗр 70 ҫул ҫитнӗ. Ҫак икӗ паллӑ кун ячӗпе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР халӑх артисткин юбилей каҫӗ иртӗ.
Театр ӳнерне тарӑннӑн ӑнланакансем Вера Кузьмина амӑшӗн сӑнарне уйрӑмах ӑста калӑпланине палӑртма кӑмӑллаҫҫӗ. Чӑн та, хӑватлӑ, йывӑр пулсан та ҫирӗп кӑмӑллӑ амӑшӗсене сӑнарланӑ вӑл. Ҫакна пӗлсех Борис Чиндыков драматург хӑй вӑхӑтӗнче «Хура Чӗкеҫ» моноспектакль ҫырнӑ. Хайлава вӑл Вера Кузьмина валли ятарласа шӑрҫаланӑ.
Сумлӑ артистӑн юбилей каҫӗ чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Ун вӑхӑтӗнче саламсем янӑрӗҫ, Вера Кузьмина вылянӑ спектакльти сыпӑксене кӑтартӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче чӑваш халӑх артистки Валентина Музыкантован пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫав кун «Чи кирли, чи юратни» мелодрама кӑтартӗҫ. Валентина Музыкантова пултарулӑхне куракансем унти сӑнар тӑрӑх хаклӗҫ.
«Театртан каяс килмест. Мӗнле уйрӑлмалла унпа - пӗлместӗп. Сывлӑх пулсан малалла та ӗҫлесчӗ», — тенӗ сцена ӑсти 5 ҫул каялла «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫачӗн корреспонденчӗпе калаҫнӑ чух.
Театрта ӗҫленӗ вӑхӑтрах диктора вырнаҫнӑ. Пуҫлӑхсем артист ӗҫне пӑрахма сӗнсен те театртан уйрӑлман. Телекуравра, радиора нумай кӑларӑм хатӗрленӗ.
Хӗрарӑм телейне вӑл ҫемье ӑшшинче, куҫ тулли ачасенче, мӑнуксенче, юратнӑ ӗҫре курать. Унӑн чун киленӗҫӗ — кушак. Урамрисене те вӑл хӗрхеннипе ҫитерет.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче черетлӗ премьерӑна хатӗрленеҫҫӗ. «Аттила — халап ҫурални» балет лартассипе ӗҫлени ҫинчен театр директорӗ Валерий Клементьев, Данил Салимбаев балетмейстер, Валентин Федоров художник, Сергей Кисс музыка ертӳҫи тата дирижер-постановщик, Андрей Галкин композитор журналистсене пухсах каласа кӑтартнӑ.
Аттила кун-ҫулӗ пирки тӗплӗн татса калани ҫук. Хунсен патши пулнӑскер пиллӗкмӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫуралнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Аттилӑна халалланӑ балет тӗнчере халиччен пулман. Опера вара лартнӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ӗҫченӗсем истори кӗнекисене шӗкӗлченӗ, историксемпе калаҫнӑ.
Балет премьерине куракансене ӳнер учрежденийӗ юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йыхравлӗ.
Ӗнер К.В. Иванов Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ 101-мӗш сезона уҫнӑ. Унччен темиҫе ҫул та чаршава «Ялта» драмӑпа уҫса хупатчӗҫ те ку йӑларан тинех пӑрӑннӑ. Ӗнер Александр Кӑлканӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Анисса» спектакле кӑтартнӑ.
Спектакль умӗн куракансем патне саламлӑ сӑмахпа тухнӑ театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев малашлӑх плансемпе паллаштарнӑ.
Ҫӗнӗ ӗҫсенчен вӑл кӑркӑс драматургӗн Мар Байджиевӑн «Шӑматкун каҫхине», кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче кӑтартнӑ «Хӑлха ҫаккишӗн хӑлха чикки» спектакльсене аса илнӗ. Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Владислав Николаевӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ "Чуххӑм Ванькка авланать... Кай, кай, кай" камите кӑтартассине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ ҫул тӗлне юмах хатӗрлӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан 95 ҫулхине халалласа уяв иртӗ. Раштав уйӑхӗнче РСФСР халӑх артистки Нина Григорьева 80 ҫулхине уявлӗ.
Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Чечняна тухса кайнӑ. Унта вӑл Раҫҫейӗн Культура министерствин Гастроль агентстви пулӑшнипе иртекен «Пысӑк гастрольсем» проекта хутшӑннӑ май ҫул тытнӑ.
Чӑваш Енри «пуканесем» Чечняра «Голубка» мюзикла, Петӗр Хусанкай хайлавӗ тӑрӑх «Ҫӗр ҫинче мӗн чи вӑйли» моноспектакль-юмаха, А. Пушкинӑн «Сказка о рыбаке и рыбке» юмахӗ тӑрӑх хальхилле лартнӑ ӗҫе, М. Супонинӑн «Бука» интерактивлӑ спектакльне тата Е. Лисинан «Хупах хӑлхаллӑ Илюк» мультимедиллӗ спектакльне лартӗҫ. Чӑваш артисчӗсен сумлӑ делегацийӗ Чечняра авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗччен пулӗ.
Юпа уйӑхӗнче Чечняри артистсем гастрольпе пирӗн пата килӗҫ. ЧР Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен те репертуарӗ анлӑ пулмалла.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ премьера хатӗрлет. Ӑна авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче сцена ҫине кӑларма палӑртнӑ. Вӑл хайлав Валентин Катаевӑн «Миллион терзаний» (чӑв. Хӑлха ҫаккишӗн хӑлха чикки) пьеси тӑрӑх лартнӑ камит пулӗ.
Хайлавӑн тӗп сӑнарӗ, интеллигентлӑ, вӑтам ҫулсенчи ӗҫсӗр арҫын, вырӑс интеллигенцийӗн ялавне ҫӳлте йӑтма чӗнсе калать. Хӑйӗн ачисене ҫапла вӗрентет вӑл. Спектакле Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов лартнӑ, художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев.
Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла. Чӑваш Енри театрсем ҫак кунсенче черетлӗ сезона уҫрӗҫ. Сӑнавлӑ театрти чаршав авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлчӗ, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче — Вырӑс драма театрӗнче.
Ҫак эрнере Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн турппин пухӑвӗ иртнӗ. Унта иртсе кайнӑ сезона тишкернипе пӗрлех ҫитес тапхӑрта епле ӗҫлессине сӳтсе явнӑ.
Авӑн уйӑхӗнче Антуан де Сент-Экзюпери повеҫӗпе «Маленький принц» (чӑв. Пӗчӗк принц) спектакль лартӗҫ. Вӑл ачасем валли пулӗ. Юпа уйӑхӗнче куракансене «Любовь и ненависть» (чӑв. Юратупа курайманлӑх) пластика спектакльне йыхравлӗҫ. Ӑна Мускаври Владимир Беляйкин режиссер хатӗрлет. В. Беляйкина хусканусен енӗпе вӑйлӑ специалист тесе хаклаҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗнче сцена ҫине «Асамлӑ вӑй» спектакль тухӗ. Ӑна лартма Чӑваш Ен Элтеперӗн укҫипе усӑ курӗҫ. Ҫӗнӗ ӗҫе куракан патне ҫитерессипе «Сказочная палитра» (чӑв. Юмах тӗс-сӗмӗ) ҫамрӑксен наци театрӗсен II фестивалӗн ҫӗнтерӳҫи Антон Федоров (вӑл Мускавран) тимлет.
Чӳк уйӑхӗнче С. Аксаковӑн «Аленький цветочек» юмахне курма чӗнӗҫ.
«Любовь и ненависть», «Маленький принц», «Аленький цветочек» спектакльсене «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Культура малой Родины» (чӑв. Пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн культури) программипе уйӑрнӑ укҫапа лартаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |