Ҫӗнӗ Шупашкарта 7 ҫулхи хӗрача ҫухалнӑ. Шкултан киле таврӑнманскере малтан амӑшӗ ураран ӳкесле шыранӑ. Телефон ҫине шӑнкӑравлама май килмен — ачан смартфонӗ сӳнсе ларнӑ.
Ачине ҫухатнӑ хӗрарӑм тӗпренчӗкне тупайман енне пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ача ҫухалнине пӗлсен ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти пайӗн ӗҫченӗсене пурне те ура ҫине тӑратнӑ. Ачана 100 ытла полицейски шыранӑ.
Пӑтӑрмах ӗнер, раштавӑн 23-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. Шкултан килнӗ чухне ача тепӗр хӗрачапа паллашнӑ. Унтан вӑл хайхи патне хӑнана кайнӑ. Кил хуҫи каҫпа киле таврӑнсан ют хӗрачана асӑрханӑ. Ӑна вӑл киле кайма сӗннӗ. Ӑсатса ярасшӑн пулнӑ. Анчах ача пӗчченех ҫитессине пӗлтерсе тухса утнӑ. Пакунлисем хӗрачана 10-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнче 22 сехет те 45 минутра асӑрханӑ.
Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти арҫын хӑйӗн 52 ҫулти амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ.
Ывӑлӗ ун чухне ӳсӗр пулнӑ. Ҫак арҫын амӑшне пуҫӗнчен, кӗлеткин ытти пайӗнчен 45 хутран кая мар ҫапнӑ. Кун хыҫҫӑн ывӑлӗ хӑйех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах тухтӑрсем вырӑна ҫитсен хӗрарӑма нимпе те пулӑшайман – лешӗ вилсе кайнӑ. Ҫапла пӗлтерет следстви.
Ҫак арҫынна тытса чарнӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл халӗ суд пуласса кӗтет.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 20 сехет те 45 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ маршрутка ҫапӑннӑ. Ку пӑтӑрмах 10-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗпе Тӗкӗрҫ проезчӗ хӗресленнӗ вырӑнта пулнӑ. Унта 331-мӗш тата 21-мӗш маршруткӑсем ҫапӑннӑ.
Авари вырӑнне икӗ васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Виҫӗ ҫын аманнӑ. Иккӗшне пульницӑра пулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ. 53 ҫулти хӗрарӑма вара унтах хӑварнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 331-мӗш маршрутка светофор ҫутнӑ чухне сулахай еннелле пӑрӑннӑ.
Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ӗнер, Елчӗк районӗнчи пӗр арҫын масар ҫинче суранланнӑ. 51 ҫултискер масар ҫине хӑй тӗллӗн ӳссе тухнӑ йывӑҫсене касма кайнӑ.
11 сехет ҫурӑ ҫитнӗ, шӑп ҫак вӑхӑтра унпа инкек пулнӑ: ҫак арҫын ҫине йывӑҫ ӳкнӗ. Вӑл самаях суранланнӑ – пуҫӗ аманнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна Патӑрьел районӗн пульницине илсе ҫитернӗ, тухтӑрсем унта ӑна пулӑшу кӳнӗ.
Ҫанталӑк кӑштах сивӗтрӗ. Шел те, республикӑра ҫын шӑнса вилнӗ тӗслӗх пулнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫынсем ентешӗ урамра выртнине асӑрханӑ. 44 ҫулти арҫын килне кӑшт кӑна, темиҫе метр, ҫитеймен, ӳкнӗ. Вӑл тӑнне ҫухатнӑ.
Ҫынсем ӑна килне илсе кӗнӗ, анчах, шел те, унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман. Кӑштахран арҫын вилсе кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын шӑнса вилнӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑма суйса евитленӗшӗн штрафланӑ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче хайхискер ывӑлне салтака ӑсатнӑ. Ялти йӑлана пӑхӑнса хӑна-вӗрле: тӑван-пӗтен, ял-йыш — пуҫтарӑннӑ.
Кайран хӗрарӑм ялти пӗр арҫын ҫавӑн чухне хӑйне хӗненӗ тата пусмӑрланӑ тесе йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ҫил вӗрмесӗр йывӑҫ хумханмасть теҫҫӗ те, иккӗшӗ тем пайлайман ӗнтӗ — эпир ӑна пӗлеймӗпӗр. Тӗпчевҫӗсем евит тӗлӗшпе ӗҫлеме тытӑнсан хӗрарӑма хайхи этем мӑшкӑламанни палӑрнӑ иккен. Ҫапла пӗлтерет РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби.
Ҫапма пӗлмен пушӑ хӑвнах пырса лекет тенӗ евӗр пулса тухнӑ. 38 ҫулти хӗрарӑма суйса евитленӗ тесе 8 пин тенкӗ штраф хурса та панӑ.
Чӑваш Енри районсенче ГТО (чӑв. Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр) нормисене тултарма спорт лапамӗсем малалла хута кайнине паян та Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Аса илтерер, ӗнер ҫеҫ вӗсене виҫӗ районта уҫнӑ. Ку енчен телейлисен списокӗнче — Шупашкар, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗсем.
Ҫав вӑхӑтрах ӗҫе тӗплӗн туманнисем те тупӑнаҫҫӗ иккен. Унтан та ытларах — тивӗҫлипе пурнӑҫламасан та тепӗр ҫӗрте ӗҫе ырласа йышанаҫҫӗ, уншӑн укҫа кӑларса тыттараҫҫӗ. Ҫакӑн пек пӑтӑрмаха Вӑрнар районӗнчи Упнер ял тӑрӑхӗнче тупса палӑртнӑ. Вырӑнти хастарсем кӑлтӑк пирки прокуратурӑна систернӗ.
Ял тӑрӑхӗнчи футбол лапамӗ тунӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫе йышӑннине пӗлтерсе алӑ пусса панӑ. Анчах футбол лапамӗ тӳрӗ мар иккен, лармалли саксем те тивӗҫтермен.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне 20 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Патӑрьел районӗнчи Анат Туҫа ялӗнчи культура ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Ку пӑтӑрмах ӗнер ҫӗрле пулнӑ.
Клуб 1970 ҫулсенче пӗренерен тунӑскер пулнӑ. Ӑна ҫулталӑк каялла юсаса ҫӗнетнӗ. Ун чухне клубра чӳречесене улӑштарнӑ, ҫӗне урай сарнӑ, хутса ӑшӑтмалли тытӑма монтаж тунӑ, ҫӗне сцена тунӑ. Юсав ӗҫӗсене «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Вырӑнти культура ҫурчӗ» программипе килӗшӳллӗн тунӑ. Подрядчик харпӑр усламҫӑ Алина Тарасова пулнӑ. Килӗшӳре палӑртнӑ сумма 1,74 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Ҫӗнелнӗ культура ҫурчӗ пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑкне уҫнӑ.
Шупашкар хулинчи Калинин рйаонӗнче пурӑнакан хӗр полицейскисемпе ҫапӑҫнӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсене вӑл ҫыртнӑ, вӗсенчен пӗрне тапнӑ. Урапа пите лектернӗ.
Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 22-мӗш каҫхине пулса иртнӗ. Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче хӗр-тусӗпе сӑра ӗҫсе тӑнине патруле тухнӑ ҫул-йӗр инспекторӗсем асӑрханӑ. Обществӑри йӗркелӗхе пӑснине кура пикене автомашинӑна кӗртсе лартнӑ. Протокол ҫырас тенӗ ахӑртнех. Хӗр пакунлисен аллине ҫыртнӑ. Вӗсенчен пӗрне, руль умӗнчине, питрен урапа тапнӑ.
Йӗрке хуралҫисемпе ҫапӑҫакан хӗр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд ҫуд ҫитмен пикене тӗрмене хупмасӑр 6 уйӑхлӑха ирӗкрен хӑтарма, тӗрӗслев вӑхӑтне ҫулталӑклӑха палӑртса йышӑну кӑларнӑ. Хӗр вӗренекен учреждение, вӑл пурӑнакан вырӑнти яваплӑ органсене ҫул ҫитменнисемпе ҫителӗксӗр ӗҫленӗшӗн асӑрхаттару хучӗсем ярса панӑ.
Урамра сӑра ӗҫнӗшӗн хӗрсене административлӑ майпа явап тыттарса 500-шер тенкӗлӗх штрафланӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 17 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ машина ҫапӑннӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрах, авари Промышленноҫ урамӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ВАЗ-2114 машина рулӗ умӗнче ларнӑ хӗрарӑм «тимӗр урхамаха» итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Маздӑпа» ҫапӑннӑ. Аварире ВАЗ водителӗ тата икӗ пассажир (вӗсем те хӗрарӑмсем) вилмеллех аманнӑ.
Машинӑран ҫын кӗлеткисене кӑлармашкӑн Инкеклӗ лару-тӑру министерствинчен пулӑшу ыйтма тивнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |