Пӑтӑрмахсем
![]() Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем 32 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Нӗрӗш ялӗнче пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм уйрӑм ҫыннӑн пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ хыпара сарнӑ. Ҫак утӑма тума ӑна упӑшкине кӗвӗҫни хистенӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫавӑн пек майпа 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен хӑтланнӑ. Хӗрарӑм хӑйӗн упӑшкине тепӗр хӗрарӑм ҫумне кӗвӗҫнӗ. Ытахальтен мар темелле. Арҫыннӑн компьютерӗнче вӑл хӗрарӑмӑн интимлӑ сӑнӳкерчӗкӗсемпе видеосене асӑрханӑ. Ҫавсене хӗрарӑм мессенджерсенче ют ҫынсене ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |