Етӗрне районӗнче 31 ҫулти арҫын ҫухалнӑ. Ӑна «ЛизаАлерт» шырав отрячӗн хастарӗсем ышрама тытӑннӑ.
Алексей Данилов Йӑмалӑх ялӗнче пурӑнать. Вӑл кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Арҫын ӑҫтине ҫавӑнтанпа никам та пӗлмест. Шыравҫӑсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл Йошкар-Олара пулма пултарать.
Арҫын 180 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ тӗксӗм хӑмӑр, куҫӗ хӑмӑртарах кӑвакарах тӗслӗ. Арҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ.
Ҫухалнӑ ҫын ӑҫтине пӗлекенсене 8 (800) 700-54-52 е 112 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Чӑваш Енре М-7 ҫул ҫинче пӗр пай арканнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, унта специалистсем ҫийӗнчех ӗҫлеме тытӑннӑ.
Ку ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулнӑ. Етӗрне районӗнчи Йӑмалӑх ялӗ ҫывӑхӗнче 30–50 метр тӑршшӗ ҫул арканнӑ.
Ҫакна пула полицейскисем урапасене тавран, Муркаш районӗнчи Нискасси ялӗ урлӑ, янӑ.
Ҫул-йӗр арканнӑ чухне никам та шар курман. Ӗнер 13 сехет тӗлне ҫула йӗркене кӗртнӗ. Урапасем те унтанах ҫӳреме тытӑннӑ.
Синоптиксем ҫак канмалли кунсене ҫанталӑк ӑшӑтассине пӗлтереҫҫӗ-ха. Ӑшӑтни тумлам юхма пуҫлассине пӗлтермест те, анчах шартлама сивӗ чакмалла теҫҫӗ. Хальлӗхе вара ҫанталӑк сиввине кура ачасен шкула каймасан та юрани пирки аса илтерер.
Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсем 1–4-мӗш классенче вӗренекенсене 25 градусран сивӗрех пулсан шкула пыма сӗнмеҫҫӗ. 5–9-мӗш классене 30 градусран сивӗрех чух шкула каймасан юрать. Аслӑраххисене, 9–11-мӗш класра вӗренекенсене, 35 градусран иртсен килте ларма хушаҫҫӗ. Шартламана пӑхмасӑрах вӗренме талпӑнакансене каялал хӑваласа ямӗҫ — уйрӑм е ушкӑнпа заняти ирттерессине пӗлтереҫҫӗ.
Сӑмах май, сивӗ ачасене кӑна мар, аслисене те шеллемест. Шартлама вӑхӑтӗнче республикӑра 5 ҫын шӑнса вилнӗ те ӗнтӗ. Ҫавсен шутӗнче — килсӗр-ҫуртсӑр икӗ ҫын, 28 ҫулти Шупашкар арҫынни, Канаш районӗнчи Вӑтакас Татмӑш ялӗнчи тата Етӗрне районӗнчи Йӑмалӑхри 32 ҫулти тата 80-ри хӗрарӑмсем.
Чӑваш Енре каллех Йошкар-Олапа Мускав хушшинче ҫӳрекен автобуспа пӑтӑрмах пулса иртнӗ — хальхинче 2 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх паян 4 сехет ҫурӑра Шупашкарти Мускав проспекчӗн 7-мӗш ҫурчӗ ҫывӑхӗнче Мускавран Йошкар-Олана ҫул тытакан Мерседес автобуспа Skoda Octavia ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машинри икӗ пассажир вырӑнтах леш тӗнчене ӑсаннӑ, вӑйлӑ суранланнӑ водителе пульница леҫме тивнӗ. Автобусри 49 ҫынран пӗри те аманман. Мерседес водителӗ каласа панӑ тӑрӑх ҫӑмӑл машина ун ҫулӗ ҫине ӑнсӑртран вӗҫсе тухнӑ, вӑл нимӗн те тума ӗлкереймен. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх Skoda Octavia водителӗ руль умӗнче ҫулталӑк ытларах ҫеҫ ларнӑ иккен.
Автобус пассажирӗсем валли тепӗр транспорт хатӗрӗ тупса вӗсене Йошкар-Олана янӑ.
Асаилтеретпӗр, Йошкар-Оларан Мускава ҫӳрекен рейслӑ автобуспа нумай пулмасть тепӗр пӑтӑрмах пулсан иртнӗччӗ — Етӗрне районӗнчи Йӑмалӑх ялӗ ҫывӑхӗнче «Неоплан» автобус «Мерседес» тиев машинипе ҫапӑннӑччӗ.
Етӗрне районӗнчи Йӑмалӑх ялӗ ҫывӑхӗнче «Неоплан» автобуспа «Мерседес» тиев машини ҫапӑннӑ — телее автобус водителӗ ҫеҫ суранланнӑ.
«Неоплан» Йошкор-Оларан ҫула тухнӑ, унпа 37 пассажир Мускава ҫитесшӗн пулнӑ. Ҫул-йӗр йӗркине тытакансем пӗлтернӗ тӑрӑх автобус малта пыракан транспорта иртсе кайма тесе хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ пулнӑ, водитель йӑнӑшне пула хирӗҫ пыракан тиев машинипе айӑккинчен ҫапӑннӑ. Пӑтӑрмах вырӑнне полиципе инкеклӗ ӗҫсен министрествин (ИӖМ) ӗҫченӗсем, васкавлӑ пулӑшу машинисем ҫитнӗ — ӗҫ епле пулса иртнине тӗпчеме пуҫланӑ. Мускава ҫула тухнисем валли вара ҫӗнӗ автобус панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.