Челепи облаҫӗнче пурӑнакан ҫынна Шупашкарта карас телефонӗсем вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл 33 карас телефонне пӗҫертнӗ иккен. Тӑкака 600 пин тенкӗпе танлаштараҫҫӗ.
Карас телефонӗсене сутакан суту-илӳ точкисенчен пӗрне ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи 5 сехет тӗлӗнче чӳрече кантӑкне ватса кӗнӗ. Лавкка Шупашкарти Эгер бульварӗнче вырнаҫнӑ. Карас телефонӗсемлӗ хутаҫа ярса илнӗ те вӑрӑ вырӑнтан тапса сикнӗ. Лавккана хураллакан предприяти ӗҫченӗсем ҫитнӗ ҫӗре хайхи ҫухалнӑ.
Право хуралҫисем вӑрӑ такси тытнине, вӑл хостелсенчен пӗринче ҫӗр каҫнине палӑртнӑ. Кӑштахран ӑна М-7 автоҫул ҫинчи кафере тытса чарнӑ. Ун ҫумӗнче 32 телефон пулнӑ.
Челепи тӑрӑхӗнчи ҫын унччен те вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑ-мӗн. Ӑна ҫӗршывӗпех шыранӑ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр дачӑра пушар алхаснӑ. Ҫулӑм тухнине кӑнтӑрла асӑрханӑ.
«Ҫулӑм малтан пӗр ҫуртра алхасатчӗ, анчах вӑл кӳршӗ пӳртсене хӑвӑртах ҫитрӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, кинемей ҫӳп-ҫап е типӗ курӑк ҫунтарнӑ, асӑрхаса ӗлкӗреймен. Ҫапла пилӗк ҫурт ҫунса кайнӑ», - пӗлтернӗ «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ.
Пушар мӗнле сӑлтава пула тухнине Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем тӗпчеҫҫӗ. Ведомство асӑрханулӑх пирки тепӗр хутчен аса илтерет. Ҫуркунне ҫынсем тавралӑха тирпейлеҫҫӗ. Чылайӑшӗ типӗ курӑка пуҫтарса тӑпра айне тӑвас вырӑнне ӑна ҫунтарать. Кун пек чухне пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк.
Чӑваш Республикинче ҫул ҫитменнисен йышӗнче наркотик сутакансен шучӗ кӑҫал, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, виҫӗ хут ӳснӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа наркотик тата психотроплӑ хутӑшсем сутнӑшӑн ҫул ҫитмен 11 ҫамрӑк тӗлӗшпе 70 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑрта кунашкал 23 тӗслӗх кӑна пулнӑ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, кӑҫалхи малтанхи виҫӗ уйӑхра икӗ ҫамрӑка суд тунӑ та ӗнтӗ. Пӗрне, 17 ҫултискере, наркотик сутнӑшӑн 3 ҫул та 10 уйӑхлӑха ирӗксӗр хӑварнӑ. Унӑн тантӑшӗ полици ӗҫченӗсен аллине амфитамин сутнӑшӑн ҫакланнӑ. 88 грамм спайса 34 хутаҫа хурса вӑрттӑн вырӑнсем урлӑ сутма ӗлкӗрнӗ ҫав ҫамрӑка суд колоние 4 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Ӗнер Шупашкар районӗнчи Карантай тата Толиккасси ялӗсен ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ. Ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн 41 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет.
Ҫак арҫын ӳсӗр пулман-и? Следовательсен ҫакна та уҫӑмлатма тивӗ. Унӑн кӗлетки ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр пулман.
Палӑртса хӑвармалла: кӑҫал ҫуркунне Шупашкар тата Вӑрнар районӗсенче курӑк тата ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чухне икӗ ҫын вилнӗ. Иккӗшӗ те – тивӗҫлӗ канурисем. Куславкка тата Ҫӗмӗрле районӗнчи икӗ ҫыннӑн вара ӳчӗ пиҫсе кайнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм тата Хусанти 32 ҫулти арҫын, вӑл уйрӑм усламҫӑ шутланать, суя фирмӑсем уҫса тултарнӑ. Ҫакна вӗсем 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен тытӑнса 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен тума ӗлкӗрнӗ. Халӗ арҫынпа хӗрарӑм тӗлӗшпе суд приговор вуланӑ. Вӑл паянхи кун тӗлне саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Арҫынна 2 ҫуллӑха, хӗрарӑма 1 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Суя фирмӑсене хӑйсен ячӗпе регистрацилеттерме килӗшекенсене вӗсем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче шыранӑ. Унта пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑ та... Укҫан хавхалантарнине кура фирма уҫма килӗшекенсем тупӑннӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, суя фирма уҫса пуҫлӑх ятне илнисене те явап тыттарнӑ.
Типӗ курӑк ҫунтарма юраманни пирки пушарнӑйсем асӑрхаттарсах тӑраҫҫӗ. Шел те, типӗ курӑк ҫунтарнӑ чухне икӗ ҫын вилнӗ. Паян ав Ҫӗрпӳ районӗнче кунашкал пӑтӑрмах сиксе тухнӑ.
Унта уй ҫуннӑ. Ҫулӑм самаях пысӑк лаптӑк ҫинче алхаснӑ, вӑл пысӑк хӑвӑртлӑхпа сарӑлнӑ. Юхӑнчӑк ферма та ҫунннӑ, ҫынсем пурӑнман темиҫе пӳрт те кӗлленнӗ.
Паян 16 сехет тӗлнелле пӗлтернӗ хыпартан ҫакӑ паллӑ: ҫулӑма йӑлтах сӳнтермен. Унта темиҫе трактор, ҫӑлавҫӑсем ӗҫленӗ.
Ҫунса кӗлленнӗ ферма ӗҫлеменнине, кӗлленнӗ ҫуртсенче никам та пурӑнманнине Инкеклӗ лару-тӑру министерстви те ҫирӗплетнӗ.
Пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫамрӑк каччӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тӗрӗсрех каласан, ӑна вӗлернӗ. Ҫак хура ӗҫе унӑн тантӑшӗ, 24 ҫулти каччӑ, тунӑ. Ҫак кунсенче вӑл суд сакки ҫине ларса приговор итленӗ. Судья ӑна тӗрмене 11 ҫуллӑха лартма йышӑннӑ.
Ӗҫ-пуҫ вара ҫапларах пулса иртнӗ. Ҫав кун ҫӗрле 24-ри каччӑ пӗлӗшӗпе килте пулнӑ, эрех ӗҫнӗ. Хайхискерсем хӗрсе кайсан вӑрҫӑнса кайнӑ. Хваттер хуҫи хӑнана хӗненӗ, унтан ҫӗҫӗпе чикнӗ.
Аманнӑ каччӑ подъезда чупса тухнӑ. Анчах урама тухса ӗлкӗреймен – алӑк патӗнче тӗшӗрӗлсе аннӑ. Ку преступленишӗн 24 ҫулти каччӑ ҫирӗп режимлӑ колонире самаях ларӗ.
Ҫӗмӗрлери муниципалитет предприятийӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ организацин парӑмне шыраса илме кансӗрленӗ. Ку пӑтӑрмах пӗрер кун тӑсӑлнӑскер те мар.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, предприяти пуҫлӑхӗ парӑма тӳлес мар тесе 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗчченех тапаҫланнӑ. Предприятин налук тата страховой тӳлев парӑмӗ 24 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах пуҫлӑх ытти контрагента укҫа-тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах хӑй ертсе пыракан организаци счёчӗпе усӑ курмасӑр. Счёта арестленине пӗлнӗрен ҫапла хӑтланнӑ-тӑр ӗнтӗ вӑл. Темиҫе ҫул хушшинче пуҫлӑх налук тата ытти тӳлевпе татӑлмасӑр 28 миллион та 700 пин тенке айккине ӑсатма пултарнӑ.
Пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Ҫӗмӗрле районӗнчи суда ярса панӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 84 ҫулти хӗрарӑм нумаях пулмасть тӗрмерен таврӑннӑ кӳрши кӗрсе тухса кайнӑ хыҫҫӑн шалт аптӑраса ӳкнӗ — килте упраннӑ XIX ӗмӗрти турӑш ҫухалнӑ. Кинемей нумай шухӑшласа тӑман — тӳрех пакунлисем патне вӗҫтернӗ. Кун пирки Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, полици ӗҫченӗсем турӑш вӑрлама пултарнӑ ҫынна ҫийӗнчех шырама пуҫланӑ. Арҫынна тупса палӑртнӑ, вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Анчах ун ҫумӗнче нимӗнле турӑш та пулман. Вӑл хаклӑ тупрана ҫав кунхинех палламан-пӗлмен ҫынна сутса янӑ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ полицейскисем авалхи турӑша тупса палӑртас енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнче пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухнӑ. Тивӗҫлӗ канурискере мӑнукне асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн айӑпланӑ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫак хӗрарӑм эрех юлашкине шывпа хутӑштарнӑ, унтан ятарлӑ типӗ сӗт ярса ача валли апат хатӗрленӗ. Ҫакна вӑл 3 уйӑхри мӑнукне ҫитернӗ. Хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑран кӗленчере эрех пулнине асӑрхаман та.
Ҫитернӗ хыҫҫӑн вӑл ачана диван ҫине хунӑ, хӑй юнашар выртнӑ. Ӳсӗр хӗрарӑм ҫывӑрса кайнӑ, ним те туйман ахӑртнех – ачана хӑйӗн кӗлеткипе хупланӑ, пӗчӗкскерӗн сывлӑшӗ пӳлӗннӗ. Ҫавна май хӗрача вилнӗ.
Суд хӗрарӑм айӑплӑ тесе йышӑннӑ, ӑна тӗрмене 1 ҫуллӑха ӑсатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |