Улатӑр районӗнче пурӑнакансем заповедникра пулӑ тытнӑ. Ҫавӑн пирки пакунлисене систерекен пулнӑ.
Тӑватӑ арҫын тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев пырать. Вӗсен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарас хӑрушлӑх та пур. РФ Пуҫиле кодексӗн 259-мӗш статйи вара кӑра. Вӑл статья 300 пин тенкӗрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран штрафлама, е 480 сехет таран ӗҫлеттерме, е юсанмалла 2 ҫул таран ӗҫлеттерме е ҫавӑн чухлӗ вӑхӑта ирӗкрен хӑтарма ирӗк парать.
Пулӑҫсенчен йӗрке хуралҫисем виҫӗ сӑскӑ туртса илнӗ. Ҫав хатӗрпе Улатӑр арҫыннисем 413 карас, 229 уланкӑ, 21 чапак тытма ӗлкӗрнӗ. Чӗрӗ пулла пакунлисем шыва янӑ. Заповедникра пулӑ тытнин тӑкакне йӗрке хуралҫисем 110 пин тенкӗ таран шутласа кӑларнӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче 20 ҫулти водитель ҫул урлӑ каҫакан ачана ирттерсе яман. 3-мӗш класра вӗренекен шӑпӑрлан кустӑрма айне лекнӗ. Кун пирки ҪҪХПИ пӗлтерет.
Ку кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 15 сехет те 50 минутра Ленин урамӗнчи 24-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Водитель ҫул хӗресленекен вырӑнтан иртнӗ чухне ҫул урлӑ каҫакан ачана ирттерсе яман.
10 ҫулти арҫын ача светофор симӗс ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул урлӑ каҫнӑ. Кустӑрма айне лекнӗскер суранланнӑ: сылтӑм чӗркуҫҫи, пуҫӗ аманнӑ. Ӑна Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе кайнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн ывӑлӗпе, Олегпа, ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахлӑ ӗҫ-пуҫ вӗҫленнӗ теме юрать те пулӗ. Паян, малтан эпир пӗлтернӗ пекех, Муркаш районӗн судӗнче приговор вуланӑ. Ҫакна та палӑртар: приговорпа килӗшмесен енсен Чӑваш Енӗн Аслӑ судне ҫитме ирӗк пур-ха.
Аса илтерер: прокуратура Олег Ладыкова колоние пилӗк ҫуллӑха ӑсатма ыйтнӑ. Район сучӗ 3 ҫул та 9 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Приговора йышӑннӑ чух Муркашри суд Олег Ладыков тӗлӗшпе Шупашкарти Ленин район сучӗ О. Ладыков полицейские хӗненӗшӗн унчечн кӑларнӑ приговора та шута илнӗ.
Муркаш районӗнче машинӑпа аварие лекнӗ Олег Ладыкова ваккат айӑпсӑр тесе хӳтӗленӗ, ӑна тӳрре кӑларма ыйтнӑ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 13 сехет тӗлӗнче Шупашкарта Трактор тӑвакансен проспектӗнче троллейбуспа ҫыхӑннӑ авари пулнӑ. Ку пӑтӑрмах «Куҫ микрохирургийӗ» чарӑну ҫывӑхӗнче сиксе тухнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Нива» водителӗ руле итлеттереймен – ҫул айккинелле тухса кайнӑ. Ҫывӑхра пыракан троллейбус водителӗ «Нивӑпа» ҫапӑнас мар тесе ҫул ҫинчен пӑрӑннӑ.
Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире никам та шар курман. Ӗҫ-пуҫа малалла уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑпласшӑн. Вӑл ҫынна ырӑ тума хӑтланса ята кӗнӗ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе тата 292-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе суда ярса панӑ ӗнтӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пуҫлӑх хӑйӗн пӗлӗшне хуҫалӑх кӗнекинчен хут ҫырса панӑ. Унта вӑл пӗлӗшӗн Тушмашар ялӗнче 0,16 гектар ҫӗр пуррине кӑтартнӑ. Ҫав хута тӗпе хурса лешӗ ҫӗре Росреестрта регистрациленӗ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнипе ҫыхӑннӑ кӑлтӑка РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисемпе Ҫӗрпӳ районӗнчи прокуратура ӗҫченӗсем асӑрханӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн ывӑлӗпе, Олегпа, ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахлӑ ӗҫ-пуҫ вӗҫленмен-ха. Айӑплав енӗ, тепӗр майлӑ каласан, прокуратура ӑна колоние пилӗк ҫуллӑха ӑсатма ыйтать.
Паян Муркаш районӗнче Олег Ладыковпа ҫыхӑннӑ ӗҫе тишкерекен юлашки лару иртнӗ. Вӑл ҫул-йӗр правилине пӑснине пула ҫын йывӑр суранланнӑ.
Айӑплав енӗ Олег Ладыкова пилӗк ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма ыйтнӑ. Хӳтӗлевҫӗ урӑхларах шухӑшлать иккен. Вӑл сити-менеджер ывӑлӗ айӑплӑ мар тесе каланӑ. Айӑпа ҫирӗплетсе парайманнине кура Олег Ладыкова е тӳрре кӑлармалла, е ӗҫе прокуратурӑна тавӑрса памалла тенӗ.
Татӑклӑ йышӑнӑва Муркаш районӗнчи суд (ҫул ҫинчи инкек унта пулнӑран ӗҫе унта тишкереҫҫӗ) кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тӑвӗ.
Шупашкарта кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 14 ҫулти хӗрача ҫухалнӑ. Вӑл киле таврӑнманнине кура тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, полицие пӗлтернӗ. Хӗрачана нимеҫӗсем те шыранӑ.
Унтанпа пӗр эрне иртнӗ. Хӗрачана тупнӑ. Анчах, шел те, вӑл чӗрӗ мар. Кун пирки «Лиза Алерт» шырав отрячӗн ушкӑнӗнче пӗлтернӗ. 14-ри хӗрача виллине тупнине Следстви комитечӗ те ҫирӗплетнӗ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хӗрачапа мӗн пулса иртнине хальлӗхе тӗплӗн пӗлтермеҫҫӗ.
«Экоцентр» предприятие пирӗн республикӑра пурӑнакансем пурте тенӗ пекех пӗлеҫҫӗ пулӗ. Йӑлари-хытӑ каяша турттаракансем Федерацин монополипе кӗрешекен службин управленийӗпе килӗшӳсӗр тытнӑ. Асӑннӑ орган представителӗсем пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче предприятие евит хыҫҫӑн тӗрӗслевпе ҫитнӗ. Анчах унтисем ӗҫлеме кансӗрленӗ. Хӑш-пӗр специалист ӗҫ пӳлӗмӗнчен тухса кайнӑ. Кирлӗ информацие ҫырса илме ирӗк паман. Кӑштахран ҫуртра ҫутӑ сӳнтерсе лартнӑ.
Монополипе кӗрешекенсем кӗҫех суда ҫитнӗ. Вӗсем «Экоцентр» тӗрӗслевҫӗсене ӗҫлеме кансӗрленине пӗлтернӗ. Пӑтӑрмаха кӗҫех Шупашкарӑн Мускав районӗнчи 4-мӗш суд участокӗнче тишкернӗ. Миравай тӳре предприятие администравтивлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ.
Паян кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, ирхине Шупашкарти пӗр ҫурт тӑрринчен рабочи ӳкнӗ. Шел те, вӑл ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку Вокзалҫум урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра пулнӑ. Рабочи пилӗк хутлӑ ҫуртӑн тӑрринчен персе аннӑ. Халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, арҫын, ахӑртнех, страховкӑсӑр ӗҫленӗ.
Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу машини, полици ҫитнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Вӑрнар районӗнче патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна ҫывӑх вӑхӑтра суд тӑвӗҫ. Кун пирки эпир РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче хыпарланинчен пӗлтӗмӗр.
Пуҫлӑх пулнӑ ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ, сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе – 5 эпизодшӑн, 291.2 статйин 1-мӗш пайӗпе тата 292 статьян 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче вӑл ҫул-йӗ правилине пӑснӑ пилӗк ҫынна каҫарнӑ. Административлӑ майпа явап тыттарма май пур ҫинчех яваплӑхран хӑтарнӑ.
2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче «Вӑрнар-Упи-Красноармейски» ҫул ҫинче груз турттаракан машинӑна чарнӑ. Лешӗн ятарлӑ хутсем пулман. Явап тытас мар тесе вӑл ҫул-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхне апат-ҫимӗҫ хутаҫне тыттарнӑ. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче вӑл пӗр паллаканне ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекмесӗрех хутсем хатӗрлесе панӑ та лешӗ КАСКО тӳлевне тивӗҫнӗ.
Пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ пӑтӑрмах ҫиеле тухнӑ хыҫҫӑн ҫул-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхне ӗҫрен хӑтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |