
Паян 16 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта 10 ҫулти арҫын ача троллейбус айне пулса вилнӗ. Ку инкек Строительсен урамӗнче 21-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ача светофор хӗрлӗ ҫутӑ ҫутнӑ чухне ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Видеорегистратортан ҫакӑ та паллӑ: вӑл телефонпа калаҫса утнӑ.
Ун ҫине 55 «к» маршрутпа ҫӳрекен троллейбус пырса кӗнӗ. Шел те, ача авари вырӑнӗнчех вилнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Ӗнер каҫхине 20 сехет те 50 минутра Ҫӗрпӳ округӗнчи Ҫӗньял Катек ялӗ ҫывӑхӗнче ГАЗель водителӗ велосипедпа пынӑ арҫынна ҫапса кайнӑ. Шел те, вилмеллех.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче ларнӑ 39 ҫулти арҫын ҫул хӗррипе пынӑ велосипедист ҫине пырса кӗнӗ. Ҫав вырӑнта ҫутӑ ҫук. Ҫитменнине, велосипедпа пынӑ арҫыннӑн тумӗ ҫинче те тӗттӗмре ҫутатакан хатӗрсем пулман. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ.
Водитель медосвидетельствовани витӗр тухнӑ. Вӑл ӳсӗр пулманни паллӑ.

Ӗнер, чӳкӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи 8-мӗш ҫуртра виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ.
Пушар мӗнрен тухнине палӑртнӑ. 46 ҫулти кил хуҫи килтен кайнӑ чухне телевизора розеткӑран кӑларман. Вӑл вара юсавсӑр пулнӑ, ҫулӑм хыпса илнӗ. Пушарта шкап, пластик чӳрече сиенленнӗ. Ҫулӑм пӗтӗмпе 1 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.
Юрать, ҫӑлавҫӑсем вӑхӑтра ӗлкӗрнӗ. Вӗсем ҫулӑма 4 минутран сӳнтернӗ.

Паян каҫхине М-7 ҫул ҫинче, Лапсарпа Карачура хушшинче, 5 машина ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, массӑллӑ авари микроавтобус водителӗ дистанцие пӑхӑнманнипе пулнӑ.
Темиҫе ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Икӗ ачана пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ.
Автобус рулӗ умӗнче 22 ҫулти арҫын пулнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл руль умӗнче кӑшт тимсӗрленнӗ те дистанцие пӑхӑнманнипе «Шевроле» ҫине пырса кӗнӗ. Ҫапла «сӑнчӑрпа» 3 машина, 1 микроавтобус ҫапӑннӑ. Шар курнӑ ҫынсем «Шевролере» пулнӑ.

Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарта 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи картишре ача чуччу-балансирпа ярӑннӑ чухне икӗ аллине хуҫнӑ. Вӑл ҫӗре ӳксе суранланнӑ.
Тӗнче тетелӗнче кун пирки хыпар сарӑлсан Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртнине уҫӑмлатӗҫ, ача-пӑча лапамӗ хӑрушсӑрлӑх мерисемпе килӗшсе тӑнипе тӑманнине палӑртӗҫ.

Кӑҫал юпа уйӑхӗнче Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗнче хӗрача виллине тупнӑ. Тӑванӗ кун хыҫҫӑн Раҫҫей Следстви комитечӗн председателӗн Александр Бастрыкинӑн «Контактри» страницине ҫырнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрачаран тантӑшӗсем кулнӑ. Хальхилле каласан – буллинг.
Чӑваш Енре кун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкереҫҫӗ. Александр Бастрыкин Следстви комитечӗн Чӑваш Енри Следстви управленийӗн ертӳҫине Александр Полтинина ӗҫ-пуҫ мӗнле пынине пӗлтерсе тӑма, ӗҫе тишкерсе пӗтерсен пӗтӗмлетӳпе паллаштарма хушнӑ.

Ӗнӗр каҫхине Шӑмӑршӑ округӗнче водитель пӑши ҫине пырса кӗнӗ. Ку инкек Шӑмӑршӑ ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, чӗрчун ҫул ҫине чупса тухсан «Киа Рио» машина водителӗ, 57 ҫултискер, чарӑнса ӗлкӗреймен. Вӑл пӑшие ҫапса хӑварса хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ, ГАЗельпе ҫапӑнса кювета чӑмнӑ.
Водитель йывӑр суранланнӑ, ӑна больницӑна илсе ҫитернӗ. Машинӑра тепӗр икӗ хӗрарӑм пулнӑ, вӗсене вырӑнта медпулӑшу панӑ.

Шӑмӑршӑ районӗн пуҫлӑхӗ Сергей Галкин (ӑна ватӑ ҫынна канашлу вӑхӑтӗнче ҫапнӑ тесе айӑпласшӑн) федераци каналӗсенчен пӗрин журналисчӗсене кӳреннӗ. Вал шухӑшланӑ тӑрӑх, журналистсем ун пӳлӗмне асӑрхаттармасӑр кӗрсе тӑнӑ ҫеҫ мар, ун пирки начар шухӑшлаҫҫӗ.
«Федераци каналӗсенчен пӗрин журналисчӗсем паян ман пӳлӗме, шел пулин те, асӑрхаттармасӑр кӗрсе тӑчӗҫ. Вӗсене факт кӑсӑклантармасть пек туйӑнчӗ», — тесе шӑрҫаланӑ ӗнер тӳре-шара Телеграмри хӑйӗн страницинче.
Галкин ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл никама та хӗнемен, ҫав пӑтӑрмаха курнисем кун пирки судра каласа парӗҫ.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ канашлура вӑл 70 ҫулти сунарҫӑна малтан хулӗнчен тӗкнӗ, унтан ватӑ ҫине чышкӑпа ыткӑннӑ-мӗн.

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗ тӗлӗнче ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ.
67 ҫулти хӗрарӑм каҫхи ултӑ сехетре ҫул урлӑ чупса каҫма тӑнӑ. Ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли вырӑнпах каҫнӑ-ха вӑл. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине «Тойота Альфард» пырса кӗнӗ. Машина рульне тытса пынӑ 38 ҫулти арҫынна тӗрӗсленӗ те вӑл урах пулни палӑрнӑ.
Машина айне пулнӑ ватӑ хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Вӑл Атайкассинче пурӑнаканскер пулнӑ.

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Муркаш районӗнче пулса иртнӗ инкекре 32 ҫулти водитель пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Патшалахӑн автоинспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «М-7» федераци ҫулӗ ҫинче «Lada Kalina» хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Volkswagen Teramont» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. Инкекре «Лада» водителӗ вырӑнтах вилсе кайнӑ.
