Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пухусем

Чӑваш наци вулавӑшӗ
Чӑваш наци вулавӑшӗ

Чӳкӗн 10-мӗшӗнче, юнкун, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чӑваш ҫыравҫисен аслӑ пухӑвӗ иртрӗ. Пуху ларӑвне ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи С.Л. Павлов уҫрӗ. Пушкӑртри ҫыравҫӑсем, пухӑва килеймен ҫыравҫӑсем каланӑ салам сӑмахӗсемпе, ӗҫ йӗркипе паллаштарчӗ. Юлашки 5 ҫул хушшинче чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗ пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ, хак пачӗ. Ҫыравҫӑсен ӗҫӗсене хакласа пирӗн факультетра ӗҫлекен преподавательсем те сӑмах каларӗҫ: В.Г. Родионов профессор паянхи критикӑпа литература пӗлӗвӗн аталанӑвӗ пирки, В.А. Абрамов доцент прозӑпа ӗҫлекен авторсен пултаруллӑхӗ, хальтерех тухнӑ илемлӗ хайлавсен пахалӑхӗ пирки, И.В. Софронова доцент паянхи ача-пӑча литературин аталанӑвӗ пирки.

Самани ҫӑмӑлах мар пулин те йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах литературӑмӑр аталаннине, ҫӗнӗ авторсем пичетленнине ырласа палӑртрӗҫ вӗсем. Паллӑрах хайлавӗсене туллин хак пама тӑрӑшрӗҫ.

Малалла...

 

Пухун 2-мӗш пайӗнче
Пухун 2-мӗш пайӗнче

Юпа уйӑхӗ вӗҫленес умӗн, 30-мӗш кунне, Шупашкарти Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче чӑваш халӑх академикӗсемпе таврапӗлӳҫӗсем пухӑнчӗҫ — ҫулсенренхи пуху иртрӗ. Ҫак шӑматкунхи ир Мускав проспектӗнче ЧПУн экономика факультечӗ ҫурчӗ хыҫӗнче пытанса ларакан институтра халӑх чылай пулчӗ — Чӑваш Енрен кӑна мар, ун тулашӗнчен те хӑнасем ҫитрӗҫ — Пушкӑртстан, Тутарстан, Чӗмпӗр тата ытти тӑрӑхсенчен. Вӗсенчен чылайӑшӗ парнесемпе — кӗнекесемпе — килнӗччӗ. Пӗрисем хур какайӗпе те сӑйлама пултарчӗҫ.

Пухун тӗп ыйтӑвӗсем шутӗнче чӑваш халӑх ӑсчахӗсен президентне, таврапӗлӳҫӗсен председательне суйласси пулчӗ. Ҫавӑн пекех укҫа-тенкӗпе ӗҫлекенсене (Димитриева Алевтинӑна), ваттисен хуралӗн ертӳҫине (Денис Гордеев ҫыравҫа) палӑртрӗҫ. Пухӑннисем килӗшнипе таврапӗлӳҫӗсен ертӳҫине паллӑ музейҫӑна Эдуард Бахмисова суйларӗҫ. Халӑх ӑҫчахӗсем хӑйсен пуҫӗ пума Евгений (Ешентей) Ерагина шантарчӗҫ.

Малалла...

 

Савӑнӑҫлӑ каҫра
Савӑнӑҫлӑ каҫра

Вырсарникун, юпан 24-мӗшӗнче, Шупашкарти кӳлмек хӗрринче ларакан «Кивӗ тӳрем» («Старая площадь») кафере Чӑваш Республики патшалӑх суверенитечӗ пирки калакан декларацине йышӑннӑранпа 20 ҫул ҫитнине палӑртса савӑнӑҫлӑ каҫ ирттерчӗҫ.

Пухӑва Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен ассамблейин председателӗ Н. Лукианов, ҫамрӑксен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗш элтепӗрӗ О. Цыпленков, ЧНК представителӗ В.Абрамов, ЧНК ваттисен канашӗн ертӳҫи А. Кипеч, тӗнчере паллӑ ӳнерҫӗ Праски Витти, ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӗвӗн представителӗсем тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Раҫҫейӗн ытти регионӗсенчи тата чикӗ леш енчи хӑнасем те пухӑва пынӑччӗ.

Мероприятие пухӑннисем иртнине аса илчӗҫ — республика суверинитечӗн пӗрремӗш утӑмӗсене, малтанхи ҫулӗсенчи лару-тӑрӑва. Хальхи вӑхӑтра пулса иртекен пулӑмсене те асӑнмасӑр хӑвармарӗҫ. Калаҫусем хыҫҫӑн «Шуҫӑм» ансамбль пуҫтарӑннисене хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗ — юрӑсем юрларӗҫ, ташларӗҫ те.

Чӑваш Республики патшалӑх суверенитечӗ пирки калакан декларацине 20 ҫул каялла, 1990 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче, Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашӗ йышӑннӑ.

Малалла...

 

Паян Лапсарта чӑваш тетелӗн хастарӗсем тӗл пулчӗҫ. Нумайӑнах пухӑнаймарӗҫ пулин те, ыйтусем сахал мар сӳтсе яврӗҫ. Пухӑва Admin (Николай Плотников), allboru (Александр Блинов), ned (Эдуард), alex-net (Алексей Михайлов), mixaj_58 (Виталий Михайлов) килчӗҫ, ыттисем тӗрлӗ сӑлтава пула килеймерӗҫ.

Чӑваш тетелне аталантармалли мелсем чылай пулчӗҫ: пӗрисем влаҫа пӑхӑнмасӑр, халӑха йӗркелесе ӗҫлеме сӗнчӗҫ (тӗслӗхрен, студентсене явӑҫтарса), теприсем вара, влаҫри ҫынсемсӗр аякка кайма ҫукки пирки пӗлтерчӗҫ — вӗсенпе тачӑрах ҫыхӑну тытма сӗнчӗҫ. Чӑваш тетелне малалла аталантармашкӑн ҫӗнӗ организаци тумалли пирки нихӑшӗ те хирӗҫлемерӗ — ку ыйтӑва Атӑл леш енче ирттерме палӑртнӑ ҫуллахи лагерьте татса пама тӗв турӗҫ.

Чӑваш халӑх сайчӗн ӗҫне тишкерчӗҫ — канашлура калаҫу сӳнме пуҫлани, ыйтусене сахалрах сӳтсе явни халӑх ывӑннинчен килет тесе палӑртрӗҫ. Сайтра хӑнасене тытса тӑмашкӑн ытларах хыпарсем пичетлеме, курмасем (видео) вырнаҫтарма сӗнчӗҫ. Хыпарсене рассылка урлӑ пӗлтерсен те япӑх пулмӗ терӗҫ.

Хыпарсене сӳтсе явассине сайтран канашлӑва куҫарма сӗнчӗҫ — ку канашлӑва та, сайта та усӑ парӗ терӗҫ.

Малалла...

 

Вырсарникун, юпан 19-мӗшӗнче, Мускавра Раҫҫейри наципе культура автономийӗсен V-мӗш пухӑвӗ иртрӗ. Съезда пурӗ 62 ҫын хутшӑнчӗ.

 

Пухура 2006-2008 ҫул хушшинче ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетрӗҫ, Ҫамрӑксен юхӑмӗ хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен каласа пачӗ. Съезда пӗтӗлетнӗ май ҫӗнӗ пуҫлӑхсене суйларӗҫ:

Г.С.Федоров (Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председателӗ, РФ ҫумӗнчи ЧР тулли праваллӑ представителӗ) — президента, А.И. Григорьевпа В.В. Шакин ун ҫумӗ пулса тӑчӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫурла уйӑхӗн 5-12-мӗшӗсенче Македонири Охрид хулинче тӗрӗк ҫамрӑкӗсен черетлӗ 13-мӗш Курултайӗ иртет. Унта чӑвашсен делегацийӗ те хутшӑнать. Пирӗн делегацие Чӑваш самрӑкӗсен "Сувар" пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ Ультияр Цыпленков ертсе пырать, ҫавӑн пекех делегацире Стас Владимиров юрӑҫ, Констанин Малышев "Сувар" хаҫат тӗп редакторӗ тата ыттисем те. Курултай (пуху) тӗллевӗ — тӗрӗк ҫамрӑкӗсен умӗнче тӑракан ыйтусене сӳтсе явасси, вӗсене (халӑхсен чӗлхисене, культурисене упраса хӑварасси) татса пама ҫулсем тупасси, пӗрлехи туслӑха ҫирӗплетесси.

 

Страницӑсем: 1 ... 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, [30]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне ансатах пулмӗ, анчах халӗ хӑвӑра алла илсе кая хӑварнӑ ӗҫсене пурнӑҫлама тытӑнни пӗлтерӗшлӗ. Юратура ӑнӑҫлах мар. Пӗччен Сурӑхсен хӑйсен статусӗпе киленмелле, ӑна улаштарасишӗн талпӑнмалла мар. Ҫемьеллисен вара пӗрлехи ытйусене татса памалла.

Раштав, 03

1829
196
Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф ҫуралнӑ.
1906
119
Пиктемир Николай Никитич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1953
72
Ефимов Лев Архипович, чӑваш ҫыравҫи, историкӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын