Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 7 сехет те 40 минутра «Энӗш» ҫул ҫинче, Канаш районӗнчи Хучел ялӗ ҫывӑхӗнче, авари пулнӑ. Унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Йӗрке хуралҫисем айӑплине тытса чарнӑ.
Иномарка ҫул пӑрӑнӑшӗнче «Калина» ҫине пырса кӗнӗ. «Калинӑри» 73 ҫулти пассажир, хӗрарӑм, вилнӗ. Руль умӗнче ларнӑ упӑшки суранланнӑ.
Иномаркӑри пассажир та аманнӑ. Вӑл - машина хуҫи. Анчах руль умӗнче вӑл мар, урӑх ҫын ларнӑ. Лешӗ вара, 25 ҫултискер, ӳсӑр пулнӑ, унӑн права та ҫук /руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн туртса илнӗ/. Ҫак арҫын авари вырӑнӗнчен тарса ҫухалнӑ. Анчах йӗрке хуралҫисем ӑна ҫийӗнчех тытса чарнӑ. Ун чухне те вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарӑн историлле пайӗнче Юрий Шакеев оппозиционерӑн ҫурчӗ вутра кӗлленнӗ. Кун пирки Шакеев Фейсбукра ҫырнӑ. Усал хыпара «В «Замамье» сгорел дом оппозиционера Юрия Шакеева: «Враги сожгли родную хату» ятпа «Pg21.ru» сайтра та пӗлтернӗ.
Юрий Шакеевӑн ҫурчӗ Шупашкарти Амӑш палӑкӗн ҫурчӗ хыҫӗнче, Герцен урамӗнче, вырнаҫнӑ. Асӑннӑ урамри 31-мӗш ҫурт 17 сехет те 15 минут тӗлӗнче ҫунма тытӑннӑ. Унта никам та пурӑнман, ҫуртра ҫутӑ пулман.
Инкек сӑлтавне Шакеев ҫурт вырӑнӗ такамсене строительство валли вырӑн кирлӗ пулнӑ тесе тӗшмӗртет.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ирхи 8 сехетре Элӗкре нумай хутлӑ хваттерте, Чапаев урамӗнче вырнаҫнӑскерте, газ сирпӗннӗ. Кун пирки республикӑри прокуратура пӗлтерет.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш хутра пурӑнакан ҫын каҫхине плита ҫине шыв янӑ кастрюль лартнӑ, яшка пӗҫерме хатӗрленнӗ-мӗн. Анчах вӑл ҫывӑрса кайнӑ. Шыв тӑкӑнса газа сӳнтерсе лартнӑ.
Ирхине кил хуҫи вӑрансан газ шӑршине сиснӗ, мӗн пулнӑ тесе ҫутӑ ҫутса янӑ та газ сирпӗннӗ. Кил хуҫи хумпа вӗҫсе кайнӑ, вӑл аманман. Хваттерти чӳречесем тухса ӳкнӗ.
Халӗ ытти хваттерте пурӑнакансен газ пур.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарти пӗр ҫурт подъезчӗн тӑрринче хӗр виллине тупнӑ. Ҫакна РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби те ҫирӗплетнӗ.
Ку Ярмӑрккӑ урамӗнчи 19-мӗш ҫуртӑн 3-мӗш корпусӗнче пулнӑ. Ҫурт 25 хутлӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗр 10-мӗш хутри балкон ҫинчен ӳкнӗ. Вырӑнта полици ӗҫченӗсем, тухтӑрсем, следовательсем ӗҫленӗ. Хӗр 23 ҫулсенчи пек курӑнать.
Мускавра Чӑваш Ен ҫынни вилнӗ. Тепӗр тесен пирӗн республика ҫынни тесе ҫирӗплетсех калаймӑпӑр, мӗншӗн тесен машинӑсен регион номерӗ тӗрлӗрен, ҫав вӑхӑтарх ҫынни урӑх ҫӗрте те пурӑнма пултарать.
Ҫӗнӗ Мускаври инкеке лекнӗ грузовик номерӗнче 21-мӗш регион тесе кӑтартнӑ. Груз турттаракан машина водителӗ инкек вырӑнӗнче пурнӑҫран уйӑлса кайнӑ.
Ҫул ҫинчи пӑтӑрмах кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Мускаври ҫул ҫавринчи инкекре 6 грузовик пӗр-пӗринпе пырса ҫапӑннӑ. Ҫав шутра — 21 регионти «Валдай» машина та. Унӑн номерӗ — К480ОЕ 21. Ҫав машина икӗ автомобиль хушшине хӗсӗнсе ларнӑ.
Пӑтӑрмахра тата тепӗр ҫын шар курнӑ. Ӑна вертолётпа пульницӑна илсе кайнӑ.
Строительсен урамӗ, 21 адреспа вырнаҫнӑ «Магнит» пысӑк гипермаркетра QR-код тӗрӗслене чухне вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах пулса иртнӗ. «Про город» кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, 10:30 тӗлнелле, 60 ҫулти арҫынна япӑх пулса кайнӑ. Вӑл медиксем киличчен вилнӗ. Хыпарта пӗлтернӗ тӑрӑх арҫын QR-код кӑтартнӑ, хӑйне япӑх пулнине вӑл лавккана кӗрсен туйнӑ.
Пӑтӑрмах пулса иртнӗ хыҫҫӑн вырӑна медиксем, ҫавӑн пекех полици ӗҫченӗсемпе следовательсем пырса ҫитнӗ. Кӗмелли алӑка карталаса хуплама тивнӗ, ҫавна пула туянакансене тепӗр алӑкран кӗртме тытӑннӑ.
Чӑваш Енри СКР следстви управленийӗ асӑннӑ пӑтӑрмах тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерни пирки, мӗнпур фактсене палӑртас енӗпе ӗҫлени ҫинчен пӗлтернӗ.
Паян каҫхине Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 23-мӗш ҫуртӑн 1-мӗн корпусӗнче 15-мӗш хутри хваттерте газ баллонӗ сирпӗннӗ. Унашкал баллонсене потративлӑ плиткӑсем валли усӑ кураҫҫӗ.
Хваттерти балкон ҫинчи чӳрече тухса ӳкнӗ. Юрать-ха, ҫынсенчен никам та шар курман, халӗ хӑрушлӑх та ҫук.
Калинин районӗн прокурорӗ Евгений Ортиков вырӑна ҫитнӗ. Газ баллонӗ мӗншӗн сирпӗннӗ? Ҫакна ҫӑлавҫасем уҫамлатӗҫ.
Мускав облаҫӗнче пурӑнакан арҫын Чӑваш Енри кинемее машинӑпа ҫапса хӑварнӑ. Вӑл ӑна вилмеллех амантнӑ. Инкек хыҫҫӑн водитель вырӑнтан тапса сикнӗ. Хӑйне тупаймаҫҫӗ тенӗ пулинех. Анчах вӑл хытах йӑнӑшнӑ.
45 ҫулти арҫын ватӑ хӗрарӑма 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче каҫхи 19 сехет тӗлӗнче ҫапса хӑварнӑ. Инкек «Никольски — Етӗрне — Нурӑс» ҫул ҫинче, Элӗк районӗнчи Крымсарайккӑ ялӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Ҫынна вилмеллех амантнӑ, ҫитменнине тата инкек вырӑнӗнчен тапса сикнӗ водителе суд 7 ҫул ҫурӑлӑха тӗрмене ӑсатма йышӑннӑ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 19 сехет ҫурӑра М-7 автоҫулӑн 601-мӗш ҫухрӑмӗнче авари пулнӑ. Шел те, унта ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кун пирки ҪҪХПИ пӗлтерет.
Авари Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Гранта» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та йывӑр тиевлӗ икӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Аварире виҫӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ: ҫӑмӑл машина водителӗ тата унти икӗ пассажир. Пӗри ача пулнӑ.
Красноармейски районӗнче пурӑнакан арҫын хӑйӗн ҫуралнӑ кунне Шупашкарта паллӑ тӑвас тенӗ. Тусӗпе пӗрле вӗсем хваттер тара илнӗ. Унта икӗ хӗрарӑма йыхравланӑ. Хайхисене вӗсен пӗлӗшӗсем сӗннӗ иккен.
Икӗ арҫынпа икӗ хӗрарӑм ҫуралнӑ куна аванах тунӑ. Ӗҫнӗ, ҫинӗ, савӑннӑ. Кайран арҫынсем тӳнсе кайнӑ.
Ирпе ыйхӑран вӑрансан арҫын хӑйӗн банк картти ҫинчи 7 пин тенкӗ укҫана темиҫе ӑстрӑмпа паллӑ мар ҫынна куҫарса панине асӑрханӑ. Арҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вӗсене никама та хӑй аллипе укҫа куҫарса паманнине пӗлтернӗ.
Пакунлисем укҫа кам патне ҫитнине хӑвӑрт тупса палӑртнӑ. Ӑна арҫынсем патӗнче хӑнара пулнӑ хӗрарӑмсенчен пӗри, 33 ҫултискер, лешсем хуп турттарнӑ самантпа усӑ курса куҫарса панӑ иккен. Ҫын укҫине вӑрланӑшӑн халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |