Раҫҫей ФСБӑн Чӑваш Енри управленийӗ Мускаври аслӑ вӗренӳ заведенийӗн регионти уйрӑмӗн ӗҫченӗ тӗлӗшпе вырӑс чӗлхине пӗлни ҫинчен калакан сертификатсемпе саккуна пӑсса тивӗҫтернӗшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе РФ ПК 322.1 статьян 2-мӗш пайӗн «а» пункчӗпе, урӑхла каласан, ушкӑнпа саккуна пӑсса миграци йӗркеленӗшӗн, пуҫарнӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, аслӑ вӗренӳ заведенийӗн сотрудникӗ экзаменсен результачӗсене фальсификациленӗ, ҫапла майпа вырӑс чӗлхине, Раҫҫей историне тата унӑн саккунӗсене пӗлни ҫинчен сертификат панӑ. Ют ҫӗршывсенчи граждансем хӑйсен сертификачӗсемпе Раҫҫейре пурӑннине легализацилеме усӑ курнӑ.
Ку тӗлӗшпе аслӑ вӗренӳ заведенийӗн ӗҫтешне кӑна мар, ҫавӑн пекех унӑн пӗлӗшне те айӑплаҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 15 сехет те 20 минутра М-7 ҫулӑн 673-мӗш ҫухрӑмӗнче, Хыркассинчен инҫех мар, фура шкул ачине ҫапса кайнӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 55 ҫулти водитель сулахай енчи ҫулпа пынӑ, светофор хӗрлӗ ҫутнӑ чухне те чарӑнман. Шӑп ҫав вӑхӑтра ҫул урлӑ 15 ҫулти хӗрача каҫнӑ. Вӑл ҫул-йӗр правилине пӑсман, светофорӑн симӗс ҫутипе каҫма тӑнӑ.
Йывӑр суранланнӑ хӗрачана пульницӑна ӑсатнӑ.
Канаш районӗнчи Анаткас Кипеч ялӗнче пурӑнакан арҫын ентешӗсем унпа пӗрле эрех ӗҫменшӗн хирӗҫме тытӑннӑ. Хайхискер ҫынна та вӗлернӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вӑл каҫхи 10 сехетре пӗр хӗрарӑм патне пынӑ. Лешӗн патӗнче тепӗр хӗрарӑм тата икӗ арҫын пулнӑ.
Хайхи хӑна вӗсене эрех ӗҫме сӗннӗ, анчах лешсем хирӗҫленӗ. Ку тарӑхса кайнӑ, пӗр арҫынна вилмеллех хӗненӗ, теприне ҫӗҫӗпе 5 хутчен чикнӗ. Юрать, ӑна чарнӑ. Хӗрӑмсем полици, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем пулӑшнипе суранланнӑ арҫын чӗрӗ юлнӑ.
Хӑнана пынӑ арҫынна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӑвай районӗнчи Амалӑх ялӗ ҫывӑхӗнчи юханшывра ҫын путса вилнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку шыв хӗрринче асӑрханулӑх пирки маннӑран пулнӑ.
Ку инкек иртнӗ шӑматкун, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, пулнӑ. Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти арҫын унта сунара кайнӑ. Вӑл ӑнсӑртран ҫыранран ӳксе шыва путнӑ.
Аса илтерер: ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Куславккара шкул ачисем пӑр катӑкӗ ҫинче ярӑннине пӗлтернӗччӗ. Вӗсене ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ирхи 9 сехетре Канаш районӗнче виҫӗ машина пырса ҫапӑннӑ. Пӑтӑрмах «Аниш» автоҫул ҫинче сиксе тухнӑ.
Хучел ялӗ тӗлӗнче «Форд-Фокус», «Фольксваген-Поло» тата «Лада-Гранта» машина пырса ҫапӑннӑ. Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларни хыпса илнӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек сӑлтавӗ — «Форд-Фокус» автомашинӑн 46 ҫулти водителӗ сулахаялла пӑрӑннӑ чухне «Фольксвагена» ирттерсе яманни. «Поло» пассажирӗ суранланнӑ, ӑна больницӑна ӑсатнӑ.
Сӑмах май, водительсем урӑ пулнӑ.
Паян 15 сехет те 45 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарти Собор лапамӗнчи общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче ҫын виллине тупнӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ҫакӑ паллӑ: арҫынна пумсӑрласа вӗлернӗ йӗр ҫук. Вӑл 1951 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ
Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкари общество транспортӗнче пӗр пассажир персе аннӑ. Салонта тӑрса пыракан 28 ҫулти хӗрарӑм 45-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра хыҫалта тӑрса пынӑ. Вӑл сылтӑм аллипе салонти карлӑкран тытӑнса тӑнӑ, тепӗр аллинче чечек ҫыххи пулнӑ.
Фучик тата Богдан Хмельницкий урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте автобус водителӗ кӗтмен ҫӗртен чарӑнса ларнӑ. Ҫапла вӑл ирӗксӗртен тунӑ. Ахальлӗн тепӗр машинӑпа ҫапӑнма пултарнӑ. Пассажир-хӗрарӑм вӑркӑнса кайнӑ та аллине амантнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Водитель шар курнине тӑкака саплаштарнӑ, ҫавна май водителе (вӑл — Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти арҫын) суд туман.
Росгварди Управленийӗн Чӑваш Енри управленийӗн ведомство хуралӗн сотрудникӗсем ӳсӗрӗлнине пӑхмасӑр руль умне ларса ҫул ҫинче хӑрушӑ лару-тӑру йӗркелекен Шупашкар ҫыннине тытса чарнӑ.
Трактор тӑвакансен проспектӗнче унталла-кунталла пӑркаланса пыракан ҫӑмӑл машинӑна росгвардеецсем иртнӗ каҫ хурал вӑхӑтӗнче асӑрханӑ. Ҫул-йӗр патруль службин ӗҫтешӗсене йӗрке пӑсакан пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн йӗрке хуралҫисем унӑн машинине чарнӑ та унӑн хучӗсене тӗрӗсленӗ хушӑра водитель ӳсӗр пулнин характерлӑ паллисене асӑрханӑ. Каярахпа ӑна ҪҪХПИ сотрудникӗсен аллине тыттарнӑ.
32 ҫулти ҫын медицина тӗрӗслевне тума килӗшмен. Ун тӗлӗшпе административлӑ правӑна пӑсни пирки протокол ҫырнӑ.
Чӑваш Енри предприятисенчен пӗри вӑхӑчӗ тухса кайнӑ сӗтрен тӑпӑрчӑ туса кӑларнӑ предприятие тупса палӑртнӑ. Кӑлтӑка Россельхознадзор спецпалисчӗсем асӑрханӑ. Вӗсем «Меркурий» информаци тытӑмӗпе усӑ курнӑ.
Кӑлтӑка ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче асӑрханӑ.
Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Аккондмолоко» тулли мар яваплӑ общество упрамалли вӑхӑт тухнӑ икӗ парти чӗрӗ сӗтрен 600 килограма яхӑн тӑпӑрчӑ хатӗрленӗ. Сӗтӗн вӑхӑчӗ ака уйӑхӗн 1 тата 2-мӗшӗсенче тухнӑ.
Тӑпӑрчӑ тума мӗнле сӗтпе усӑ курнине вара кӑтартман.
Элӗк районӗнче пурӑнакан виҫӗ арҫынна тытса чарнӑ. Вӗсем ҫынна вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Иккӗшӗ - пиччӗшӗпе шӑллӗ, тепри - пӗлӗшӗ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Элӗкушкӑнӗнче пурӑнакан ҫак арҫынсем ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче яла Чулхулари ҫын выльӑх пуҫтарма килнине пӗлнӗ. Хайхискерсем унӑн укҫа пуррине чухланӑ, ӑна пӑру кӑтартма тесе картише илсе кӗнӗ.
Картишре вӗсем ӑна хӗнеме пуҫланӑ, вӗрен илсе тухса пӑвнӑ. Выльӑх пуҫтаракан сывлама пӑрахсан унӑн укҫине илнӗ. Вилене вара аслӑк тӑрринче пытарнӑ.
Выльӑх пуҫтараканӑн тӑванӗсем пӑшӑрханма пуҫланӑ, полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Ара, вӑл ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Участковӑй шырав вӑхӑтӗнче ҫав картишре кӳршӗ регион арҫыннин телефонне тупнӑ. Арҫынсене тытса чарнӑ. Палӑртмалла: пӗртӑвансенчен асли унччен те судпа темиҫе хут айӑпланнӑ, тӗрмерен акан 5-мӗшӗнче тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |