Паян ҫӗрле Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче лавкка ҫунса кайнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Ҫур ҫӗр иртни 1 сехет ҫурӑра Турханта хутӑш тавар сутакан лавкка ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсен ҫулӑма пӗр сехетрен сӳнтернӗ.
Ҫулӑм йывӑҫ пӳртӗн хушма ҫуртне, тӑррине тӗп тунӑ. Сӑмах май, Инкеклӗ лару-тӑру министерстви иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре виҫӗ пушар пулнӑ.
Шупашкар хулинче вӑйпитти арҫын 8 ҫулти ачан телефонне илсе тарнӑ. Анчах вӑл видеокамера объективне лекнӗ.
Пӑтӑрмах кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулса иртнӗ. «Чебоксарец» лавкка тӗлӗнчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнти шкул ачи смартфонпа утнӑ. Вӑл видео пӑхса пынӑ. Ҫавна асӑрханӑ вӑйпитти этем ачаран телефон ыйтнӑ. Вӑл ӑна васкавлӑн шӑнкӑравласа илмелли пур тесе каланӑ. Кайран арҫын телефона туртса илнӗ те вырӑнтан тапса сикнӗ.
Йӗрке хуралҫисем видеокамера ҫине лекнӗ арҫын телефона туртса илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Сӑнӳкерчӗкри этеме палласа илекенсене йӗрке хуралҫисене 8-999-756-45-85, 8-999-756-05-34 е 102 телефон номерӗсемпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар хулинче васкавлӑ пулӑшу машини ҫил-тӑман ҫунӑ хыҫҫӑн вӑхӑтра тасатман ҫул ҫинче путса ларнӑ. Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадокомпанийӗнче кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑрсен машини «Байконур» микрорайонта лакса ларнӑ. Ӑна ҫынсем тӗксе кӑларнӑ.
Тележурналистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, коммуналлӑ служба ӗҫченӗсем ҫуркуннене ҫитессе е юр ирӗлтерекен машина ӗҫлесе каясса кӗтеҫҫӗ курӑнать. Ҫав вӑхӑтрах хула ҫыннисен ӗҫе е вӗренӳ заведенине вӑхӑтра куллен ҫитмелле-ҫке, анчах ҫакӑ хӑш чухне чӑрмавлӑ пулса тухать. Маларах асӑннӑ васкавлӑ пулӑшу машинине тӗксе кӑларма хӑтланса, сӑмахран, ҫур сехет иртсе кайнӑ. Ӑна вара чирлӗ ҫын кӗтнӗ...
Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 12 сехетре нумай хваттерлӗ ҫурт тунӑ ҫӗрте, Шупашкарти Афанасьев урамӗнче, стропальщик 15-мӗш хутран ӳкнӗ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ.
Ҫав вӑхӑтра ҫӳлти хутра кран ҫинчен строительство материалӗсене пушатнӑ. 42 ҫулти стропальщик ӑнсӑртран аялалла ӳкнӗ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, следовательсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ, судпа медицина экспертизи ирттереҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта 18 ҫулти хӗр ҫӳлти хутран ӳкни пирки пӗлтернӗччӗ.
Куславкка хулинчи 31 ҫулти арҫын хӑйӗн ӗмӗрӗнчи 13 ҫула яхӑн тӗрмере ирттернӗ. Юлашки хутчен вӑл ирӗке 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тухнӑ. Анчах уҫӑ сывлӑшпа кӑкӑр тулли сывласа, ирӗклӗ тӗнчепе савӑнса та ҫунатланса пурӑнас вырӑнне вӑл каллех пӑтӑрмаха ҫакланнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вӑл хула урамӗнче 45 ҫулти арҫынпа паллашнӑ. Ӑна вӑл эрех туянма тата пӗрле ӗҫме ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ. Анчах шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларман икӗ арҫын — харкашма тытӑннӑ. Ҫамрӑкки аслӑраххине темиҫе хутчен ҫапнӑ, унтан ӑна хваттер подъездне илсе тухнӑ, унта каллех хӗненӗ — тапса-ҫапса пӗтернӗ. Шар курни тепӗр кунне реанимацире вилсе кайнӑ.
Хӗнекене тытса чарнӑ. Ҫынна ятарласа вӗлермен пулин те ӑна никам та уншӑн саккун пуҫран шӑлас ҫук.
Шупашкарта пурӑнакан ҫулланнӑ пӗр хӗрарӑм хваттерне чутах сутса яман.
2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хӗрарӑм патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Ӑна вӑл хӗрарӑмӑн банки счечӗпе ултавҫӑсем хуҫалаҫҫӗ тесе каланӑ. Пенсионерка тӳрех ӗненмен-ха. Анчах кӗҫех ун патне «йӗрке хуралҫи» шӑнкӑравланӑ. Вӑл ӑна укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарса хума сӗннӗ. Кун валли хӗрарӑм ятарласа телефон туяннӑ, ун урлӑ 700 пин тенкӗ укҫана куҫарса янӑ.
Ултвҫӑсем унпа та ҫырлахман-ха. Хӗрарӑма вӗсем хваттер сутма хистенӗ тата банкран кивҫен илме. Кредит учрежденийӗнче хӗрарӑма укҫа паман, анчах хваттер сутасси пирки вӑл тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ.
Амӑшӗ ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнине пӗлсен ӑна ывӑлӗ тӑна кӗртнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти «Акварель» микрорайонта рабочи вилнӗ. Инкек кӑнтӑрла иртни 3 сехетре пулнӑ.
Бетон пусмана лифт шахтипе антарнӑ чухне вӑл персе аннӑ та 26 ҫулти монтажника лапчӑтса хунӑ. Суранланнӑ ҫамрӑк инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Инкек вырӑнне тӗпчевҫӗсем пырса ҫитнӗ, вӗсем пӑтӑрмаха куракансемпе калаҫнӑ.
Ҫывӑх вӑхӑтра судпа медицина экспертизи ирттерӗҫ. Ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнассишӗн кам яваплине палӑртӗҫ.
«Ҫыхӑнура» форум пӗлтернӗ тӑрӑх, «Акварельте» ҫурт тунӑ чухне унччен те инкек пулнӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче 3 арматурщик 4-мӗш хутран ӳкнӗ. Вӗсем юр айне пулнӑ бетон ҫине персе аннӑ. Ун чухне, Турра шӗкӗр, никам та вилмен.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта васкавлӑ пулӑшу машини инкеке лекнӗ.
Тухтӑрсен автомобилӗ 17 сехет те 35 минутра Шупашкарти База проезчӗпе пынӑ. Кроссовер водителӗ сулахаялла, ҫуртсен картишӗ еннелле, пӑрӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра машинӑсем хирӗҫ килмелли ҫулпа васкавлӑ машина карети пынӑ. Инкеке куракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, васкавлӑ пулӑшу машини сирена та ҫутнӑ, унӑн ятарлӑ маяк та ӗҫленӗ. Апла пулин те кроссовер пӑрӑнма хӑтланса сиксе тухнӑ та васкавлӑ пулӑшу автомобилӗ унпа ҫапӑннӑ.
Инкекре никам та шар курман. Васкавлӑ пулӑшу машини салонти пӗчӗк ачана малтан пульницӑна ӑсатса хӑварнӑ, кайран инкек вырӑнне ҫаврӑнса килнӗ.
Паян ҫӗрле Шупашкарта 19 ҫулти хӗрӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл чӳречерен тухса ӳкни пирки Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет.
Ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре Талвир урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра пулнӑ ку. Хӗр миҫемӗш хутран ӳкнине пӗлтермен. Вӑл йывӑр суранӗсене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫийӗнчех ҫитнӗ.
Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Республикӑри ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх Красноармейски районӗнче юрҫӳрен водительне тытса чарнӑ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ, ҫавӑн пекех унӑн ҫак транспорт хатӗрне тытса тӑма права та пулман.
Юрҫӳрен водителӗ тӗлӗшӗпе РФ КоАПӑн 12.8 статьян 3 пайӗпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Аса илтеретпӗр, юрҫӳренпе ӳсӗрле ярӑннӑскере юрҫӳрен правине (унпа ярӑнма хӑй тӗллӗн ҫӳрекен транспорт валли А1 категориллӗ права кирлӗ) ҫеҫ мар, автомобиль правине те тытса илме пултараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |