Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Декларацие йышӑннӑранпа 20 ҫул ҫитнине палӑртрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
You can also read this news in English
Аçтахар Плотников 26.10.2010 18:29 | 3014 хут пӑхнӑ
Савӑнӑҫлӑ каҫра
Савӑнӑҫлӑ каҫра

Вырсарникун, юпан 24-мӗшӗнче, Шупашкарти кӳлмек хӗрринче ларакан «Кивӗ тӳрем» («Старая площадь») кафере Чӑваш Республики патшалӑх суверенитечӗ пирки калакан декларацине йышӑннӑранпа 20 ҫул ҫитнине палӑртса савӑнӑҫлӑ каҫ ирттерчӗҫ.

Пухӑва Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен ассамблейин председателӗ Н. Лукианов, ҫамрӑксен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗш элтепӗрӗ О. Цыпленков, ЧНК представителӗ В.Абрамов, ЧНК ваттисен канашӗн ертӳҫи А. Кипеч, тӗнчере паллӑ ӳнерҫӗ Праски Витти, ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӗвӗн представителӗсем тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Раҫҫейӗн ытти регионӗсенчи тата чикӗ леш енчи хӑнасем те пухӑва пынӑччӗ.

Мероприятие пухӑннисем иртнине аса илчӗҫ — республика суверинитечӗн пӗрремӗш утӑмӗсене, малтанхи ҫулӗсенчи лару-тӑрӑва. Хальхи вӑхӑтра пулса иртекен пулӑмсене те асӑнмасӑр хӑвармарӗҫ. Калаҫусем хыҫҫӑн «Шуҫӑм» ансамбль пуҫтарӑннисене хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗ — юрӑсем юрларӗҫ, ташларӗҫ те.

Чӑваш Республики патшалӑх суверенитечӗ пирки калакан декларацине 20 ҫул каялла, 1990 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче, Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашӗ йышӑннӑ.

 

Сӑнсем

#пухусем, #ЧНК, #Шупашкар, #Хастар, #Шуҫӑм

 

Комментари:

2010.10.26 19:25
Аксар Чунтупай
Йăнăш пур: Деклараци темелле! Пĕрремĕш абзацри текста йĕркелесе çитермен.
2010.10.26 20:31
Аçтахар Плотников
Юсарăм. Пĕрремĕш абзацне çырнă чухне декларацин ятне пĕлместĕмччĕ — «кайран, ыйтса пĕлсен, кĕртсе лартап» тесе çырса кайрăм та, пĕлнĕ хыççăн вăл вырăн пирки манса кайнă.

Паян-ыран сăнсене кĕртĕп. Декларацине хăйне те шыраса тупас теп-ха...
2010.10.31 22:50
Аçтахар Плотников
Сăнсене паян çеç кĕртме май тупрăм.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем