Вӑрнар районӗнчи Энӗш ялӗнче каҫхине 9 сурӑха йытӑсем е кашкӑрсем тӗп туни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Ҫак районта каллех кунашкал тӗслӗх пулнӑ. Хальхинче – Пуканкассинче.
Ҫак ялта кӑнтӑр варринчех пӗр хуҫалӑхри сурӑхсене йытӑсем тапӑннӑ. Ҫав самантра кил хуҫи кил-ҫурт таврашӗнчех ӗҫлесе ҫуренӗ. Тӑрук йытӑ вӗрнине илтнӗ, сарай патне чупса пынӑ. Унта вара – икӗ сурӑх вилли, пӗри аманнӑ.
Арҫын кун пирки полицие, ял тӑрӑхӗн администрацине пӗлтермен. Унӑн хуҫалӑхӗнче темиҫе ҫул каялла кун пек тӗслӗх пулнӑ. Анчах ун чухне ял тӑрахӗн администрацийӗ те, участковӑй та вӗҫне-хӗрне тухман. Ҫапах арҫын пӗлет: ҫак ӗҫе йытӑсемех тунӑ, мӗншӗн тесен вӗсене ялта куркаланӑ вӑл.