Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын ашшӗпе амӑшне хӗненӗ. 58 ҫулти ашшӗ йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ, 56-ри амӑшӗ вара тӑнне ҫухатнӑ.
35-ри арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫакскер килӗнче ӳсӗр пулнӑ. Ҫав кун вӑл ашшӗ-амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ та вӗсене тимӗр япалапа хӗненӗ. Ашшӗ вилмеллех суранланнӑ.
Амӑшӗ тӑна кӗрсен упӑшки сывламаннине асӑрханӑ. Ывӑлӗ килте пулман ӗнтӗ, вӑл тарса ҫухалнӑ. Хӗрарӑм упӑшки вилни пирки полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Халӗ следстви пырать, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тесе экспертизӑсем ирттерӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Маяк ялӗ ҫывӑхӗнче «Патӑрьел – Канаш – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус аварие лекнӗ. Ун чухне салонра пулнӑ виҫӗ ҫын – 18 ҫул тултарман ачасем – суранланнӑ. 10-ри ача комӑна кӗрсе ӳкнӗ.
Шел те, ӗнер пульницӑран хурлӑхлӑ хыпар килнӗ: 10 ҫулти арҫын ача тӑна кӗмесӗрех вилнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 16-ри тата 17-ри арҫын ачасем халӗ те пульницӑра.
Ҫав кун КамАЗ транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та микроавтобуспа ҫапӑннӑ. КамАЗ водителӗ вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Ӑна Канаш районӗн чиккинче тытса чарнӑ. Вӑл ун чухне урӑ пулнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна ШӖМ следователӗсем тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 19 ҫулти каччӑ тетелте шар курнӑ. Халӑх тетелӗсенчен пӗринче вӑл хӑйне «Анастасия» тесе паллаштарнӑскерпе ҫыру ҫӳретнӗ. Лешӗ унран ҫарамасланса ӳкерӗннӗ сӑнсем ыйтнӑ. Ҫамрӑк ҫын ҫав сӑнсене ярса парсанах ун патне хӑратса укҫа ыйтса ҫырма тапратнӑ. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑратакансем укҫа ыйтнӑ, памасан ҫаппа-ҫарамасланса ӳкерӗннӗ сӑнсене тетелте пурте курмалла вырнаҫтарассипе шиклентернӗ. Ҫавна май ҫамрӑк ҫын хурахсене 6 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ун хыҫҫӑнах полици уйрӑмне пулӑшу ыйтма пынӑ. Хальхи вӑхӑтра йӗрке хуралҫисем ҫав хурах кам иккенне тупса палӑртас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.
Палӑртса хӑвармалла, Чӑваш Енре иртнӗ ҫул кун йышши 30 тӗслӗх пулнӑ.
Шупашкарта пӗр арҫын ачине кӳмене лартса тӗксе пыракан хӗрарӑмӑн карас телефонне туртса илнӗ. Ют пурлӑха ярса илнӗскер часрах вырӑнтан тапса сикнӗ.
Шар курнӑ хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Инкек Ислюков урамӗнче пулса иртнине ӑнлантарнӑ.
Пакунсем кӗҫех ӗҫе пуҫӑннӑ. Вӑрах та вӑхӑт иртмен — хурахла тапӑннӑ тесе шухӑшлакан 35-ри арҫынна тытса та чарнӑ. Вӑрланӑ телефон ун ҫумӗнче пулман. Халӗ телефон ӑҫтине палӑртаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын унччен те пакунлисен аллине ҫакланкаланӑ. Унтан та ытларах — вӑл темиҫе хут та судпа айӑпланнӑ. Йӗрке хуралҫисем хайхи этем ытти чух та ҫынсене вӑрӑ-хурахла тапӑнман-ши тесе пуҫ ватаҫҫӗ, ҫав версие тӗрӗслеҫҫӗ.
Паян ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 45 минутра Пӑрачкав районӗнче автобус ҫаврӑнса ӳкнӗ. Мускавран Чӗмпӗре кайма тухнӑ «Сетра» транспорт Мочкас ялӗнче кювета чӑмнӑ.
Салонра ҫав вӑхӑтра 20 пассажир пулнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 5 ҫын суранланнӑ, вӗсене вырӑнти пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, автобус водителӗ руле итлеттереймен. Халӗ Пӑрачкав районӗнчи полицейскисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнчен Шупашкара кайма тухнӑ маршрутка та ҫаврӑнса ӳкнӗччӗ. Юрать, салонри пассажирсем аманман, вӗсенчен пӗри ҫеҫ кайран тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Шупашкар хулинче полици ӗҫченӗсем 31 ҫулти усламҫӑран 200 курупка контрафактлӑ пирус туртса илнӗ. Вӗсене ҫамрӑк арҫын ытти регионсенчен кӳрсе килсе республикӑра курттӑмӑн сутнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал пӗлтерет.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, пайтаҫӑн продукцине Чӑваш Енри темиҫе лавккара та тупса палӑртнӑ, ваккӑн сутӑ тӑвакансене вӑл пӗр пачкине вӑтамран 30-35 тенкӗпе сутнӑ. Предпринимателӗн гаражӗнче ухтару ирттернӗ май 100 пине яхӑн пачка пирус тупса палӑртнӑ, пӗтӗм тавара туртса илнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна пысӑк виҫеллӗ контрафактлӑ продукципе сутӑ тунӑшӑн явап тыттарасшӑн. Хальхи вӑхӑтра следовательсем, ытти специалист тӗрлӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӗрле Сӑр юханшывӗ урлӑ Пӑрачкав районӗнче хывнӑ кӗперӗн карлӑкӗ йӑтӑнса аннӑ. Унсӑр пуҫне хунар ҫутин линийӗ сиенленнӗ, светофор ӗҫлеме пӑрахнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра авари пулма пултаракан ҫак кӗпер ҫинче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Хунарсене, светофора тӳрлетеҫҫӗ, карлӑка юсаҫҫӗ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, кӑҫал ҫак кӗпере «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӗплӗ юсама тытӑнӗҫ. Ҫитес уйӑхра ҫак ӗҫе ирттерме тивӗҫ подрядчике палӑртма аукцион йӗркелӗҫ. Строительство организацийӗн икӗ ҫул хушшинче кӗпере тӗпрен юсамалла. Унсӑр пуҫне вӗсемех карлӑксене тӑвӗҫ, тротуар плитине хурӗҫ, ытти ӗҫе пурнӑҫлӗҫ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти «Сад» микрорайонӗнче пурӑнакансене эвакуаци пирки пӗлтернӗ. Ҫавна май вырӑна ятарлӑ служба ӗҫченӗсем килсе ҫитнӗ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Дементьев урамӗнчи 3/2-мӗш ҫуртӑн иккӗмӗш подъезчӗн стени ҫурӑлса аннӑ. «Пурӑнмалли ҫурт умӗнче МЧС машинисем лараҫҫӗ, ҫынсем урамра кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ», — ҫакна курнисенчен пӗри ҫӳлерех асӑннӑ кӑларӑм журналистне ҫапла пӗлтернӗ.
Шупашкар хулин граждан хӳтӗлевӗпе чрезвычайлӑ лару-тӑру управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Андреев каланӑ тӑрӑх, ҫынсен пурнӑҫӗшӗн хӑрушши нимӗн те ҫук. «Ҫӗнӗ ҫурт пусӑрӑннӑ, шикленмелли сӑлтав мар ку», — комментари панӑ тӳре.
Канашра пурӑннӑ ҫамрӑк арҫын ҫухалнӑ. 1987 улхи ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑ Евгений Федорова юлашки хут кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче курнӑ. Ун чух вӑл Канаш районӗнчи Хунав ялӗнчен юлташӗ патӗнчен тухса кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл ӑҫта ҫитнине тата унпа мӗн пулса иртнине никам та пӗлмест.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем арҫын ҫухалнине кура пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Евгений Федоров хура тӗслӗ колпакпа, кӑвак джинс шӑлаварпа, тӗксӗм сӑрӑ ҫыхнӑ свитерпа, «РЖД» элемлӗ шурӑ кӗпепе пулнӑ. Урине ҫуркуннепе кӗркунне тӑхӑнмалли шнуроклӑ, хура ботинка, хура нуски тӑхӑннӑ. Начар тата вӑрӑм арҫыннӑн ҫӳҫӗ хура, кӑтрарах. Хырӑмӗ ҫинче аппендицит тунӑ хыҫҫӑн ҫӗвӗ юлнӑ. Сулахай кӑкӑрӗ тӗлӗнче «ВДВ» тата «А (2) +» тесе ҫырнӑ татуировка пулнӑ. Утнӑ чух ури чапрасси сисӗнет.
Паян 15 сехет те 50 минутра Шупашкарта Улатӑр ҫулӗ ҫинче, «Садовый» микрорайонтан тухнӑ ҫӗрте, авари пулнӑ: «Лада Ларгуспа» «Фольксваген» ҫапӑннӑ.
Иномарка рулӗ умӗнче 33 ҫулти арҫын ларнӑ, салонра унӑн виҫӗ ывӑлӗ пулнӑ (пӗри 2009 ҫулта ҫуралнӑ, виҫӗреш – 2011 ҫулта). Шел те, 8-ти арҫын ача вилнӗ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе кайнӑ чухне «симӗс хум» та тунӑ, ҫул-йӗр инспекторӗсен машини пӗрле пынӑ. Ҫул ҫинче реанимаци тума чарӑннӑ, анчах ача сывлама чарӑннӑ.
Иномарка водителӗ тата пӗр ача вӑйлах суранланнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иномарка водителӗ ҫул ҫинче пынӑ чухне ҫанталӑк условийӗсене шута илмен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |