Канаш районӗнче юр хыракан машина электричкӑпа ҫапӑннӑ. КамАЗ водителӗ хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнмасӑр чукун ҫул урлӑ каҫмалли ҫул ҫине тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра шӑпах электричка пынӑ, юр тасатакан машина каҫса ӗлкӗреймен.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, КамАЗ водителӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Юрать, ҫав вӑхӑтра электричкӑра пассажирсем пулман.
Палӑртса хӑварар: юлашки кунсенче республикӑра юр хыракан машинӑсем ӗҫе тухнӑ.
Канаш районӗнче суд приставӗнче ӗҫленӗ ҫынна штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын тӗлӗшпе малтанласа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах каярах ӑна суд штрафӗ панипех ҫырлахас тенӗ. Ӑна 55 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Суд приставӗнче ӗҫленӗ ҫын руль умне ӳсӗрле ларма юратнӑ. Ҫавӑншӑн вӑл пӗрре ҫакланнӑ-ха. Ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Апла пулин те вӑл пӗрех рулех умне кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ӳсӗрле ларнӑ. Ҫавна ҫул-йӗр инспекторӗсем асӑрханӑ. Арҫын ун чухне «Лада-211440» автомобильпе пынӑ. Приставӗ пулнӑ ҫын унччен судпа айӑпланманнине, йывӑр преступлени туманнине кура суд пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, штраф панипе ҫырлахнӑ.
Ӗнер Элӗк районӗнчи пӗр ҫемьере ача эрех ӗҫсе наркӑмӑшланнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Ҫемьен уяв пулнӑ, хӑнасем чӗнсе сӗтел хушшинче савӑннӑ. Ҫемье пуҫӗпе мӑшӑрӗ хӑнасене ӑсатма тухсан 4-ри ывӑлӗ сӗтел ҫинчи эрехе ӗҫнӗ.
Ывӑлӗ ӳсӗрӗлнине асӑрхасан ашшӗ-амӑшӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ачана Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Юрать, пӗчӗкскерӗн сывлӑхӗ хӑрушлӑхра пулман, тухтӑрсем ӑна пӑхнӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Палӑртмалла: ӗнер Ҫӗмӗрле районӗнче те ачапа чутах инкек пулман. 1,5 ҫулти хӗрача йӗкехӳресене вӗлермелли наркӑмӑшпа вылянӑ. Юрать, вӑл ӑна ҫӑтма ӗлкӗреймен, ҫакна тухтӑрсем ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви Шупашкарта арҫын виллине тупнине пӗлтернӗ. Ӑна юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнчех асӑрханӑ. Анчах, ЧР ШӖМӗ ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын камне пӗлмеҫҫӗ. Пакунлисем ҫынсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Арҫын виллине Шупашкарти Станци ҫумӗ урамӗнчи йывӑҫсем хушшинче асӑрханӑ. Паллӑ мар ҫын сӑнӗпе 45-50 ҫулсенче курӑнать, тӑршшӗ — 170 сантиметра яхӑн, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ хура.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ мар арҫын капюшонлӑ хура курткӑпа, сӑрӑ толстовкӑпа, хура шӑлаварпа, хура сӑран атӑпа пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем паллӑ мар арҫын пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 39-40-94 е 102 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Маларах Сӑр юханшывӗнче арҫын виллине тупнӑччӗ.
Чӑваш Енри полицейскисем 14 ҫулти хӗрачана амантнӑ каччӑна тупса палӑртнӑ.
Пуҫне суранлатнӑ хӗре юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи каҫхине Каҫал тӑрӑхӗнче асӑрханӑ. Пике Комсомольскинчен Кӗҫӗн Каҫал ялне каякан ҫул хӗрринче выртнӑ. Йывӑр суранланнӑскере районти пульницӑна ӑсатнӑ. Суран тӑрӑх хакласан, хӗре машина таптанӑ теме май пулнӑ. Ҫавна май оперативниксем асӑннӑ ҫулпа иртсе кайнӑ мӗнпур машинӑна тӗрӗсленӗ. Преступление асӑрхама пултарнӑ ҫынсене шыранӑ. Каярах пакунлисем Комсомольскинчи каччӑ пирки шухӑшлама пуҫланӑ. Канашри техникумра вӗренекенскер хӗре унччен палламан. Пике ӑна кӳренмелле сӑмах каланӑ. Ҫапла ӑнлантарнӑ каччӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗр халӗ малалла сипленет, вӑл хӑйне япӑх мар туять.
Паян Ҫӗрпӳ хулинче пӑтӑрмах пулнӑ – арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Кӑнтӑрла Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ кафе тӑрринчен ҫын ӳксе вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫапларах пулса иртнӗ: кафене тара илнӗ ҫын икӗ хутлӑ ҫурт тӑрринчи шӑвӑҫ тимӗр вӑйлӑ ҫиле пула хӑйпӑнма пуҫланине асӑрханӑ. Хайхискер ӑна ҫапса лартма тесе хӑпарнӑ, анчах аялалла персе аннӑ.
1963 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна йывӑр сурансемпе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, унӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Сӑмах май, ҫак ҫуртрах ҪҪХПИн Ҫӗрпӳри уйрӑмӗ тата миграци служби вырнаҫнӑ.
Нумаях пулмасть, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче каҫхи 5 сехетре, Сӑр юханшывӗнче Ҫӗмӗрлере пурӑнннӑ арҫын виллине тупнӑ. Вӑл виҫӗ эрне каяллах, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, ҫухалнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын пулла кайсан вӗрсе хӑпартнӑ кимӗрен шыва ӳкнӗ. Вӑл 62 ҫулта пулнӑ.
Палӑртмалла: ҫӑлавҫӑсем арҫынна вӑл ҫухална кунранпах шыранӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче юпа уйӑхӗн 26-мӗш каҫхине полицейскисем лӑпкӑ ыйхӑпа ҫывӑракан ҫынна ҫӗр хута вӑратса лартнӑ. Куншӑн арҫын питех те савӑннӑ, пакунлисене тав тунӑ.
Ҫав каҫхине, ҫурҫӗр иртни икӗ сехет тӗлӗнче, ШӖМӗн ҫул-йӗр инспекцийӗн ятарлӑ батальонӗн ӗҫченӗсем: полицин аслӑ лейтенанчӗ Василий Григорьев тата полицин лейтенанчӗ Сергей Ядранский — Ҫӗмӗрле хули тӑрӑх патрульпе ҫӳренӗ. Джержинский урамӗнче вӗсем пӗр ҫуртран тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Полицейскисем алӑкран тата чӳречесенчен шаккама тытӑннӑ. Вӗсем унта шалта ҫын пур пуль тесе шухӑшланӑ. Чӑн та, йӑнӑшман. 59 ҫулти арҫын пулнӑ. Часах ҫулӑм пурӑнмалли пӳрте ярса илнӗ. Полицейскисем кӳршӗсене те вӑратнӑ. Пушарпа кӗрешекенсене те вырӑна чӗнсе илнӗ. Вӗсем «хӗрлӗ автана» алхасма паман.
Кил хуҫи мунча хутнӑ иккен, хӑй ҫывӑрса кайнӑ.
Шупашкарти «Университет» микрорайонти стройкӑра рабочи сарӑмсӑр вилнӗ.
Инкек юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ӗнер, Миначев урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртӑн строительстви лапамӗнче пулнӑ. Керамика плиткин упаковкине 12-мӗш хута хӑпартнӑ чухне пӗри аялалла ӳкнӗ. Вӑл шӑпах субподряд организацийӗнче ӗҫлекен рабочи пуҫӗ ҫине персе аннӑ.
1964 ҫулта ҫуралнӑ арҫын йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ. Халӗ РФ Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Тухтӑрсем Ҫӗрпӳре пурӑнакан 12 ҫулти ачан пурнӑҫӗшӗн кӗрешеҫҫӗ. Арҫын ача нумай хутлӑ ҫурт тӑрринчен ӳкнӗ. «Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлассишӗн йӑлтах тӑваҫҫӗ», - ҫапла ҫырнӑ ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмри страницинче.
Инкек юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Ача ҫурт тӑррине епле лекнӗ? «Регламент тата йӗрке пур, яваплисем пур. Айӑплисем явап тытӗҫ», - ҫырнӑ Элтепер.
Тухтӑрсем арҫын ачан сывлӑхӗ йывӑррине палӑртаҫҫӗ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ, следовательсем ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |