Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнчи пушарта чутах ватӑ арҫын вилмен. Ӑна пушарнӑйсем ҫӑлнӑ. Халӗ вӑл пульницӑра выртать.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхи 8 сехет тӗлӗнче Кӑшнаруй ялӗнчи Ҫамрӑксен урамӗнчи икӗ хваттерлӗ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Кил хуҫи, 70 ҫулти арҫын, сӗрӗмпе минресе урама хӑй тӗллӗн тухайман. Ӑна вырӑна ҫитнӗ пушарнӑйсем урама илсе тухнӑ. Тухтӑрсем арҫынна Канаш районӗн тӗп пульницине илсе кайнӑ.
Пушара 20 минутран сӳнтернӗ. Ҫулӑм япаласене, сӗтел-пукана сиенлетнӗ, ҫуртӑн шалти отделки юрӑхсӑра тухнӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 133 пушар пулнӑ, вӗсенче 10 ҫын вилнӗ.
Ӗнер каҫхине, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкарти Коопераци институчӗ тӗлӗнче ӳсӗр водитель тытса пыракан машина автобуспа пырса ҫапӑннӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Тойота» автомобиль водителӗ тӗп ҫул ҫине тухнӑ чухне автобуса ҫул паман. Унпа ҫапӑнсан «Лэнд-Крузер» ҫул хӗрринчи кӗрт тата тимӗр карта ҫине пырса кӗнӗ, автобус вара хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Телее, ҫав самантра нимӗнле машина та пулман.
«Тойота» водителӗ урӑ марри сисӗннӗ.
Автобус водительне вӑл руль умӗнче урӑх ҫын пулнӑ, пӑтӑрмах вырӑнне ҫав этем кӗҫех килсе ҫитӗ тесе суйма ыйтнӑ. Анчах йӗрке хуралҫисене улталама май килмен. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем камерӑсене пӑхнӑ та ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче кам пулни аван курӑннӑ.
Чи пахи – инкекре никам та аманман.
Шупашкарта рабочи ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Шел те, унӑн пурнӑҫне тухтӑрсем те ҫӑлса хӑварайман.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Инкек «Феникс» пурӑнмалли комплексра пулнӑ. Следстви комитечӗн следователӗсен версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 25 ҫулти строитель 10-мӗш хутра ӗҫленӗ чухне таянса кайнӑ та 8-мӗш хута персе аннӑ. Унӑн пуҫӗ, мӑйӗ, кӗлетки, алли-ури аманнӑ. Вӑл пульницӑра кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вилнӗ.
Следовательсем шутланӑ тӑрӑх, инкек страховка тросӗсем ҫуккипе пулнӑ. Ҫавӑн пекех ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн нормисене пӑснӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Канаш хулинче пурӑнакан 51 ҫулти арҫын тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл пиччӗшне вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Инкек ҫак кунсенче, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, пулнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫав кун ҫур ҫӗр иртсен вӑл 59 ҫулти пиччӗшне ҫурӑмӗнчен ҫӗҫӗпе виҫӗ хутчен чикнӗ. Ҫав самантра амӑшӗ те килтех пулнӑ. Вӑл аслӑ ывӑлне хӳтӗлеме тӑнӑ. Анчах арҫын 84 ҫулти амӑшне те хӗрхенмен – хӗнесе пӗтернӗ: аяк пӗрчисене хуҫнӑ, пуҫне суранлатнӑ. Ватӑ хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Пиччӗшне вара ҫӑлма май килсен – вӑл ҫавӑнах вилнӗ. Шӑллӗне тытса чарнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫӗрле Элӗк районӗнчи Урпаш ялӗнче пушар пулнӑ. Унта йывӑҫ ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ, нимӗн те упранса юлайман. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Пӳртре 67 ҫулти арҫын пурӑннӑ. Анчах, шел те, вӑл пушарта ҫӑлӑнайман, вилнӗ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 122 пушар пулнӑ. Вӗсенчен 9 ҫын вилнӗ, 8-ӑн аманнӑ. Инкекре 10 ҫынна ҫӑлнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 19 ҫулти ҫамрӑкӑн салтака кайма ят тухнӑ. Анчах унӑн салтак аттине тӑхӑнас килмен.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ӑна повестка тыттарнӑ. Хутра кӑтартнӑ кун каччӑ призыв пунктне пыман. Ҫар комиссариачӗн ӗҫченӗсем ӑна тупса илсе пынӑ. Анчах вӑл унтан тухса тарнӑ.
Тепӗр кунне каччӑна килӗнче асӑрханӑ, ӑна каллех ҫарӗҫ комиссариачӗн ӗҫченӗсем илсе кайнӑ. Ун чухне каччӑ документсем патне тесе килне кайса килме ирӗк ыйтнӑ, ҫар ӗҫченӗсем ҫамрӑкпа пӗрле ҫула тухнӑ. Каччӑ хваттере кӗрсе кайсан хайхискер чӳречерен (иккӗмӗш хутран) сикнӗ.
Ҫартан тарса ҫӳрекен каччӑ тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче каҫ пуласпа Шупашкарта, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн общежитийӗнче пушар тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Халӗ пушар сӑлтавне уҫӑмлатнӑ. Малтанласа пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, инкек электрооборудованипе усӑ курнӑ чух правилӑна пӑснӑ. Пушар зарядка хатӗрӗнчен тухнӑ.
Пушар вӑхӑтӗнче общежитире 40 студентпа преподаватель пулнӑ. Вӗсенчен никам та шар курман.
Тӑкак виҫине малтанласа шутласа кӑларнӑ. Общежитие юсаса ҫӗнетме хыснаран укҫа уйӑрма тивӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, каҫ пуласпа Шупашкарта, Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтӗнче, пушар пулнӑ.
Инкек вырӑнне темиҫе пушар машини ҫитнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу та вырӑнтах пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушар лестниципе усӑ курнӑ. Сӑнӳкерчӗксене пӑхсан пушар общежитире 4-мӗш хутра пулнӑ.
Хальлӗхе пушар пирки урӑх информаци ҫук.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, ҫӗрле Шупашкарта Тӗп пасар ҫуннӑ. Унта лавккасем вырнаҫнӑ икӗ хутлӑ ҫуртра ҫулӑм тухнӑ.
Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пасарти пилӗк павильон сиенленнӗ. Пӗтӗмпе 100 тӑваткал метр. Юрать-ха, ҫулӑм икӗ хутлӑ ҫурта йӑлтах тӗп туман. Пушара сӳнтерме 2 сехет кирлӗ пулнӑ. Ҫулӑмпа 24 пушарнӑй, 6 техника кӗрешнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электрохатӗрпе тӗрӗс усӑ курманран тухнӑ.
Шупашкарти Гузовский паркӗнче ҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Паян ирхи 10 сехетре «Гузовский ращи» паркра арҫын виллине асӑрханӑ. Ҫакна курнӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл 60 ҫулсенче. Вырӑна полицейскисем тата следовательсем ҫитнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна пусмӑрласа вӗлермен, вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |