Районсен ентешлӗхӗсем пуррине пӗлетпӗр-ха. Красноармейски районӗнче ҫамрӑксем те пӗрлешме шутланӑ. Нумаях пулмасть йӗркелӳ пухӑвӗн пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Шупашкарти Наци вулавӑшӗнче йӗркеленӗ.
Ларӑва район пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков тата «Трак ен» ентешлӗхӗн ертӳҫи Алексей Львов хутшӑннӑ. Львов ҫамрӑксен пӗрлешӗвне пулӑшса пыма шантарнӑ.
Юлашкинчен асӑннине, ҫамрӑксен ентешлӗхне, Станислав Трофимов текен ҫамрӑк ертсе пырӗ. Вӑл тӑватӑ ҫул каялла Красноармейскинчи 2-мӗш шкула пӗтернӗ, халӗ Социаллӑ университетӗн Шупашкарти филиалӗнче юриста вӗренет. Пӗрремӗш курсран пуҫласах каччӑ ӑслӑлӑх ӗҫӗпе тӑрӑшать иккен, тӗп хулари Калинин районӗнчи Ҫамрӑксен правительствин пайташӗ шутланать, Красноармейски районӗнче те апла пӗрлешӗве вӑл пуҫарнӑ-мӗн.
Вӑрнарта ветерансемпе пенсионерсен районти канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. «Ветерансемпе тӗл пулни ҫирӗп экзамен витӗр тухнӑнах», — тесе ҫырнӑ район администрацийӗн сайтӗнче курнӑҫу пирки хыпарланинче.
Чӑн та, аслӑ ҫулхисем чылай чухне чӗрӗ, тем пирки те уҫҫӑн калама хатӗр. Хальхинче вӗсем район центрӗнчи Илларионов урамӗнче мунча ӗҫлеттермелли, тротуарсене юсамалли, вырӑнта туса илекен ял хуҫалӑх продукцине сутма пасарта вырӑн уйӑрмалли пирки сӑмах хускатнӑ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн халӑхпа уҫҫӑнрах пулмаллине те асилтернӗ вӗсем. Кунсӑр пуҫне ватӑсем поселокӑн ҫурҫӗр енче хӑпаракан микрорайонӗнче стадион тата пӑр катокӗ кирлине палӑртнӑ иккен.
Ҫуркуннен пӗрремӗш кунне Ҫӗнӗ Шупашкарта шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине ҫӳрекенсен ашшӗ-амӑшӗ митингпа кӗтсе илесшӗн иккен. Ӑна вӗсем хула администрацийӗнчен инҫе мар вырӑнта йӗркелесшӗн.
Ашшӗ-амӑшне пухӑнма ача-пӑча пахчин хакне хӑпартни хистенӗ иккен. Малашне пӗчӗккисене 10 сехетлӗхе унта янӑшӑн 1 575 тенкӗ кӑларса хума тивӗ, 12 сехетшӗн — 1 890 тенкӗ. Ҫынсене уйрӑмах спутник-хулара ҫур ҫул каялла кӑна хаксене 1200-тен 1500-е хӑпартни тарӑхтарать, пухӑнма хистет.
Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Красноармейски районӗн тӗп библиотекин вулав пӳлӗмӗнче Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗ хӑйӗн ларӑвне ирттерчӗ. Хӗрлӗ Чутайра вара ЧНК уйрӑмне ӗнер, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, йӗркелерӗҫ.
Ларӑва районти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсемпе чӑвашлӑхшӑн ҫунакан хастарсем пуҫтарӑнчӗҫ. Чи малтанах пухӑннисем умӗнче Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Петр Васильевич Ивантаев чӑваш наци конгресӗн пӗлтерӗшӗ, унӑн историйӗ, малтанхи утӑмӗсем пирки каласа пачӗ, 8-мӗш съезд пирки чарӑнса тӑчӗ, черетсӗр 9-мӗш съездра ҫӗнӗ устав йышӑнасси пирки пӗлтерчӗ, устава вырӑнсенче сӳтсе явма сӗнчӗ. Петр Ивантаев чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси кашни чӑвашӑн тӗп тӗллевӗ пулмалли пирки чӗнсе каларӗ. Вырӑнти ЧНК уйрӑмне чӑвашлӑхшӑн вӑй-халне шеллемен ҫынсене суйлама сӗнчӗ: чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, ҫыравҫӑсем...
Район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров Чӑваш конгресӗн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи уйрӑмӗн председателӗ пулма Юлия Петровна Мареевӑна сӗнчӗ. Юлия Петровна журналистка «Хыпар» хаҫатри хастар ҫыравҫӑ. Ӑна пулӑшма чӑваш пуласлӑхӗшӗн ҫунакан 20 хастара суйласа хӑварчӗҫ.
Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Красноармейски районӗн тӗп библиотекин вулав пӳлӗмӗнче Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗ хӑйӗн ларӑвне ирттерчӗ.
Чи малтанах ларӑвӑн тӗллевӗпе тата ларура пӑхса тухмалли ыйтусемпе уйрӑм ертӳҫи З.Михайлова паллаштарчӗ. Унтан правлени пайташне, Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн ертӳҫин ҫумне, Николай Ершова сӑмах пачӗ. Николай Гаврилович Чӑваш наци конгресӗн историйӗпе паллаштарчӗ, 21 ҫул каялла конгресӑн пӗрремӗш съездне хутшӑннине аса илчӗ. Сӑмах май каласан, Николай Ершов е делегат, е хисеплӗ хӑна пулса ЧНКан пур съездне те хутшӑннӑ иккен. ЧНКан пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калакан материалсем те чылай унӑн. ЧНК историйӗ ҫинчен тата кашни съезд йышӑнӑвӗ хыҫҫӑн Трак енре мӗнле ырӑ ӗҫсем туса ирттерни ҫинчен ҫитес вӑхӑтра «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра ҫутатса пама шантарчӗ.
Малалла Зинаида Петровна правлени членӗсене Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ Пухӑвӗн йышӑнӑвӗсемпе паллаштарчӗ. Ҫак йышӑну тӑрӑх 2014 ҫулта Трак енре туса ирттермелли ӗҫсене палӑртмалли ҫинчен каларӗ. Красноармейскинчи «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн патшалӑх, обществӑпа политика пайӗн редакторӗ Ю.
Ӗнерпе паянпа Шупашкарта Чӑваш Енри композиторсен союзӗн XII съезчӗ иртет. Вӑл ӗнер Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче уҫӑлнӑ. Паян ҫак пӗрлешӳре 12 композитор: Юрий Григорьев, Николай Казаков, Лариса Быренкова, Андрей Галкин, Анатолий Никитин, Валентина Салихова, Лолита Чекушкина, Анита Лоцева, Татьяна Гордеева, Татьяна Полковникова, Олег Трифонов тата Юрий Эриванов, ҫавӑн пекех 6 музыковед: Михаил Кондратьев, Александр Осипов, Светлана Макарова, Ирина Данилова, Татьяна Эррэ тӑрать. Чӑваш композиторсен союзне 1940-мӗш ҫулта пуҫарса янӑ.
Пӗрремӗш кунхине композиторсем ҫӗнӗ хайлавсене итленӗ. Паян вара професси музыка жанрӗсене аталантарассине сӳтсе явмалла тата отчетпа суйлав пухӑвне ирттермелле. Пӗрлешӗве паян Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Казаков ертсе пырать. Кама малашне ертӳҫӗ пултарассине съезд татса парӗ.
ХУШНИ: Анатолий Никитин композитор каласа панӑ тӑрӑх ҫак союзӑн ертӳҫи пулма Николай Казаковах хӑварнӑ иккен.
Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ ӗнер, чӳкӗн 30-мӗшӗнче, чӑваш наци вулавӑшӗнче отчетпа суйлав пухӑвӗ ирттерчӗ. Залра «Краеведение Чувашии: история и культура» кӗнекесен куравӗ те йӗркеленӗччӗ. Унта 2013-мӗш ҫулта таврапӗлӳлӗх темипе кун ҫути курнӑ кӗнекесемпе паллашма май пурччӗ. Отчет пухӑвӗ тӗлне «Умы народа» журналӑн иккӗмӗш номерӗ те кун ҫути курнӑ.
Кун йӗркинче 8 ыйту пулнӑ: академии пайташӗсен ретне ҫӗнӗ ҫынсене илесси, ЧХӐХӲА президенчӗн отчечӗ, ревизи комиссин отчечӗ, асӑннӑ отчетсем тӑрӑх калаҫасси, ҫӗнӗ президент суйлавӗ, ревизи комиссин председательне суйласси, президиум пайташӗсене суйласси, тата ревизии комиссин пайташӗсене суйласси. Пуху пуҫламӑшӗнче академи членӗсем пурнӑҫран уйрӑлса кайнисене ура ҫине тӑрса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫынсене илес умӗн кашни кандидат хӑйӗнпе паллаштарчӗ: чӑвашлӑхшӑн тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакан В.Антонов, С.Петровский, Н.Семенов, П. Сидоров, А. Ефимов, В.Макаров, С. Федотов, Р. Петрова, М. Кузьмина тата ыттисем чӑннипех те академик ретне кӗме тивӗҫлӗ терӗҫ. И.Дубанов вӗсене удостоверени парса чысларӗ. Хисеплӗ академик Виталий Станьял пултаруллсене Хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ ят парса чысларӗ.
Чӳкӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци библиотекинче Чӑваш ҫыравҫисен канашне туса хунӑранпа 90 ҫул тултарнине халалласа анлӑ пуху иртрӗ. Фойере тата залра «Творящие прекрасное» чӑваш ҫыравҫисен кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.
Чӑваш ҫыравҫисен канашне туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ ятпа виҫӗ автор Юхма Мишши «Алтӑр Ҫӑлтӑр», Чутай Юркки «Чӑнлӑх уҫҫи» ятлӑ кӗнеке пухса хатӗрленӗ. Кунта 16 авторӑн юлашки вӑхӑтра ҫырнӑ калавсемпе сӑвӑсем, очерксем, эссесемпе интервьюсем кӗнӗ. Пухура Чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши чӑваш ҫыравҫисен канашӗн 90 ҫулхи ӗҫ-хӗлне тишкерчӗ.
Пухӑва ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан хӑнасем Тутарстанран, Чӗмпӗр облаҫӗнчен, Мари элрен, Ҫӗпӗрте, Чулхулара тата ытти ҫӗрти пурӑнакан ентешсем те хутшӑнчӗҫ, ҫӑмах каларӗҫ. Н. Заводскова ертсе пыракан «Эмине» ансамбль, Антонинӑпа Петр Красновсем, Т. Сергеева, В. Никонорова пухӑва юрӑ-кӗвӗпе илем кӳчӗҫ. Юхма Мишши чылай ҫыравҫа ӗҫӗсене кура тӗрлӗ наградӑсем пачӗ: Чӑваш Республикин ҫыравҫӑсен Канашӗн Хисеп хутне, мӗнпур чӑвашсен обществӑпа культура центрӗн Президиумӗн йышӑнӑвӗпе «Чӑваш наци культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята, Яковлев преми лауреачӗ ятне тата ытти хисеплӗ ятсене.
Паян пирӗн республикӑра Украинӑри, Белоруҫри, Молдавинчи, Узбекистанри, Таджикистанри, Кӑркӑстанри тата Арменинчи ҫамрӑк журналистсем пулнӑ. Вӗсем пирӗн ҫӗршывра пулса иртекен лару-тӑрупа паллашма тӗллев лартнӑ иккен. Тӗрлӗ ҫӗршывран килсе ҫитнӗ хӑнасем Раҫҫейри журналистсен VIII медиа-форумне хутшӑннӑ май пирӗн тӑрӑха килсе ҫитнӗ-мӗн. Ыран вӗсем Тутарстана тухса кайӗҫ.
Ҫамрӑк журналистсемпе республикӑн Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов тата ытти депутат тӗл пулнӑ. Тата, паллах, информаци политикин министрӗ Валентина Андреева та. Калем ӑсталӑхӗнчи пултарулӑха туптама тинтерех кӑна тытӑннӑ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ темпе те кӑсӑкланнӑ. Пӗрисене ял пурнӑҫӗ интереслентернӗ пулсан теприсем сасӑлав тытӑмӗ пирки депутатсем мӗн шухӑшланине пӗлме ӑнтӑлнӑ. СНГ ҫӗршывӗн ҫыннисем валли Чӑваш Енре ӗҫ пур-и тесе ыйтакан та тупӑннӑ. Анчах Чӑваш Ен халӑх йышӗнчен пуян пулнине кура вӑй питтисем хамӑрӑн та нумай тесе хуравланӑ.
Сӑнсем (30)
Красноармейски районӗнчи Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн черетлӗ анлӑ ларӑвӗ муниципалитетӑн бюджет тытса тӑракан Красноармейскинчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулӗнче иртрӗ. Ӑна пӗрлӗхӗн правлени председателӗ Георгий Тусли уҫрӗ. Ларӑва правлени пайташӗсемсӗр пуҫне районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем тата литература пултарулӑхӗнче палӑрнӑ шкул ачисем, тӑван ен историйӗпе культури енӗпе наукӑпа тӗпчев ирттернӗ ҫамрӑксем, вырӑнти ҫыравҫӑсем хутшӑнчӗҫ.
Ларура ҫак ыйтусене пӑхса тухрӗҫ: Чӑваш Наци Конгресӗн VIII-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ йышӑннӑ резолюцисем ҫинчен, Тӗмен чӑвашӗсем патӗнче иртнӗ «Чӑваш культурин кунӗсем» ҫинчен тата районти шкул ачисем хушшинче чӑвашлӑха упраса хӑварасси тата вӗсен пултарулӑхне аталантарасси ҫинчен.
Пӗрремӗш ыйтупа Чӑваш Наци Конгресӗн делегачӗ Виталий Михайлов тухса калаҫрӗ. Вӑл конгресс съезчӗ мӗнле иртни тата унта йышӑннӑ резолюцисен пӗлтерӗшӗ ҫинчен туллин ӑнлантарса пачӗ. Пухӑннисем ЧНК кӑларса тӑракан «Чӑваш тӗнчи» хаҫатра пичетленнӗ резолюцисемпе паллашрӗҫ тата конгресс ӗҫӗ-хӗлне халалланӑ кӗнеке-альбомпа паллашрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |