Тӗрмене лекмӗп, хутаҫ ҫакса утмӑп тесе калама хушман. Пурнӑҫӑн хӳри пӑрӑнӑҫ та хӑш вӑхӑтра мӗн пулассине никам та пӗлеймӗ. Сӗнтӗрвӑрри хулинче пурӑннӑ, ҫичӗ теҫетке ҫула ҫывхаракан хӗрарӑм ватлӑхра суд тенкелӗ ҫине ларасса шутламанах-тӑр.
Кӑҫалхи Ҫӗнӗ ҫул каҫхине ун патӗнче кӳрши, 58 ҫулти арҫын, пулнӑ. 67-ри хӗрарӑмпа иккӗшӗ тем пайлайман-ҫке. Хӗрӗнкӗ (РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче ҫапла пӗлтернӗ) хӗрарӑм арҫынна кӑкӑр тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Суранланнӑ этем кӑштахран вырӑнтах вилсе кайнӑ.
Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчев вӑхӑтӗнче ӑна хупнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра специалистсем медицина, медицинӑпа криминалистика, биологи тата психиатри тӗпчевӗсем ирттерӗҫ.
Тӗпчев халӗ малалла пырать.
Чӑваш Енӗн прокурорне Василий Пословские ҫӗршывӑн тӗп прокурорӗ Юрий Чайка ҫирӗп выговор панӑ иккен. Ҫакӑн пирки пурне те пӗлсе тӑракан, тем ҫинчен те уҫҫӑн ҫырма шикленмен республикӑри кӑларӑмсенчен пӗри, «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат, паян пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, прокуратура ӗҫченӗсем ҫӗнӗ ҫулӑн малтанхи кунӗсенче мӗнле улшӑнусем пулса иртессине пӗлмеҫҫӗ. Регионти прокурорсене ун пек ҫирӗп выговор пани 2000 ҫулсенче пулман-мӗн.
Василий Пословский хӑйне пӑхӑнакансемпе кӑнттам тытнӑ, кӳрентермелле сӑмахсем те каланӑ имӗш. Юлашки 2,5 ҫулта Чӑваш Ен прокуратурин тытӑмӗнчен 83 ҫын тухса кайнӑ, вӗсенчен 73-шӗ — хӑйӗн кӑмӑлӗпе. Прокуратура тытӑмӗнче ҫынсене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна час-час куҫараҫҫӗ имӗш.
Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсене Атӑл ҫинче пулӑ тытакансем пӑшӑрхантараҫҫӗ. ГЭСрна аяларах пӑр ҫирӗп мар, Сӗнтӗрвӑрри ҫывӑхӗнче пачах та пӑр ҫук. Шупашкар ҫывӑхӗнче те ҫӳхерех вырӑнсем пур. Анах ку пулӑҫсене хӑратмасть.
Нумаях пулмасть, Ҫӗнӗ ҫул умӗн, Куславкка ҫывӑхӗнче 68 ҫулти арҫын пӑр айне пулнӑ, унӑн кӗлеткине шыв пӑр айӗн юхтарса кайнӑ. Вӑл виҫӗ шӑтӑк шӑтарнӑ, тӑваттӑмӑшне тунӑ чухне инкек сиксе тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем каланӑ тӑрӑх, унӑн виллине ҫуркунне е ҫулла ҫеҫ тупма май килӗ.
Ӗнер ҫӗрле, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пӗр хваттерте пушар тухнӑ. Ку инкек Павлов Мичман урамӗнчи 74-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче пулнӑ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Хулари ача-пӑча клиника пульницине икӗ ачана илсе ҫитернӗ. Вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланма пултарнӑ. Тепӗр аслӑ ӳсӗмри икӗ ҫынна Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайнӑ. Ҫак тӑватӑ ҫыннӑн сывлӑхӗ халӗ вӑтам йывӑр шутланать.
Сӑмах май, Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ талӑкра республикӑра 5 пушар пулнӑ, вӗсенче 3 ҫын шар курнӑ, 15 ҫынна ҫӑлнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче, ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 27 минутра Инкеклӗ лару-тӑру министерствин дежурнӑй пульчӗ ҫине Шупашкарта пушар тухни пирки хыпар ҫитнӗ. «Ярмарккӑ» пасарта ҫулӑм тухнӑ-мӗн.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, курттӑмӑн туянмалли ретри пӗр контейнерта ҫулӑм алхасма пуҫланӑ. Пушар темиҫе контейнера (суту-илӳ точкине) тӗп тунӑ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, 16 контейнер ҫунса кайнӑ. Теприсем 7 контейнер кӗлленни пирки калаҫҫӗ.
Пушара 35 пушарнӑй, 9 техника сӳнтернӗ. Вӗсен «хӗрлӗ автанпа» самаях кӗрешме тивнӗ. Пушара 5 сехет те 8 минутра ҫеҫ сӳнтернӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Паян ирхине 10 сехет ҫурӑра Красноармейски районӗнче авари пулнӑ: ҫӑмӑл машинӑпа рейс микроавтобусӗ ҫапӑннӑ. Ку пӑтӑрмах «Шупашкар – Сурски» автоҫулӑн 41-мӗш ҫухрӑмӗнче пулса иртнӗ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа Рио» «Хӑваласа иртсе кайма юрамасть» паллӑ патӗнче трактортан иртсе кайма тӑнӑ, анчах хӑйӗн ҫулӗ ҫине тӑнӑ чухне руле итлеттереймен – хирӗҫ килекен «ГАЗель Некст» микроавтобуспа ҫапӑннӑ. Иккӗшӗ те кювета чӑмнӑ.
«Киа Рио» водителӗ вырӑнтах вилнӗ. Микроавтобусра ултӑ пассажир пулнӑ, вӗсенчен иккӗшне медицина пулӑшӑвӗ панӑ.
Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 23 сехет ҫурӑра Шупашкарти Патрис Лумумб урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра икӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫунма пуҫланӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна часах ҫитнӗ. Вӗсем ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ, анчах ҫулӑм кравате сиенлетме ӗлкӗрнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ача шӑрпӑкпа вылянӑран тухнӑ.
Палӑртса хӑварар: кӑҫал Чӑваш Енре ачасем шӑрпӑкпа вылянӑран 30 яхӑн пушар тухнӑ. Юпа уйӑхӗнче Шупашкар районӗнче 2 ҫулти ачана пула ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Шӑпӑрлан кӑмака умӗнчи япаласене чӗртсе янӑ.
Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисен иртнӗ эрнекун сисчӗвленме тивнӗ. Тӗрлӗ объектра мина хунӑ тесе 90 хутчен шӑнкӑравланӑ. Суяҫҫӗ пуль тесе лараймӑн — тӗрӗслемех тивет. Пакунлисем ҫапла тунӑ та.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, телефонпа «шӳтлекен» ҫын 90 хутчен шӑнкӑравланӑ. Ҫав ҫын тӗрлӗ учреждени организацире мина хуни пирки хыпарланӑ. Тавах, ниҫта нимле мина та пулман.
Михаил Игнатьев суйса шӑнкӑравлакансене пуҫиле статьяпа явап тыттарма май пурри пирки аса илтернӗ. Суйса шӑнкӑравланӑшӑн 3 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма май пурри пирки пӗлтернӗ вӑл. Михаил Игнатьев Элепер Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи хавас кӑмӑла пӑсакан провокаторсем хыҫҫӑн каймалла маррине аса илтернӗ.
«Форд» водителӗ, 27 ҫулти арҫын, ачана ҫапса кайнӑ та авари вырӑнӗнчен тарнӑ. Полицейскисем ӑна тытса чарнӑ.
Паян Шупашкарти Калинин урамӗнчи «Мега Молл» суту-илӳ центрӗ патӗнче авари пулнӑ. 10 ҫути арҫын ача светофор симӗс ҫутатнӑ чухне ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ та ун ҫине машина пырса кӗнӗ.
Водитель вырӑнтан тарнӑ, кайран хӑйех каялла таврӑннӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл авари хыҫҫӑн эрех сыпнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, унӑн машини ҫинче юн сирпӗннӗ евӗр наклейка ҫыпӑҫтарнӑ. Ҫакскер каллех авари вырӑнӗнчен ҫухалнӑ. Кайран водителе пакунлисем шыраса тупнӑ.
Ачан урисем хуҫӑлнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, операци тунӑ. Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Палӑртмалла: кӑҫал вӑл ҫул-йӗр правилисене 20 хутчен пӑснӑ.
Шупашкарта заправкӑсен сечӗн гендиректорӗ пулса ӗҫленӗ ҫынна пуҫиле майпа явап тытарнӑ. Ӑна суд 270 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Заправкӑсен сечӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ ҫын шалу тӳлеменшӗн ята кӗнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шалу парӑмӗ пирки асӑннӑ управлени пуҫлӑхӗ Александр Полтинин ирттерекен йышӑнусенчен пӗринче систерекен тупӑннӑ.
Ӗҫ укҫи тӳлеменнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 уйӑхӗччен предприятие панкурт тесе йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах пӗр ҫын умӗнче предприятин ӗҫ укҫи парӑмӗ 46 пин тенкӗрен иртнӗ. Апла пулин те шалупа татӑлма васкаман. Предприяти счёчӗ ҫинчи укҫана хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе тӑкакланӑ тата гендиректора шалу тӳленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |