Ҫӗмӗрлери муниципалитет предприятин пуҫлӑхне организаци укҫине пытарнӑшӑн айӑпланӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ
Парӑма тӳлес мар тесе хайхи ҫын 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен тапаҫланнӑ. Ҫав вӑхӑтра организацин налук тата ытти тӳлев парӑмӗ 24 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ. Апла пулин те пуҫлӑх парӑма тӳлесе татас вырӑнне ытти контрагента куҫарса панӑ. Анчах хӑй ертсе пыракан организаци счёчӗпе усӑ курман вӑл.
Тӗпчевҫӗсем тата Ҫӗмӗрле район сучӗ палӑртнӑ тӑрӑх, темиҫе ҫул хушшинче пуҫлӑх 28 миллион та 700 пин тенке айккине ӑсатнӑ. Халӗ пуҫлӑха суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта тӳрех икӗ каччӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тӗкӗрҫ тӑкӑрлӑкӗнчи 4-мӗш ҫуртри пӗр подъездра вӗсене вӗлернӗ. Кун пирки халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
«Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, каччӑсене ҫӗҫӗпе чикнӗ. Вӗсем 27-28 ҫулсенче пулнӑ. Питӗ шел, питӗ ҫамрӑк-ҫке-ха», - каласа кӑтартнӑ вӑл хаҫата. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, ҫак тискер преступление кам тума пултарнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын темиҫе кун каялла Афанасьев урамӗ ҫывӑхӗнчи ҫыран хӗррине шыва кӗме кайнӑ та шывран тухайман. Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине темиҫе кун шыранӑ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, ирхине унӑн кӗлеткине ҫыран хӗррине кӑларнӑ.
Арҫын кам пулнине, ятне-шывне, палӑртнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Ҫак арҫын 44 ҫулта ҫеҫ пулнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем шыв хӗрринче асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Ачасене хӑйсем тӗллӗн шыва кӗме ямалла мар. Ӳсӗр чухне те шывра чӑмпӑлтатма юрамасть.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче М-7 автоҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Ахмане ялӗ ҫывӑхӗнче, машина ашшӗпе хӗрне ҫапса кайни пирки паян кӑна хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: фургонлӑ «Фиат» умӗнче машина рулӗ умӗнче Тутарстан арҫынни ларнӑ. Вӑл «зебра» урлӑ каҫаканскерсене тӳрех асӑрхайман – вӗсем ҫине кӗрсе кайнӑ. 17 ҫулти хӗр авари вырӑнӗнчех вилнӗ. Йывӑр суранланнӑ ашшӗне пульницӑна илсе кайнӑ.
Шел те, 47 ҫулти арҫын авари хыҫҫӑн нумай пурӑнайман – паян вӑл та куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ.
Руль умӗнче ларнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 19 сехет те 20 минутра М7 автоҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Ахмане ялӗ ҫывӑхӗнче, «зебра» урлӑ каҫакан ашшӗпе хӗрне «Фиат» машина водителӗ ҫапса кайнӑ. Шел те, 17 ҫулти хӗр ҫавӑнтах вилнӗ. Ашшӗне, йывӑр суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Фургонлӑ машина рулӗ умӗнче Тутарстан арҫынни ларнӑ. Вӑл Хусан енчен килнӗ. Водитель каланӑ тӑрӑх, ҫул урлӑ каҫакансене тӳрех асӑрхайман, вӗсем ҫине кӗрсе кайна.
ШӖМ хыпарланӑ тӑрӑх, водитель ӳсӗр пек курӑнман, медицина освидетельствованийӗ ирттерӗҫ. Халӗ аварири ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Пархоменко урамӗнчи 50-мӗш ҫурт ҫунса кайнӑ. Икӗ хутлӑ ҫуртра тӑватӑ ҫемье валли вырӑн пулнӑ. Иккӗмӗш хутран кӑмрӑк ҫеҫ тӑрса юлнӑ.
Алексеевсем иккӗмӗш хутра пурӑннӑ. Пушар 22 сехет те 30 минутра пуҫланнӑ. Алексеевсен залӗнче урайӗнчен тӗтӗм тухма пуҫланӑ. Малтанах пралукран тухнӑ тесе ӑна татса янӑ. Ашшӗ огнетушительпе кӳршисем патне чупнӑ анчах кая юлнӑ ӗнтӗ – ҫулӑм алхаснӑ.
Тӗтӗм нумайлансах пынӑ. Алексеевсем ачисемпе, йыттипе пӗрле урама чупса тухнӑ, хӑйсемпе пӗрле паспорт ҫеҫ илейнӗ. Ҫемье халӗ пӗрремӗш хута пурӑнмалла тӑвасшӑн. Вӗсене пулӑшу кирлӗ. Хальлӗхе вӗсем тӑванӗсем патӗнче пурӑнкалаҫҫӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне судпа айӑплама пултараҫҫӗ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын РФ Пуҫиле кодексӗн икӗ статйипе ята кӗнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗнчен, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ; иккӗмӗшӗнчен, ӗҫлӗ хута пӑсса, хӑйне кирлӗ пек тӳрлетнӗ теҫҫӗ.
Ӗҫсене РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе тата 292-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн вырӑнти тӗпчевҫисем тата Шалти ӗҫсен министерствин Йӗпреҫ районӗнчи пайӗнче тӑрӑшакансем палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче тӑванӗн Ҫирӗклӗре ҫӗр пур тесе суя хут хатӗрленӗ. Ҫав документа лешӗ Росреестра йӑтса кайса пурлӑха хӑй ячӗпе регистрацилеттернӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш хулинче 29 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ку тискер ӗҫе унӑн аслашшӗ (е кукашшӗ) тума пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Следовательсем 70 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫав кун ватӑ ҫын килӗнче ӳсӗр пулнӑ. 29 ҫулти мӑнукӗн айӑпӗпе вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Ҫамрӑкки те урӑ пулман, эрех сыпнӑ.
Тӑвансем ҫапӑҫса кайнӑ. Ватӑ арҫын мӑнукне ҫӗҫӗпе чикнӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ, следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарта канализаци ҫӑлне пӗчӗк ача кӗрсе ӳкнӗ. Ҫулталӑк та 10 уйӑхрискер урама амӑшӗпе тухнӑ. Асли хыҫҫӑн утса пыраканскер канализаци ҫӑлне, 3 метр тарӑнӑшне, персе аннӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Ку пӑтӑрмах иртнӗ уйӑхрах, ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пулнӑ.
Халӗ ҫав тӗслӗхпе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ача уҫӑ канализаци ҫӑлне персе аннӑшӑн «Водоканал» предприятин ӗҫченне айӑпласшӑн.
Алькешра ҫав организаци канализаци пӑрӑхне тасатнӑ. Болгарстрой урамӗнчи 7-мӗш ҫурт патӗнчи ҫӑла иртен-ҫӳрен кӗрсе ӳкесрен хупламан. Инкешӗн предприятин ӗҫченӗсенчен пӗри яваплӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн пӗр статйипе ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Ишек ялӗнче лавкка ҫуннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ пушар мӗнле майпа тата ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Лавкка паян ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртни 1.30 сехетре, ҫуннӑ. Лавкка икӗ хутлӑ. Ӑна харпӑр усламҫӑ уҫнӑ. Ҫулӑм суту-илӳ залӗнче алхаснӑ. Унти тавар ҫунса кайнӑ, лавккан стенисемпе маччи сиенленнӗ.
Пушара сӳнтерме Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем виҫӗ пушар цистернипе ҫитнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |