Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑннӑ 37 ҫулти арҫынна суд 22 ҫуллӑха тӗрмене хупса хума йышӑннӑ. Вӑл ачасем ҫумне ҫулӑхма юратнӑ. 2007 ҫулта ӑна ҫавӑншӑн 15 ҫуллӑха хупса хунӑ-ха. 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӑна ирӗке кӑларнӑ, анчах судпа айӑпланнӑ вӑхӑчӗ иртсе пӗтеймен. Ирӗкре савӑнса пурӑнас вырӑннӗ вӑл тепӗр икӗ хутчен пуҫтахланнӑ.
2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче хайхи этем хӑй паллакан хӗрарӑмӑн килӗнче ӑна вӗлерессипе хӑратса пусмӑрланӑ. Арҫын ҫӗҫӗпе хӑмсарнӑ.
Ҫав ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин картишӗнче 9 ҫулти хӗрачана асӑрханӑ, ун хыҫҫӑн подъезда кӗнӗ. Унта ача ҫумне ҫулӑхнӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхи 5 сехетре Муркаш районӗнчи Ильинкӑра йывӑҫ ҫурт ҫунса кайнӑ. Шел те, пушарта кил хуҫи, 68 ҫулти арҫын, ҫунса вилнӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Ӗнер ирхи 9 сехетре Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи строительство базинче типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Пушар вӑйлӑ сарӑлман, 2 тӑваткал метра ҫеҫ ярса илнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чухне асӑрханманран тухнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 19 сехет те 10 минутра Канаш районӗнче ҫӑмӑл машина инкеке лекнӗ. Автомобиль «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» ҫулпа пынӑ. 21 ҫулти хӗр тытса пыракан «Тойота Каролла» машина кювета чӑмнӑ. Унччен вӑл хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайнӑ, унтан ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонти пассажир аманнӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫихиийӗпе ҫыхӑнман.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкеке лекнӗ машинӑн малти урапи шӑтса кайнӑ, ҫавӑнпа вӑл пӑтӑрмаха ҫакланнӑ.
Шупашкар хулинче тата республикӑн тӗп хулипе юнашар районсенче пурӑнакан арҫынсем йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтма пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнченпе тытӑнса кайнӑ.
Вӗсем хӑйсем патне хӗрсене чӗнес тесе шӑнкӑравланӑ та арҫын патне лекнӗ. Хайхи этем: «Эпӗ — хулара пӑхса тӑраканӗ», — тесе хӑйӗнпе паллаштарнӑ. Пӑтӑрмаха ҫакланас мар тесен арҫынсене укҫа тӳлеме хистенӗ. Хӑраса ӳкнӗ арҫынсем ултавҫа 250 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ. Ултавҫӑ капкӑнне 5 арҫын ҫакланнӑ.
Ҫынсене улталаканни Сарту облаҫӗнчи Энгельс хули ҫывӑхӗнчи таборсенчен пӗринче пурӑнакан 25 ҫулти арҫын пулнӑ иккен. Хӑй шар кӑтартнисене вӑл парӑма саплаштарма шантарнӑ.
Пуҫиле ӗҫе йӗрке хуралҫисем малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкар хулинче пӗр арҫын 14 ҫулти хӗрача ҫумне ҫулӑхнӑ. Усал шухӑшлӑ арҫын лавккаран тухакан 14 ҫулти пикене асӑрханӑ. Вӑл ӑна аллинчен ярса илнӗ те общество чарӑнӑвӗн хыҫне илсе кайнӑ. Унта хайхи этем хӗрача ҫумне ҫулӑхма тытӑнса кайнӑ.
Пӑтӑрмаха ҫулпа иртсе пыракан машинӑри арҫын асӑрханӑ. 34 ҫулти Владимир Григорьев автомбильтен чупса тухса пырса вӑл хӗрачана пулӑшнӑ. Арҫынна халӗ Раҫҫей Следстви комитечӗн Тав хучӗпе чыслама тӑратнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Улатӑр районӗнче ҫул ҫине пӑши сиксе тухнӑ. Кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑран ун ҫине «Лада Веста» машина пырса кӗнӗ. Руль умӗнче ларса пынӑ хӗрарӑм аманнӑ, пӑши вилсе выртнӑ.
Тепӗр темиҫе сехетрен, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ҫавӑн пек инкек Шупашкар районӗнче пулса иртнӗ. «ГАЗ-27471» автомобиль водителӗ «Атӑл» автоҫул ҫинче пӑшие пырса ҫапнӑ. Водитель аманман, тискер чӗрчун вара вилнӗ.
Пӑши 500 килограма яхӑн таять. Вӑл машина кантӑкне те ватса пӑрахма пулать. Куҫ начар курнӑран чӗрчун машинӑна аякран асӑрхамасть.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ҫур ҫӗр иртсен, Кӳкеҫ ҫывӑхӗнче хӗрарӑм машина айне пулса вилнӗ.
"Город грехов" проект пӗлтернӗ тӑрӑх, авари Ҫӗнӗ Шупашкарпа Кӳкеҫ хушшинче пулнӑ. Хӗрарӑм юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ, ун ҫине "Мерседес" пырса кӗнӗ.
Шел те, хӗрарӑм вилмеллех аманнӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, каҫхи 7 сехет хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка ялӗнче Чапаев урамӗнче нумай нумай хваттерлӗ ҫуртра пушар тухнӑ. Унта иккӗмӗш хутри виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ.
Пушар вӑхӑтӗнче ҫуртра пурӑнакан 20 ҫынна эвакуациленӗ. Ҫӑлавҫӑсем ҫулӑма ҫур сехетренех сӳнтернӗ. Телее, инкекре ҫынсем шар курман. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫав ҫурт кивӗ, 1952 ҫулта хута янӑскер.
Елчӗк районӗнче пурӑнакан хӗрарӑмӑн килне ҫуран каяс килмен. Кахалланнипе вӑл ют ҫын машинине хускатса ҫула тухнӑ. Анчах автомобиль сӳнсе ларнӑ.
Машина ҫухални ҫинчен йӗрке хуралҫисене автомобиль хуҫи пӗлтернӗ. Транспортӑн 36 ҫулти хуҫи «ВАЗ-2114» машинӑна Ҫӗньял ялӗнче, хӑйӗн килӗ умне лартса хӑварнине ӗнентернӗ.
Пакунлисем автомобиле ҫывӑх вӑхӑтра тупса палӑртнӑ. Ӑна арҫын патӗнче хӑнара пулнӑ 25 ҫулти хӗрарӑм хускатса кайнӑ. Хӗрарӑм ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, кил хуҫи ҫывӑрса кайнӑ, хӑнан вара килне каясси килнӗ. Ҫуран ҫӳрес килмен унӑн.
Ҫын машинине чӗртсе кайнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар хулинче 41 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл такама тапса-ҫапса пӗтермен, ҫынна та ҫаратман, вӑрӑ ӗҫӗпе те аппаланман, машинӑпа ҫын ҫине те пырса кӗмен. Хӑйӗн ячӗпе организаци уҫнӑ.
Ҫынсене усламҫӑ пулма та, предприяти-организаци уҫма та чаракан ҫук-ха. Анчах хайхи этем организацие суйса уҫнӑ. Ӑна пӗрисем ҫапла тума ыйтнӑ та, вӑл килӗшнӗ. Ахаль мар, паллах. Хайхине укҫалла тав тума калаҫса татӑлнӑ.
Ҫапла вара ҫӗнӗ организацие Патшалӑхӑн пӗрлехи реестрне кӗртнӗ, налук учетне тӑратнӑ. 41 ҫулти арҫын суя учредитель тата ертӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |