Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи пулнӑ Леонид Волкова ирӗке кӑларнӑ. Ку хыпара эпир халь ҫеҫ илтрӗмӗр.
Леонид Волкова ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса преми илнӗ тесе айӑпласшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Ӗҫе Шупашкарта тишкересшӗнччӗ, анчах каярах Мускава куҫарма май килнӗ-килнех. Ҫапла тума Леонид Волковпа унӑн хӳтӗлевҫи ҫине тӑнӑ. Вӗсем кунти суда шанман.
Леонид Волков следстви изоляторӗнче чылайранпа ларчӗ. Полпредпа ҫыхӑннӑ суд ларӑвӗсене Тимӗр Акташ Чӑваш халӑх сайчӗн вырӑсла пайӗнче хыпарласах тӑнӑччӗ-ха. Вӑл хальхинче те пӗлтерессе шанатпӑр.
Паян эпир экс-полпреда ирӗке кӑларнине илтрӗмӗр. Те следстви изоляторӗнчен ирӗке кӑларнӑ, те айӑплӑ мар тесе йышӑннӑ. Ҫак самантра тӗплӗн калаймӑпӑр.
Чӑваш Енрен Ленинград облаҫӗнчи Тосно районӗнне кайнӑ арҫын «Питӗр – Мускав» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑс айне лекнӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл юраман вырӑнта рельс урлӑ каҫнӑ.
Чӑваш арҫынӗ пуйӑс айне лекни пирки транспорт полицийӗн деждурнӑй чаҫне утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 15 сехет те 40 минутра пӗлтернӗ: Тосно чукун ҫул станцийӗнче пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳрекен пуйӑс 43 ҫулти арҫын ҫине кӗрсе кайнӑ. Пирӗн ентеш ҫавӑнтах вилнӗ.
«Сапсан» машинисчӗ чарӑнма хӑтланнӑ, анчах пур-пӗрех пӑтӑрмахран пӑрӑнма май килмен. Инкек хыҫҫӑн пуйӑс 5 минут каярах юлса ҫӳреме тытӑннӑ.
Чӑваш Енре тӗтрене тата водитель тимсӗрлӗхне пула авари пулнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 25 минутра Етӗрне районӗнче икӗ арҫынна машина ҫапса кайнӑ. Вӗсем Мускавран Тутарстана кайма тухнӑ-мӗн. Ҫул ҫинче хайхискерсем чарӑннӑ, ҫул урлӑ вырнаҫна кафене кайма тухнӑ.
Ҫав вӑхӑтра Мускав еннелле каякан «Лада» вӗсем ҫине пырса кӗнӗ. Шӑпах ҫав кун таврана тӗтре карса илнӗ.
Тутарстан арҫыннисене, 31 тата 48 ҫултискерсене, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсене ҫапса кайнӑ ҫын та Тутарстанран. Палӑртмалла: пӗлтӗр ӑна административлӑ майпа 7 хутчен явап тыттарнӑ.
Пирӗн республикӑра ӳсӗрле вилекенсем нумай. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер пӗлтернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн ӗҫ тӑвакан органӗсенче ӗҫлекенсемпе тата районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу ирттернӗ. Унта тӗрлӗ ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Михаил Игнатьев Элтепер ӳсӗрсем тӗрлӗ инкеке лексе вилнине палӑртнӑ. Ун пек тӗслӗхсем йышлӑ-мӗн. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче цифрӑсене асӑнман та, анчах Михаил Васильевич чан ҫапнине кура лару-тӑру чӑннипех ҫивӗчне тӗшмӗртме йывӑр мар.
Михаил Игнатьев Элтепер вырӑнти тӳре-шаран яваплӑрах пулмаллине, инкек ӑҫта тата мӗн сӑлтавпа пулнине пӗлсе тӑмаллине палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Правительствинче кадр ылмашӑвӗ пулса иртнӗ. Хальхинче вӑл Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине пырса тивнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ Александр Ефремов тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерсе ӗлкӗрчӗ-ха. Александр Ефремова вӑрман касма ирӗк панӑ чухне саккуна пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Патшалӑха вӑл 22 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ-мӗн.
Министр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама паянтан Николай Косулина шаннӑ. Ҫак ведомствӑра Николай Николаевич министр ҫумӗ пулса тӑрӑшать.
Каҫал тӑрӑхӗнчи усламҫӑ ҫамрӑксене килӗштерет. Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын-усламҫӑ кафере ӗҫлеме поварсене тата кассир-официантсене шыранине хыпарланӑ. Пӗлтерӗве кӑҫалхи ака тата ҫу уйӑхӗсенче тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.
Арҫын ҫамрӑксене ҫеҫ ӗҫе илес кӑмӑллине пӗлтернӗ. Усламҫӑна юрӑхлӑ поварсен, кассирсемпе официантсен 35 ҫултан аслӑ пулмалла мар иккен. Ҫав пӗлтерӗве прокуратура ӗҫченӗсем асӑрханӑ. «Мӗнле-ха капла? Ку вӑл ҫула кура хӗсӗрлени пулать вӗт» — тӗлӗннӗ пакунлисем. Тата ҫын 35-рен аслӑраххи ӗҫлеме пултараймассине пӗлтермест-ҫке.
Усламҫӑна ӗҫ вырӑнӗсем пуррине Ӗҫлӗх центрне пӗлтерменшӗн те явап тыттарас тенӗ.
Ҫапла вара суд арҫынна 3 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Паян Шупашкарта маршрутка КаМАЗ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ирхи 8 сехетре Ашмарин урамӗнче 52-мӗш маршрутка чарӑнса ӗлкӗреймен, тепӗр транспорт ҫине кӗрсе кайнӑ.
Аварире автобус водителӗ суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Юрать-ха, салонри пассажирсем аманман, вӗсенчен нихӑшӗ те тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтман.
Автобусӑн малти кантӑкӗ ҫӗмӗрӗлнӗ, кабини сиенленнӗ. Ҫак пӑтӑрмаха курнӑ ҫын «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнине ӗненес тӗк, малта пыракан КаМАЗ тӑрук чарӑннӑ, хыҫалти маршрутка водителӗ вара тормоз пусса ӗлкӗреймен.
Мускавра Чӑваш Ен ҫыннин пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кун пирки РЕН ТВ сайтӗнче хыпарланӑ.
1983 ҫулта Чӑваш Республикинче ҫуралнӑ арҫын Мускавра бизнес-центр тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Инкек асӑннӑ хулари Мир проспектӗнче пулнӑ. Пирӗн ентеш унта каменщикре тӑрӑшнӑ. Вӑл виҫҫӗмӗш хутран аялалла ӳкнӗ, урай шӑтӑкне анса кайнӑ. Йывӑр суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ.
Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Чӑваш халӑх сайтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр ҫурт подъездӗнче икӗ арҫын виллине тупнине пӗлтернӗччӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна тытса чарнӑ.
Канаш районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын 28-ти хӗрарӑма балконтан урама пӑрахнӑ. Пӑтӑрмах нумай хваттерлӗ ҫуртри тӑваттӑмӗш хутра пулса иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Айӑплине суд 9 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.
Хӗрарӑмпа арҫын хушшинчи тавлашу кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Канашра сиксе тухнӑ. Арҫын пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Унта 29-ти хӗр пулнӑ. Пӗрле эрех ӗҫнӗ чух иккӗшӗ тавлашса кайнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм балкон ҫине тухнӑ. Ун хыҫҫӑн арҫын та. Хӗрарӑма вӑл йӑтса илнӗ те балконтан пенӗ. Пӑрлӑ тротуар ҫине ӳксе лешӗ пуҫне, ҫурӑм шӑммине, кӑкӑр шӑммине суранлатнӑ. Шар курни пульницӑра вӑрах сипленнӗ. Апла пулин те тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман — хӗр ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче куҫне хупнӑ.
Красноармейски районӗн «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӗнче тӗп бухгалтерта ӗҫленӗ хӗрарӑма суд тунӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса предприяти укҫине кӗсьене чикнӗшӗн айӑпланӑ.
Чӑваш Енӗн Информаци политикин министерствин пысӑках мар кӑларӑмӗнче тӑрӑшнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса улталанӑшӑн) тата 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ют пурлӑха вӑрланӑшӑн) ӗҫсем пуҫарнӑ. Кӑлтӑка прокуратура палӑртнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫулта хӗрарӑм банкри хӑйӗн счечӗ ҫине 256 пин тенкӗ куҫарнӑ. Шалу тесе. Унсӑр пуҫне вӑл организаци кассинчи 46 пине яхӑн тенке хӑйӗн тунӑ.
Ултав ҫиеле тухсан хӗрарӑм тӑкака саплаштарнӑ. Суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Сӑнав вӑхӑтне 2 ҫуллӑха палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |